1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 15 Декабрь 2025 г.

 

Укçалла сутăнма, алла алă çутарма пăрахмасăр коррупци нихăçан та, нимĕнле те пĕтмест.

Нумаях пулмасть должноçри пĕр чиновник укçалла пĕр фермера çĕр участокĕ илме пулăшни, аслă вĕренÿ заведенийĕн- чи пĕр доцент укçалла зачет лартса пани, управлени тытăмĕнчи тепĕр чиновник взяткăлла пысăк усă кÿни çинчен вуласа пĕлнĕччĕ. Çакăн пек тĕрĕс мар …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:21

 

Сиенлĕ Интернет-сайтсене йĕркелекенсем çынсен, уйрăмах çамрăксен, ăс-тăнне хавшатас, психикине япăх витĕм кÿрес, халăхсене хирĕçтерес тĕллевсене тĕп вырăна хураççĕ.

Интернет уçлăхĕнчи страницăсем çине наци атрибутикине тата экстремистла организацисен паллисене вырнаçтаракансене, вĕсене халăх хушшине сарас тĕлĕшпе хатĕр-ленекенсене тата упракансене айăплав кĕтет. Экстремизм çулне пÿлес тĕллевпе федераци шайĕн- че «Экстремистла ĕçе-хĕ-ле хирĕç …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:20

 

Çурхи призывра Çĕнĕ Ишпуçĕнчен виçĕ каччă Раççей çарĕн салтакĕ пулса тăнă.

Дениспа Герман Никитинсем тата Захар Сорокин юлташĕ-семпе пĕрле ĕлĕкхи йăла-йĕр-кене пăхăнса урам тăрăх салтак юрри юрланă.

Кашни çамрăках ялти культура çуртĕнчен чыслăн ăсатнă.

Тăванĕсем, тус-юлташĕсем, ял-йыш пулас салтаксене телей сунса тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма ырлăх-сывлăх суннă.

Чутей территори …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:19

 

«Нăрвашри мичуринец» тесе çырнăччĕ эпĕ иртнĕ ĕмĕрхи сакăрвуннăмĕш çулсенче Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăннă Виталий Владимирович Владимиров пирки.

Вăл ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман ахаль çемьере çуралса ÿснĕ. Чăн та, ашшĕ-пе аслашшĕ вĕреннĕ çынсем пулнă. Анчах сакăр çулта чухнех Виталий ашшĕсĕр тăрса юлнă. Аслă пиччĕшĕ 1943 çулта Тăван çĕршывăн Аслă …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:18

 

«Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн маттур юрăçисемпе Канаш округĕнчи Кивĕ Ахпÿртре концерт лартса патăмăр.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн «Савнă тăван ялăм» ятпа ял уявĕ иртнĕ унта. Халăх чылай пухăннă, пирĕнпе питĕ савăнчĕç, юрларĕç-ташларĕç. Концерт программи те анлă пулчĕ. «Кун пек концерт халиччен …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:17

 

Шахматла выляни тĕрлĕ чиртен хÿтĕленме, сипленме пулăшать. Чи малтанах лăпкăлăха, тимлĕхе хăнăхтарать.

Ку вăйă — кĕрешÿ мелĕ-сенчен пĕри. Çавăнпа та сăлтавсăрах уртарса яракан е чылай органа, чи малтанах чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне, чирлеттерекен хаярлăха лăплантарма пултарать. Унсăр пуçне, шахмат вăййи вăтанчăк çынсемпе пĕчченлĕхпе аптăракан ватăсене çынсемпе хутшăнассине çăмăллатать.

Ачасем …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:16

 

Пĕтĕм тĕнчери шахмат кунне халалласа шахмат турнирĕ иртрĕ июлĕн 20-мĕшĕнче Тăвайри «Аль» спорт шкулĕнче.

Чăн та, çулла хĕрÿ вăхăт пулнăран-и, шахматистсем нумайăнах хутшăнаймарĕç унта. Çапах та Тăвайри К.В.Григорьевпа А.А.Семенов хушшинче уйрăмах хĕрÿ тупăшу пычĕ. Çĕнтерÿçĕ- не палăртма вĕсем хушшинче хушма вăйă та ирттерме тиврĕ: К.Григорьев пĕрремĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕшĕнче …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:16

 

 

Тăвай муниципалитет округĕн шахматисчĕсем «Чăваш Енри 10 муниципаллă округра 10 турнир» республика акцине хутшăннă. Ăна Пĕтĕм тĕнчери июлĕн 20-мĕшĕнче паллă тăвакан шахмат кунне халалланă. Çавна май Тăвайри ача-пăча аталанăвĕн центрĕнче çамрăк шахматистсен ăмăртăвне «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» республика проекчĕ шайĕнче йĕркеленĕ.

урнирĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна Николай …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:15

— Кăçалччен округра выльăх-чĕр-лĕх продукчĕсем туса илессипе тикĕссĕн ĕçлесе пытăмăр пулсан, 2025 çулхи пĕрремĕш çур çула вара минуспа вĕçлерĕмĕр: сĕт иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 3,9, аш 12,8 процент чакса кайрĕ.

Тонна çине куçарсан сĕт 397,6, аш 50 тонна сахалрах туса илни курăнать. Вĕçĕм пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пыма май килмесен те, …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:14

 

Кармал вулавăшĕн çамрăк вулаканĕсем «сăвăр-байбак йĕрĕпе» кăсăклă экскурсие тухрĕç. Нумай çул каялла çак тискер чĕрчунсене Кармал ялĕнчен инçех мар вăрман çывăхĕнчи çырмана илсе килнĕ. Вĕсем вара çак вырăнсенче питĕ лайăх тĕпленнĕ.

—Шел пулин те сăвăрсене тĕл пулаймарăмăр, вĕсем хăйсен шăтăкĕсенче тутлăн çывăратчĕç пулмалла, ун вырăнне эпир вĕсен нумай çурт-йĕр- …

подробнее
25 июля 2025 г. 9:13