1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 14 Декабрь 2025 г.

 

7 июля - Чесменская битва (победа над турецким флотом) (255 лет)
10 июля - Полтавское сражение (316 лет)

подробнее
15 июля 2025 г. 9:26

 

Чĕре ыратнă чухне кавăн тĕшши (6—10) çисен чĕре лăпланать.

Пăшăрханнипе чĕре питĕ хытă тапсан çывăрмалли пÿлĕме валериан тымарне лутăркаса хума сĕнеççĕ, кунашкал унăн шăрши вăйлăрах тухать.

Пуç ыратсан матрÿшке (душица) чикнĕ минтер çинче çывăрмалла. Çавăн пекех çав курăк чейне ĕçмелле.

Арçынсен матрÿшке курăкĕ, пĕтнĕк (мята), сар çип ути (зверобой) …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:25

Самокат — это популярное средство передвижения среди детей, способствующее развитию физической активности и координации. Однако, с ним связаны определенные риски травм. Важно принять меры для обеспечения безопасности при катании на самокате.
При покупке самоката учитывайте возраст и рост ребенка. Он должен быть удобным и подходить по размеру. Обратите внимание на …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:25

 

 

«Аль» спорт шкулĕн лапамĕнче Пĕтĕм тĕнчери наркоманипе кĕрешмелли куна халалласа муниципалитет округĕнчи çамрăксен çуллахи спартакиади иртнĕ.

Унăн тĕллевĕ — спортпа хастар пурнăç йĕрки сывлăхпа телейшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартасси. Ăмăртăва Тăрмăшпа Тăвай территори уйрăмĕсен, Çĕнĕ Пуянкасси, Элпуç шкулĕсен, Тăвай больницин тата округри çамрăксен правительствин — пурĕ 6 команда хутшăннă. …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:24

 

Сăхăтпуç... Вăл Сăхăтпа Нишер шывĕсем юхнă çĕрте вырнаçнă. Вăрмар округĕпе чикĕленет. Сăхăт вара кăнтăралла юхса Кĕтнене кĕрет. Эпир ача чухне Сăхăтра шыв арманĕ пурччĕ. Тырă авăртнă унта, çăнăхлă пулнă. Ăна Глухов хушаматлă вырăс арманçă йĕркелесе тăнă. Эпĕ çуралса ÿснĕ Тенеялĕ Сăхăтпуçĕнчен пилĕк çухрăмра вырнаçнă. Вăтам шкулсене вĕренме эпир, çак …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:23

Çĕнĕ купол вырнаçтарнă

Июнĕн 25-мĕшĕ Чутей çыннисемшĕн паллă кун пулса юлĕ. Христос çуралнине халалланă храм тăррине çĕнĕ купол вырнаçтарнă. Канаш епархине кĕрекен Тăвай округĕнчи Благочиннăй Александр атте, Георгий атте (Тăвай чиркĕвĕ), Чутейпе Тăрмăш чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид Бараматов иерей, Патăрьел тăрăхĕн- чи Тойси ялĕнчи Николай атте, Александр иподъякон, Тăвай округĕн пуçлăхĕ …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:23

 

Тушкилти культура çуртĕнче çамрăк призывника Александр Александрова çара савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă.

Ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Трофимов кашни арçыннăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулса службăра тăмалли тивĕç çинчен каланă. Пулас салтака çирĕплĕх, паттăрлăх, çар наукине ăнăçлă алла илме суннă, асăнмалăх парне панă.

Ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркепе салтак юррисем янăранă, кĕвĕсенче килшĕн …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:21

 

Николай Афанасьев ячĕллĕ Тĕмерти шкулта ачасен çуллахи канăвне «Солнечные лучики» тата «Экокрай» лагерьсенче йĕркелерĕç.

40 ача канса вăй пухрĕ лагерьте. Режима пăхăнса куллен ирхи зарядка, тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлерĕç В.Н.Чумышева, Е.И.Романова, Т.Г.Яковлева тата В.И.Суч-кова воспитательсем. М.Рош-това тата Н.Воробьева поварсем ирхи тата кăнтăрлахи вĕри апатсемпе сăйларĕç. Спорт вăййисемпе ăмăртусене Б.А.Емельянов йĕркелесе …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:21

 

Шкул вĕренсе тухакансен балĕ — çамрăклăхпа хитрелĕх, пуласлăхпа шанчăклăх, çутă ĕмĕт-шухăшсемпе тĕллевсен уявĕ. Ку вăл пурин праçникĕ те: вĕренекенсемпе вĕрентекенсен те, ашшĕ-амăшĕн те.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Тăвай округĕн-че те 2025 çулта шкултан вĕренсе тухакансене савăнăçлăн чысланă — асăннă кăларăм балĕ чи массăллă тата пурте кĕтнĕ праçник пулса тăнă. Ку …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:20

 

Тăван кил, тăван ял пирĕншĕн пуриншĕн те питĕ çывăх. Ял çыннисем тăван енĕн сăн-сăпатне улăштарма, инфраструктурăна çĕнетсе пыма, кирлĕ объектсене кун пама, ытти тĕллевсене вăй çитнĕ таран пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ: юлашки çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр, çулсем, социаллă объектсем тăвас тата юсас, ялсен инфраструктурине аталантарас ĕçсенче палăрмаллах улшăнусем …

подробнее
15 июля 2025 г. 9:18