1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 15 Декабрь 2025 г.

 

Мопедсемпе 16 çул тултарнă тата водитель удостоверенийĕ пур çамрăксем кăна çÿреме пултараççĕ. Транспорт хатĕрĕпе, çав шутра мопедпа çÿреме ятарлă экзамен тытнă хыççăн кăна ирĕк параççĕ. Экзамена шалти ĕçсен пайĕн должноçри çыннисем тыттараççĕ.

Çул çитмен граждансене, 16 çул тултарнисене, «М» тата «А1» категориллĕ водитель удостоверенийĕсем параççĕ.

Право йĕркине пăснă тĕле …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:50

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕнче Чутей шкулĕнчи çуллахи лагерьте каннă ачасем хамăр тăрăхри ялсене çул çÿ-реве тухнă. Унта Тăвай енри паллă çынсемпе, çĕршывăн паттăр хÿтĕлевçисемпе тата Асăну палăкĕсемпе, стелăсемпе паллашнă, вырăнти халăх культурипе, йăли-йĕркипе интересленнĕ. Нумай çĕннине, усăллине пĕлме пулăшнă палăртнă …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:49

 

 

Çĕрпÿ хулинче кашни çулах Тихвин ярмăркки анлăн иртет. Унта тем тĕрлĕ япала туянма пулать, маçтăрсен ĕçĕсемпе паллашса ăсталăха вĕренме те майсем пур.

«Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ вырăнти туй юрри-ташшисемпе «На перекрестке национальных культур» регионсен хушшинчи фестивале хутшăнчĕ. Ушкăна лауреат Дипломĕпе тата парнесем парса хавхалантарчĕç.

Таçтан та килнĕ фестивале …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:48

 

 

Тăвай округĕнче «Çулталăк çемйи» конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Вăл çемье хаклăхĕсене çи- рĕплетме пулăшать тата «Çемье» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Артемпа Эльза Степановсен çемйине пĕр кăмăллăн çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă. Артем Владимирович — «Акконд агро-фирмăра» автомехпарк начальникĕ, Эльза Валерьевна — алă ĕçĕн ăсти. …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:48

 

Ĕнер Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Алексей Никифорович Ефимов 86 çул тултарчĕ. Вăл 1939 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă, виçĕ çул çар службинче пулнă. Унтан таврăнсан, колхоз ĕçне кÿлĕннĕ.

Ĕçленĕ хушăрах Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, ученăй-агроном ята тивĕçнĕ. Çакăнсăр пуçне …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:47

 

«Пуçаруллă бюджет çынсен хастарлăхне, чи кирли, вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнсенчи пурнăçа лайăхлатас шухăшлă пулнине кăтартать. Юлашки 5 çулта граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен 5218 проекта пурнăçланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5 миллиард та 800 миллион тенкĕпе танлашнă»,— тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Тăвай округĕнче ытти çулсенчи …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:46

 

 

Виçĕмçул юпа уйăхĕнче Чутей ялĕнче Елизавета Павловна Шамбулина пуçарса янипе йĕркеленнĕ волонтер ушкăнĕ ятарлă çар операцийĕнчи хÿтĕлевçĕсене пулăшса маскировка тетелĕсем çыхас ĕçе малалла тăсать.

Ку ушкăн хастар, патриотла шухăш-туйăмлă, Тăван çĕршыва юратакан хĕрарăмсенчен тăрать. Ĕçе кайнă пек, кирек мĕнле çанталăкра та культура çуртне васкаççĕ вĕсем. Енчен те материалĕ …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:46

 

Енĕш Нăрваш ялĕнче, хăй вăхăтĕнче «Красная Чувашия» ЯХПКн шутланнă ферма территорийĕнче, Виталий Владимирович Петровăн хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленчĕ. Çĕнĕ хуçа кĕске вăхăтрах ĕне витине йĕркене кĕртнĕ.

Ку вăл округра юлашки виçĕ çул хушшинче ĕçлеме пуçланă виççĕмĕш ферма. Маларах Çăлпуç ялĕнчи О.А.Григорьева тата Тушкилти Д.В.Емельянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçлеме тытăннă.

Паянхи кун …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:45

 

Июлĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Пĕр утăм сывлăх патне» проект шайĕнче Тушкилти культура çурчĕ умĕнчи лапамра медиксен бригади ĕçлерĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем пулчĕç сывлăх ĕçченĕсем патĕнче. Куç, юн пусăмне, юнри сахăр шайне тĕрĕслерĕç, çын çÿллĕшне, кĕлетке виçине палăртрĕç вĕсем. Çавăн пекех чĕрене ЭКГ туса тĕрĕслеттерме, венăран юн …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:44

 

Мускавра Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уявланă. Уяв ВДНХра Мускав çыннисене, республикăра пурăнакансемпе унта çуралса ÿснисене, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата чикĕ леш енчи чăваш халăхĕн представителĕ-сене пухнă. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.

«Паян Чăваш халăхĕ Раççей Федерацийĕн мĕнпур халăхне хăйĕн йăлана кĕнĕ наци уявĕ-пе Акатуйпа саламлать»,— тенĕ вăл. …

подробнее
25 июля 2025 г. 8:41