1 июня - День Северного флота ВМФ России День Военно-транспортной авиации ВВС России (94 года)
подробнее
Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Аттемĕр вăрçи чарăннăранпа 80 çул çитнине чаплăн уявларĕ çĕршывăмăр. Халăх чĕринче вăл тарăн йĕр хăварнă. Çĕнтерÿ йывăрпа пулнă, нихăçан та манăçа тухмĕ. Сăмах манăн вăрçа хастаррăн хутшăннă Димитриевсем çинчен пулĕ.
Василий Дмитриевич Димитриев 1924 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Киччĕ ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. 1942 çулхи …
подробнее
Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, пограничник кунĕнче, округри чикĕ хуралĕн ветеранĕ- сем Тăрмăш—Тăвай—Элпуç— Нÿшкасси—Лачкасси маршрутсемпе çула тухнă.
«Асăну палăкĕсем умĕнче митингсем ирттернĕ, чĕрĕ чечексем хунă, активистсене общество организацийĕн медалĕ-семпе наградăланă»,— пĕлтерчĕ «Пограничное братство» пĕрлĕхĕн округри ертÿçи Геннадий Андреевич Николаев.
Кашни ялтах уяв саманчĕсемпе асра юлнă тĕлпулусем. Тĕмер тата Нÿшкасси ялĕсенче кăçал …
подробнее
Тăвайри Ленин проспектĕнчи çулăн пĕр енчи картишĕнчи лапамра ача-пăча выляма юратать. Вĕсен çывăхĕнчех йытăсем çÿреççĕ, ачасем çумне çулăхаççĕ.
Аллисенче çи- мелли таврашĕ пулсан пушшех те хăпасшăн мар. Аслисенчен те хăрамаççĕ хуçасăр йытăсем, хăрлатсах сиккелеççĕ шиклĕ пит-куçлă асанне-кинемейсем çине. Тивĕçлĕ органсем çак ыйтăва татса парасса шанаççĕ.
Альбина АЛЕКСАНДРОВА
подробнееУправ вырăнĕсем кирлĕ
Эпĕ пĕрре çеç мар ĕнтĕ тĕрлĕ пухусемпе канашлусенче республикăра çĕрулми, пахчаçимĕç, улма-çырла упрамалли тата вĕсемпе юнашар консервламалли цехсем тăвас ыйтăва хускататăп.
Хранилищĕсем пулсан, калăпăр, çĕрулмине те хамăр патăртах çителĕклĕ туса илме, ытлашшине сутма та майсем пулĕç. Çакă производствăна аталантарса пыма та пулăшĕ. Çине тăрсах шухăшламалла çакăн …
подробнее
Тăвайри ĕçлев центрĕ урлă хальхи вăхăтра 115 ача вăхăтлăх ĕçсенче тăрăшать. Инвалидсене те çав майпах ĕçпе тивĕçтерессине тимлетпĕр.
Шкул ачисем ялсенчи обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте, вĕренÿ учрежденийĕсен территорийĕсенче ĕçлеççĕ. Çавăн пекех ĕç ярмăрккисем йĕркелени те ĕçсĕррисене яланлăх ĕç вырăнĕ тупма пулăшать.
Наталия ИВАНОВА,
Тăвайри ĕçлев центрĕ
подробнее
Çуллахи шăрăх кунсем ача-пăчана та, аслисене те шыв хĕрринелле туртаççĕ. Шыв халех ăшăнса çитмен-ха. Сивĕ шывра шăнăр туртса лартас хăрушлăха ÿстерет.
Тÿрех сикме те юрамасть шыва, малтан хусканусем тумалла, кĕлеткене йĕпетмелле. Тарланă хыççăн та тÿрех шыва кĕме тăхтамалла. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран кăна тенĕ пек, шыва кĕни …
подробнее
Табак туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулнине пĕлсе тăрсах нумайăшĕ çăвара пирус хыпать. Ача коляски туртса пыракан хĕрарăм пирус мăкăрлантарса пынине мĕнле ăнлантармалла-ши? Питех те шел, вăл ача амăшĕ-çке. Тĕтĕм туртакана кăна мар, юнашарти çынна та сиенлет, уйрăмах ачасене, сывлав çулĕ- сене вĕчĕлентерет, ÿпкене лекет. Вĕсем ÿс- нĕçемĕн аслисен тĕслĕхне ăша …
подробнее
Тăвайри пĕр-ремĕш ача садĕн- чи «Затейники» ушкăн воспитанникĕсем — тĕрлĕ конкурс-фестиваль хастарĕсем. Çак йышра Елизавета Петрушкова та. Нумаях пулмасть регионти «Çамрăк тĕпчевçĕсен» тăваттăмĕш наукăпа практика конференци фестивалĕнче 2025 çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Елизавета кă-çал та кĕçĕн классемпе шкулчченхи учрежденисен ачисем хушшинче çĕнтернĕ!
2023 çул вĕçĕнче ача садĕн-че агролаборатори уçăлсан шăпăрлансемпе …
подробнее
Тăвайри таврапĕлÿ халăх музейĕнче «Активлă вăрăм ĕмĕр» центрĕнчи кĕмĕл волонтерсен пĕр ушкăнĕ пулнă. Çурта юсаса çĕнетнĕ хыççăн иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче Республика кунĕнче уçнă. Çул хĕрринче вырнаçнăран аякранах курăнать. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене, кÿршĕллĕ округ-регион турис- чĕсене татах та ытларах илĕртет вăл халĕ.
Владимир Федоров заведующи хăнасене ăшшăн йышăннă. Чăваш …
подробнее