1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Декабрь 2025 г.

Тăрмăш ялĕнче ветерансене юбилейсемпе саламласси ырă йăлана кĕнĕ. Вĕсем пирĕн çĕршыв ырлăхĕшĕн кунне-çĕрне пăхмасăр, хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ, тăнăçлă пурнăçшăн тăрăшнă. Тыл ĕçченĕсемпе пĕрле вăрçă ачисем те терт-асапне пайтах тÿснĕ. Çак йывăрлăхсем витĕр тухнă тылпа ĕç ветеранĕ, Тăрмăш ялĕн хисеплĕ çынни Александр Димитриевич Димитриев. Августăн 11-мĕшĕнче вăл сумлă 95 çулхи юбилейне …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:58

Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче паллă ентеше, СССР халăх артисткине Вера Кузьминана сума суса музей экспозицийĕ уçнă. Унăн пурнăçĕпе тата пултарулăх çулĕпе паллаштаракан чылай экспозици вырăн тупнă унта: артисткăн наградисем, сайра тĕл пулакан сăн ÿкерчĕксем, хăйĕн япалисем, спектакльсен афишисем... Çакă Вера Кузьминичнана асра тытни тата унăн искусствăри тава тивĕçлĕ ĕçне пысăка …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:57

Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» нацпроектпа тата «Социаллă сфера отраслĕсенчи цифра платформи» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче тăватă çĕнĕ электронлă Патшалăх пулăшăвне йĕркеленĕ.

Юлашки çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн регионта 118 пулăшу ĕçĕ хутшăннă, вĕсенчен 89-шĕ — социаллă пĕлтерĕшлисем. …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:56

Чутей территори уйрăмĕнче пурăнакансен пĕрлĕхĕ вырăнти кирек мĕнле пуçарăва та пурнăçлама пулăшать. 2025 çулта пуçару проекчĕпе палăртнă ĕçсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕнĕ: чиркÿ çывăхĕнче купель уçăлнă, Ишпуçĕнче масар çулне якатса вак чул сарнă, Чутей тата Ишпуç ялĕсенчи урамсенче лампочкăсене улăштарнă. Кунсăр пуçне тепĕр çулхи планра: Ишпуç масарĕ тавра картана юсасси, Чутей …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:55

2025—2025 çулсенчи çул-йĕр программипе килĕшÿл- лĕн Аниш-Тушкил çулĕ çинче хăрушă участокăн профильне тÿрлетессипе юсав ирттернĕ. Унăн лаптăкĕ 132 метр тăршшĕ пулнă.

Чăвашупрдор специалисчĕсем пурнăçланă ĕçсен тĕрĕслев виçисене ирттернĕ, каснă асфальтобетонăн тĕслĕхĕсене суйласа лаборатори тĕпчевĕ-сем ирттерме панă. Тĕпчев результачĕсем усă курнă материалсен пахалăхне тата пурнăçланă ĕçсем палăртнă стандартсемпе килĕшсе тăнине хаклама …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:55

Авăн уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртет. Кăçалхи суйлавра сасăлав участокĕсенче те, дистанци мелĕпе те сасăлама пулать.

 

уйлава дистанци мелĕпе хутшăнас текенсен Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнче авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен заявлени памалла. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче 8 сехетрен пуçласа авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетчен ДЭГ …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:54

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланма кандидатсене регистрацилес тапхăр вĕçленнĕ.

5 кандидата регистрациленĕ:

Владимир Дмитриевич Ильин, «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» политика партийĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ сĕннĕ:

Максим Викторович Морозов, «Новые люди» политика партийĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ сĕннĕ;

Олег Алексеевич Николаев, хăйне хăй сĕннĕ;

Владимир Сергеевич Савинов, «Российская …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:53

• Августăн 14-мĕшĕ тĕлне округĕпе 3386 гектар çинчи тырра пухса кĕртнĕ, ку вăл пухса илмелли мĕнпур лаптăкăн 32 проценчĕпе танлашать. Çак шутра 1639 гектар çинчи тулла, 1003 гектар урпана, 301 гектар ыраша, 312 гектар сĕлле, 131 гектар пăрçана çапса илнĕ. Пурĕ пĕрле 11693 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç пĕр …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:52

Чăваш енри 11 педагог 200 пин тенкĕ укçан премие тивĕçнĕ. Çакăн пирки Раççей Çутĕç Министерствин приказĕ тухнă. Вĕсен хушшинче Элпуç шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Ильина та пур. 33 çул вăл çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре.

Вĕрентÿ методикин çĕнĕлĕхĕсене, професси ăсталăхĕн аталанăвне, вĕренекенсен олимпиадăсемпе конкурссенчи çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса палăртнă …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:52

• Августăн 16—17-мĕшĕсенче Чăваш Республикин тĕп хули юратнă Шупашкарăмăр 556 çул тултарнине чаплăн уявлама палăртнă май, Шупашкарта 100 ытла культура тата спорт мероприятийĕ иртĕ. Чăваш Енре пурăнакансене тата хăнасене «Иванушки International», «Катюша» ушкăнсем, хамăр тăрăхри юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

• Чăваш Енре кăçал «Агропромышленноç комплексĕ валли — кадрсем» проект старт …

подробнее
18 августа 2025 г. 9:50