Ял хуçалăх организацийĕсем çеç мар, килти хуçалăхран та çынсем продукци сутса укçа тума тăрăшаççĕ.
Акă Тăвайри рыноках илĕпĕр. Çуркунне унта пахчаçимĕç калчисем, йывăç-тĕмсем, çĕрулми, севок, тырă, сĕтпе аш продукчĕсем сутатчĕç пулсан, халĕ — тĕрлĕ çырла, паранкă, сĕт, тăпăрчă, сыр, аш-пăш, арпус, çăмарта, сухан, пулă тата ыттине те курма пулать. …
подробнее
Çĕнĕ Ишпуçĕнче СВОра пуç хунă Евгений Сердарович Джуманазаров ячĕпе Асăну палăкĕ лартнă. Çу кунĕсенче Тĕмер шкулĕнчи лагерьте канакансем паттăр салтакăн вилтăприйĕ çине чечексем хунă, хÿтĕлевçĕ- не асăнса пĕр минут шăп тăнă.
Ятарлă çар операци- йĕнче ывăлĕсене çухатнă амăшĕсем иккĕн ялта, Галина Ядгаровапа Татьяна Джуманазарова.
Джуманазаровсен çем-йине илес пулсан, виçĕ …
подробнее
Анфиса Исаковна Волкова Нÿшкасси ялĕнче кинĕпе Юлия Валентиновнапа тата мăнукĕпе пĕрле пĕр кил-çуртра пурăнать, кĕçех 94 çул тултарать.
Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ, çичĕ класс пĕтерсенех çул тунă çĕрте вăй хунă, хĕр пуççăнах вăрман каснă. Унтан Мускаври стройкăра пилĕк авнă. Çемьеленсен колхозра тăрăшнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Çак эрнере вара ветерана, …
подробнее
— Çемье — кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Çирĕп çемье вара тулли телей,— теççĕ Олег Михайловичпа Ирина Витальевна Дмитриевсем. Вĕсем Тăвайри Степановсемпе Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Çемье вучахĕ» республика форумне хутшăннă.
«Çемье командисем валли ăсталăх класĕсем, вăйăсемпе конкурссем йĕркелерĕç, асăнмалăх парнесемпе савăнтарчĕç илемлĕ уявра»,— тесе каласа пачĕ мероприяти …
подробнее
Эдуард Сергеевич Ушаков утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Вăл Тăрмăш ялĕнче 1940 çулта çуралнă. Вăрçă ачи пулнă май пĕчĕклех килте, колхозра пысăк çынсемпе шай ĕçлемелле пулнă. Сахал мар нуша курнă, йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ.
Эдуард мĕн ачаран тавралăха сăнама юратнă, ял çыннисен пурнăçĕ-пе интересленнĕ. Çамрăклах фотоаппарат туянса кăсăклă тĕрлĕ …
подробнее
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проекта пурнăçласси Тăвай округĕнче малалла пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ — ăçта пурăннине пăхмасăр кашни çынна профилактика тума май туса парасси, вĕсене хăйсен сывлăхне упрама, тимлĕх уйăрма вĕрентесси.
Проектпа килĕшÿллĕн республикăри хуласемпе ялсен урамĕсенче «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлеççĕ, вĕсенче тĕп тĕрĕслевсем витĕр …
подробнее
Çĕнĕ Пуянкассинче кăçал социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта — Хуторная урама тÿртен каçса çÿремелли кĕпере юсаса çĕнетме тытăннă.
Кунта пурăнакансен транспортпа хăйсен кил-çурчĕ патне çитсе ÿкме кирек хăçан та уй урлă çаврăнма тивнĕ. Ку вара начар çанталăкра уйрăмах питĕ тертлĕ пулнă. Сăмах майăн каласан, хам та пĕрре кăна мар тавраран çаврăннă …
подробнее
Канашри территорисен хушшинчи медицина центрĕн Тăвайри тĕп больницин поликлиникинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Строительсен çурт тăррине, кĕмелли крыльцасене çĕнетмелле, çĕнĕ пандуссем лартмалла. Çутăпа тата хутса ăшăтмалли, шывпа тивĕçтермелли, шыв юхтарса кăлармалли системăсене улăштарĕç. Çавăн пекех пÿлĕмсене çĕнетме, урайсене, алăк блокĕсене, тимĕр пусма решеткисене улăштарма пăхнă. Çавăн пекех кабинетсемпе техника пÿлĕмĕсем …
подробнее• «Чăваш Ен экономики юлашки пилĕк çулта икĕ хута яхăн ÿсрĕ. Пирĕн вара нефтьпе газ та, алмаз та çук. Çак ÿсĕм — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ. Пĕр цифра кăна асăнам — вăл хăех нумай калать: республикăра промышленноçа патшалăх енчен пулăшасси 30 хут ÿсрĕ. …
подробнее
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе «Шаг в мирную жизнь» проектпа килĕшÿллĕн «Пулăшу десанчĕ» ĕнер Тăвай муниципалитет округĕнче пулнă.
Çак ушкăнта — пысăк квалификациллĕ специалистсем — юристсем, социаллă служба, ĕçпе тивĕçтерекен, муниципалитет тата «Защитники Отечества» фонд сотрудникĕсем. Вĕсем ĕçе вырнаçас енĕпе консультацисем панă, документсем хатĕр-леме пулăшнă, юридиципе социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ. …
подробнее