1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 11 Февраль 2026 г.
ТĂВАН  ТАВРАЛĂХ

Тăрмăш ялĕнчи Вĕре шывĕ хăйĕн илемĕпе, тасалăхĕпе çынсене кăна мар, вĕçен кайăксене те илĕртет.

Кăçал та акăшсем иленнĕ пулнă ку вырăна. Вĕсем тавралăх илемĕпе савăннине Вячеслав Сидоров сăнланă хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕнче. «Шел, тепĕр пилĕк акăшĕ кадра лекеймерĕ»,— тет вăл.

подробнее
10 октября 2025 г. 11:02

Кăçал Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕпе кĕпер таранччен çулăн икĕ енĕпе тротуар тунипе пурте кăмăллă. Эпир, ватăрах çынсем, чиркĕве çити пĕр шиксĕ-рех утатпăр.

Çÿрев хăтлăхне автостанци патĕнчен Çăлпуçнелле каякан çул хĕррипе те тăвасчĕ. Çак тытăма йĕркелени çуран çÿрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли услови туса парĕччĕ. Транспорт юхăмĕ вăйлансах пырать кунта. Тротуарпа пĕрле ял …

подробнее
10 октября 2025 г. 11:00

Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕ юпа уйăхĕн 13—24-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер!» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртнине пĕлтерет.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне, вĕсене упранипе тата усă курнипе çыхăннă информацие тупса палăртассипе йĕркелеççĕ ăна. Наркотик тыткăнĕнчен сыхланма пĕтĕм общественноçа явăçтармалла, çак тĕллевпе профилактика мероприятийĕ-сене ирттерме сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ-сен, шкулсен, ашшĕ-амăшĕсен, психологсен, …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:59

Ял-хуларан йăлари çÿп-çапа турттарассипе ĕçлекен «Ситиматик Чувашия» оператор хăйĕн укçи-тенкипе регион валли çĕнĕ йышши 572 евроконтейнер туяннă. Çак вăхăт тĕлне пĕрремĕш 100 контейнера Шупашкар хулине илсе çитернĕ.

Контейнерсем туянни компани халăха йăлари çÿп-çапа тирпейлес услугăна лайăхлатассипе, инфраструктурăна тапхăрăн модернизацилессипе çыхăннă.

Регион операторĕн информацийĕ тăрăх, çитес вăхăтра çĕнĕ контейнерсене республика хулисенче, …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:59

Хамăр пурăнакан вырăна, урама, тăкăрлăка, çавăн пекех çырмасене хамăр типтерлемесен, кам килсе тасатса парасса кĕтмелле? Тăрмăш ялĕнче хастар та ĕçчен çынсем пĕрле пухăнса нимелле ĕçлесси йăлара тесен йăнăш пулмĕ. Нумаях пулмасть ял çырминчи чылай америка вĕренипе ÿссе кайнă курăксене тĕплерĕç. Шыва кĕрсе тасалмалли купель йĕри-тавра та таса халĕ. Хитрен курăнса …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:58

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ пулнă май, хамăр ялта хуçалăх ертÿçинче вăй хунă М.С.Веселова аса илмесĕр тăма пултараймарăм. Чăннипех ĕç çынни пулнă вăл.

Макар Степанович Веселов 1896 çулта Сăхăтпуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1987 çулта, 91 çултан иртсен, çут тĕнчерен уйрăлнă. 22 çулти каччă çурранах Çĕрпÿри çĕрсем пайлакан …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:58

Пукрава юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче уявлаççĕ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ун историйĕ 910 çулпа çыхăннă.

Иерусалимри чиркÿре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çул çÿ-ревçĕ, килсĕр чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тÿпере Турă Амăшне курнă. Вăл Турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хÿт-те илнĕ. Çавăнтанпа ĕненекенсем Турă амăшне …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:57

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче учительсен уявĕ пулчĕ. Тен, вĕрентекен профессине суйласа илесси нумайăшĕн çак кунпа та çыхăннă. Мĕншĕн тесен, ырă йăлана кĕнĕ май, çак кун пирĕн шкулта çулленех ачасен самоуправлени кунне ирттереççĕ. Аслă классенчи вĕренекенсем хăйсене учитель, директор, директор çумĕн ролĕсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Нина Семеновна Александрова (Васильева). 1960 …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:55

«2030 çул тĕлне вăтам пурнăç тăршшĕне 77 çула çитермелле. Аслă ăрăвăн опычĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йĕркеллĕ ватлăхпа тивĕçтересси, вĕсене обществăлла пурнăçа ытларах явăçтарасси, вĕсен сывлăхне упрасси — регионти социаллă политикăн никĕсĕнче»,— пĕлтерет Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Ватă çынсен кунне паллă туса, аслă тусĕсене уявпа чыслама Тăвайри культура çурчĕ …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:53

Енĕш Нăрвашри аслă ăрурисемпе кĕмĕл волонтерсем тулли кăмăлпа паллă турĕç ватăсен кунне. Чи малтанах ветерансем ялти халăх музейне çитсе çĕнĕ экспонатсемпе паллашрĕç. Унтан библиотекăна кĕчĕç, кунта вĕсене çамрăк ăрупа тĕлпулу кĕтрĕ. Шкул ачисем аслисене пысăк тимлĕхшĕн, ырă ĕçсемшĕн тав турĕç, çирĕп сывлăх, ырă кун-çул сунчĕç. Кашнинех чечек çыххисем парнелерĕç.

Вĕсен …

подробнее
10 октября 2025 г. 10:52