Ветеринари ĕçченĕсен кунĕ çывхарнă май «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăри Ирина Николаевна Матвеевана ЧР Ветеринари патшалăх службин ертÿçи Александр Шакин кăçалхи акатуйра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чыслани куç умне тухрĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ те илемлĕ сăн-питлĕ, сăпай хĕрарăма сăн ÿкерсе илнĕччĕ уяв вăхăтĕнче. Тĕл …
подробнееÇурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕн кунне паллă турĕ. Ăна 1994 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе йышăннă. Патшалăх Ялавĕ çĕршывăн пĕрлĕхне, вăй-хăватне, тăнăçлăхне кăтартать, мăн асаттесен паттăрлăхне тата çĕршывăмăрăн пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсене аса илтерет. Ялав - пирĕн çĕршывăн аслă символĕ, пирĕн мăнаçлăх.
Çак кун Çĕнĕ Ишпуçĕнчи культура çуртĕнче …
подробнееРеспубликăри шкулсен паркĕ çак кунсенче çĕнĕ 39 автобуспа пуянланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев автобуссен уççийĕсене Шупашкарти Республика тÿремĕнче савăнăçлă лару-тăрура панă.
Çĕнĕ автобуса Тăвай округĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул та тивĕçнине палăртма кăмăллă.
Автобуссем хă- рушсăрлхăн мĕн-пур требованийĕ-сене тивĕçтереççĕ: ГЛОНАСС, тахографсем, йăлтăркка маяксем - пурте ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермешкĕн.
«Пирĕн …
подробнееЭрне пуçламăшĕнче Тăвай муниципалитет пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата террорлăхпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ.
Унта территори пайĕсен начальникĕсене тата территори суйлав комиссийĕн председателĕсене чĕннĕ. Ларура пурĕ 7 ыйту пăхса тухнă, пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Яваплă çынсем умне çĕнĕ вĕренÿ …
подробнее• Августăн 28-мĕшĕ тĕлне округĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 4621 гектар (планăн 44,2 проценчĕ чухлĕ) пухса кĕртнĕ. Пурĕ 15793 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектар вăтамран 34,2 центнер тухăç панă. Тырă пуссисенче 40 комбайн ĕçленĕ.
• 280 гектар çĕртме сухи тунă.
• Кĕрхи тĕш тырă культурисене …
подробнееАвгустăн 26-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи «Чурачикское» акционерлă обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексне çитсе курма тÿр килчĕ. Маларах унта ăратлă 510 пуç пăру çитĕнтермелли çĕнĕ производство лаптăкĕ хута кайрĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, комплексра халĕ 3200 пуç выльăх усраççĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра предприяти 7 пин ытла тонна сĕт туса илнĕ, ку вăл округра туса илекен сĕтĕн …
подробнееКăçал республикăра çĕнĕ виçĕ шкул уçăлмалла: Кÿкеçре, Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонта, Çĕнĕ Шупашкарта.
Химиксен хулинчи шкула «Химпром» хăйĕн çуначĕ айне йышăнать. Хĕвеллинчи профиль вырăнне технологисене суйласа илет, Кÿкеçри вара агротехникăна тата медицинăна тĕпе хурĕ.
Вĕсем валли сахал мар кадр кирлĕ. Çак тĕллевпе республикăра 50 вĕрентекен ятарлă хатĕрленÿ витĕр тухнă.
подробнееЧăваш Енре çул çитмен çамрăксен пĕтĕм йышĕн пĕрре тăваттăмĕш пайне ĕçе вырнаçтарма хатĕр.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăра 14-18 çулсенчи 7800 çамрăк «Раççейри ĕç» кадр центрĕ официаллă йĕркепе ĕçе вырнаçма сĕнекен майсемпе усă курнă. Республикăн Ĕçлев министерствин госпабликĕнче палăртнă тăрăх, çулталăк вĕçлениччен тата 6700 шкул ачипе студент вĕренÿрен пушă вăхăтра …
подробнееЧăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви ĕне, качака, сурăх сĕтĕнчен юр-вар хатĕр-лекенсене субсиди пама суйласа илмелли конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет.
Заявкăсене августăн 8-мĕшĕнчен пуçласа йышăнаççĕ.
Вĕсене 25,9 миллион тенкĕ пама пăхса хăварнă. Субсидие уйăрнă чухне министерство хатĕр-ленĕ ставкăна - кашни тонна чĕрĕ сĕтрен юр-вар туса кăçал курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма …
подробнееТăвай округĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсен çурла уйăхĕнчи йăлана кĕнĕ канашлăвĕ иртнĕ. Конференцире Тăвай округĕнчи вĕрентÿ тытăмĕн çитĕнĕвĕсемпе малашлăхри аталанăвне сÿтсе явнă. Вĕрентÿ ĕçĕнче çитĕнекен ăрăва ăс-тăн, воспитани парасси, унăн тĕнчекурăмне йĕркелесси тĕп вырăнта пулмаллине палăртнă.
Конференцин пленарлă пайне Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, ЧР …
подробнее