Тĕмерти культура çуртĕнче ăс-тăн тата сăмах уявĕ иртрĕ. Ăна хутла вĕренмелли куна халалланă. «Кил хуçи хĕрарăмĕсем» клуба çÿрекенсем хутшăнчĕç викторинăна.
Çак кун историйĕпе паллаштарнă хыççăн тупăшу пуçланчĕ. Пĕлÿ пухма нихăçан те кая юлман - çак шухăш палăрса тăчĕ ыйтусене хуравланă, заданисен тупсăмсене пĕлнĕ майăн. Тупăшура вара туслăх, хавхалану, пĕр-пĕрне пулăшма …
подробнееЮн пусăмне, чĕре таппине тонометрпа виçнĕ чухне варринчи кăтарту мĕне пĕлтерет-ши; Çакăнпа ытларах аслăрах ÿсĕмрисем, çавăн пекех çамрăксем те кăсăкланаççĕ.
Пĕрремĕш цифра - юнри систологи пусăмĕ - чĕре пĕрĕннĕ вăхăтра пулать. 140-рен пĕчĕкреххи çитĕн- нĕ çыншăн йĕркеллĕ шутланать.
Иккĕмĕш цифра - дистологи пусăмĕ - чĕре таппинчи хушă, чĕре «каннă» вăхăтра …
подробнееПĕтнĕкпе пыл курăкĕ çинчен пĕлесшĕн. Чей валли хăшĕ лайăхрах;
Зоя ПЕТРОВА
Пĕтнĕкпе (мята) пыл курăкĕ (мелисса) пирки аппăшĕпе йăмăкĕ теме пулать. Иккĕшĕ те лайăх. Хăшне суйласа илесси мĕне юратнинчен тата мĕн тĕллевпе ĕçнинчен килет.
Пĕтнĕкĕн тути те, шăрши те уçăрах, вăйлăрах. Ментол шăршиллĕ. Ун чейĕ лăплантарать, ăс-тăн ĕçне лайăхлатать, пуç …
подробнееТĕп библиотекăра Василий Федорович Димитриевăн «Энергетика лидерĕсем» (Лидеры энергетики) кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Тĕлпулура кĕнеке геройĕсем - районсенчи электричество станцийĕсен (РЭС) ветеранĕсем пулчĕç. Хăй вăхăтĕн-че вĕсем республикăн тĕрлĕ районĕсенче РЭС пуçлăхĕнче ĕçленĕ.
Мероприятие Канаш тата Йĕпреç энергетика ĕç тытăмĕн ветеранĕсем килнĕ. Мероприяти пуçламăшĕнче хăнасене муниципалитет округĕн социаллă аталану, культурăпа архив ĕçĕсен …
подробнееДмитрий Владимирович Алексеев астăвăмĕнчен çыратăп. «Пирĕн çемьерен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 11-ĕн хутшăннă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ вăрçăран таврăнайман, виççĕшĕ хыпарсăр çухалнă.
Манăн кукаçи анне енчен - Василий Петрович Смирнов. Вăл Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче пуçласа кун çути курнă, 1921 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ»,- тенĕ астăвăмра.
Василий ялти шкулта тăватă …
подробнееАвгуста çурла уйăхĕ, сентябре авăн уйăхĕ тетпĕр чăвашла. Иккĕшĕ те хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Халĕ çурлапа тырă вырмаççĕ, кĕлтисене молотилкăпа çапса тĕшĕлемеççĕ. Çапах та тырпула пухса кĕртесси халĕ те ял çыннисемшĕн хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Тырă вырнă вăхăтра час-часах çанталăк чăрмантарать, çавăнпа та уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ ял …
подробнееÇынна ĕç илем кÿрет. Ĕç - пурнăç тыткăчи. Ĕçне кура хисепĕ. Çак ырă сăмахсене хамăр районти Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ Роза Николаевна Петрова-Ахтимирова пирки каланăнах туйăнать. Сакăр вунулттăра пырать вăл халĕ. Тĕрĕсрех каласан, шăпах çавăн чухлĕ тултарчĕ вăл паян - Роза Николаевна 1939 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă. Ачалăхĕпе …
подробнееТелефон мошенникĕ-сен ултавне куракансен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсен серепине такам та çакланать: ача та, ватă çын та, аслă пĕлÿ-лли те...
Чăваш Енре кăçалхи 6 уйăхра кăна ултавçăсен кĕсйине 0,5 миллиард тенкĕ куçнă. Вĕсем тăтăшах çĕнĕрен-çĕнĕ схемăсемпе ĕçлеççĕ. Халĕ «налук инспекторĕ» те, «микрозайм», «пенси фончĕн специалисчĕсем» те çыхăнăва тухма пуçларĕç. Чылай …
подробнее«Советская Чувашия» хаçат Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева асăнса çăмăл атлетикăпа йĕркеленĕ эстафета 87-мĕш хут спорт тусĕсене пухнă: 120 яхăн команда - е 800 ытла çын - старта тухнă, çав шутра Тăвай спортсменĕсем те.
Пĕрремĕш хут ăмăртăва 1932 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Çăмăл атлетсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег …
подробнее«Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕн программипе килĕшÿллĕн вĕренÿпе ăслăлăхра, культурăра, спортра пысăк çитĕнÿсем тунă нумай ача валли Чăваш Енре тур йĕркеленĕ.
Вĕренекенсем республикăри çак паллă вырăнсемпе паллашнă, «Кĕмĕл шыв сикки», «Патша тăвĕ», «Кайăк вĕçевĕ» тата ытти те. Çак проекта 10 пине яхăн шкул ачи хутшăннă, муниципалитет тĕрлĕ округĕнче пулса курнă. …