Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн, çавăн пекех физкультурник кунне уявланă май республикăра та, пирĕн округра та тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ.
Вĕсенчен пĕри – Пуянкасси стадионĕнче пляж волейболĕ енĕпе арçынсем хушшинче мала тухассишĕн иртнĕ округри уçă чемпионат. Палăртса хăвармалла, юлашки çулсенче çак спорт тĕсĕ анлă …
подробнееЧăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди «Гвардеец» сборĕнче! Июлĕн 30-мĕшĕнче тĕрлĕ муниципалитетри 20 çамрăк Пензăри А.В.Хрулев генерал ячĕллĕ пурлăхпа техника тивĕçтерĕвĕн Çар академийĕн филиалĕн базине тухса кайнă. Çамрăк армеецсем хушшинче Тăвай шкулĕнчи ачасем те — Святослав Алькин, Антон Краснов (11 класс) тата Кирилл Иванов (10 класс).
Харпăр хăйĕн пахалăхĕсене аталантарса, çар хĕсметне, …
подробнееТăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул хыçа юлчĕ. Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсем сахаллансах пыраççĕ, Тăвай тăрăхĕнче юлмарĕç те. Вĕсем çинчен документсемпе усă курса çырнă кĕнекесем, киносем, хаçат-журналсенчи хайлавсем, вăрçă ветеранĕсен çывăх çыннисем урлă ăруран ăрăва куçакан асаилÿсем каласа параççĕ.
«Пирĕн астумалла, пĕлмелле, пĕрле тăрăшмалла»,— тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев …
подробнее
2025 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ 1490 пăру е умĕнхи çулхи çав тапхăртинчен 58 пуç пуç сахалрах пăхса илнĕ. Çак шутра ял хуçалăх предприятийĕ-сем 958 пăру пăрулаттарса илнĕ, умĕнхи çулхинчен 68 пуç нумайрах. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен вара иртнĕ çулхинчен 126 пăру сахалрах. Умĕнхи çулхипе танлаштарсан, ĕнесенчен 199 пăру катăкрах пăхса илнĕ, …
подробнее2025—2026 вĕренÿ çулĕнче Тăвайри муниципалитет округĕнче 9 шкул, 3 ача сачĕ, хушма пĕлÿ тата психологипе педагогика пулăшăвĕ паракан 3 организаци ĕçлĕç. Малтанласа палăртнă тăрăх парттăсем хушшине 1140 вĕренекен ларĕ, çав шутран 73-шĕ пуçласа шкул алăкне уçĕ. Шкулчченхи вĕренÿре 315 ача пулĕ.
Округ администрацийĕпе муниципалитет учрежденийĕсем ачасем паянхи кунпа килĕшÿллĕ хăтлă …
подробнееЧăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне — утăм» проектне пурнăçласа, медицина ĕçченĕ- сен модельлĕ бригади Чÿкçырми ялĕнче пулнă. 107 çын тĕрĕсленме, специалистсенчен консультаци илме пултарнă.
Çынсем Тăвайне каймасăрах хăйсен сывлăхне ялта тĕрĕслеме май пуррине палăртаççĕ.
подробнееАнна Косаревăна ипотекăпа пĕрремĕш взносшăн пĕр хутчен тÿлемелли свидетельство панă. «Çак пулăшу мери пирĕн регионта ĕçлекен çамрăк специалистсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ»,— пĕлтернĕ Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Телеграм-каналра.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе республикăра, çав шутра пирĕн округра пурăнакансем те, çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пултараççĕ. Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика …
подробнееУтă уйăхĕн вĕçĕнче Леонид Устьнедумский çветтуя асăнса Канаш Епархийĕн пуçлăхĕ, Канаш тата Беловожск çĕрĕнчи чиркÿсене пăхса тăракан Преосвященнейший Стефан Чутей ялĕнчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ-ре кĕлĕ ирттернĕ. Таврари чиркÿсен настоятелĕсем тата Чутейрен Леонид Бараматов пĕрле хутшăннă.
Турă çуртне халăх чылай пухăннă, ытти ялсенчен те килнĕ. Юлашкинчен Стефан епископ нумай çул …
подробнееТăвай округĕнче çĕршывра ВДВ çарне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине анлăн паллă тунă. Мероприятисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проект шайĕнче иртнĕ, савăк кăмăлпа, тăван çĕршĕн мăнаçлăх туйăмĕпе хутшăннă уява десантник-ветерансем, СВО участникĕсемпе хисеплĕ хăнасем, округра пурăнакансем.
мĕнчи лапамри Мухтав монуменчĕ умне Тăван çĕршывăн Аслă …
подробнееОкругра вырма-2025 пырать. Августăн 7-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 2799 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ, ку вăл мĕнпур лаптăкăн 27 проценчĕ чухлĕ. Çак шутра çапса илнĕ — тулă 1335 гектар, ыраш 301 гектар (пĕтĕмпех), урпа 827, сĕлĕ 260, пăрçа 76 гектар. Пĕтĕмпе …
подробнее