Çын пурнăçĕнче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Апла пулин те, статистика пурăнмалли секторта пушарсем çав-çавах нумай пулнине, вут-çулăмра çынсем те вилнине çирĕплетсе парать.
Çак инкексем ан пулччăр тесе округ администрацийĕн пай начальникĕ Алексей Федоров, Чутей территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Валентина Куприянова тата Тăвай округĕнчи ОНД тата ПР начальникĕн …
подробнее
Тăвайри «Россельхозбанк» çурчĕ умĕнче ăнсăртран тенĕ пек Енĕш Нăрвашра пурăнакан Василий Петрович Кузьмина тĕл пултăм. Юрист вăл, хăй вăхăтĕн- че следовательте, Тăвай районĕн халăх судйинче, унтан прокуратурăра, хăйсен колхозĕнче ĕçлерĕ. Вăл сăн-питрен унчченхи пекех аван курăннипе кăмăллă юлтăм. Алă тытрăмăр пĕр-пĕрне.
— Салам, Иван Иванович!— терĕ пырса çитичченех. …
подробнее
Тăвайри Алексей Владимировичпа Наталья Юрьевна Федоровсемпе вĕсен хĕрĕ Аня Пĕтĕм Раççейри II çемье фестивалĕн регион тапхăрне хутшăннă. Ăна укçа-тенкĕне перекетлĕ тытма вĕрентессине, инвестицисем хывма вĕренес ĕçе халалланă. Финанс пĕлĕвне ÿстерни ултавçăсенчен хăтăлма та пулăшать. Республикăри муниципалитетсенчен 22 çемье хăйсен пултарулăхне кăтартнă фестивальте.
— Хамăрăн пĕлĕве пилĕк тĕрлĕ тупăшура тĕрĕслерĕмĕр. …
подробнее
Иртнĕ эрнере Йăнтăрчă ялĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене халалласа асăну аллейи уçнă. Çак пулăм Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă паттăрсене асра тытмалли, хисеплемелли символ пулса тăрĕ.
андр Салминăн ашшĕпе амăшĕ Светлана Артикбаевнапа Силантий Маркелович тата пиччĕшĕ Сергей Борисовичăн пысăк çухатăва пусарма тата ăна ĕмĕр асра хăварма …
подробнее
Амалăх ялĕнчи Культура çуртĕнче маскировка тетелĕ çыхас ĕç малалла пырать. Чун ăшшине парса ĕçлеççĕ Валентина Колотушкина, Лидияпа Надежда Ивановасем, Зинаида Тарасова, Марийăпа Любовь Воробьевасем, Эльвира Орлова. Мускавран отпуска яла килнĕ Светлана Долгова та хаваспах йышпа ĕçлеме кăмăл турĕ.
«Нумайăн мар эпир, çапах ĕç ăнса пырать»,— терĕç ялти чи хастар …
подробнее
Пĕтĕм тĕнчери коопераци тытăмне «Тăвай кооперативĕ» потребитель пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем те хăйсен сумлă тÿпине хываççĕ. 25 лавкка тивĕçтерет округри ялсенчи халăха. Чылай ялта альтернативлă суту-илÿ точкисем пулсан та, кооператив лавккисене халăх шанать, вĕсене çынсем кĕрсех тăраççĕ, нумай чухне тулли кăмăлпа тухаççĕ, паха таваршăн тав тăваççĕ. Çуккине те, заказ парсан, унпа …
подробнее
Управлени, производство, ăслăлăхпа пултарулăх, тĕпчев ĕçĕсенчи çитĕнÿсемшĕн конкурс çĕнтерÿçисене Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн премийĕпе хавхалантарнă:
Юлия Андреевна Баданована — Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕн Тăвайри тĕп больница филиалĕн врач-хирург кабинетĕн- чи медицина сестрине;
Наталья Александровна Колоколована — Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн тĕп …
подробнее
Анна Алексеевна Наумовапа Мария Алексеевна Казанцева — йĕкĕреш хĕрсем 1925 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Вăрçă хыççăн Анна Алексеевна Сăхăтпуçне Владимир Наумова качча килнĕ. Вĕсем 7 ача — виçĕ хĕр те тăватă ывăл — çуратса ÿстернĕ. Анна аппа халĕ Елизавета хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать.
Пĕр …
подробнее
«Татах килĕр, ырă сунса кĕтетпĕр»,— тесе ăсатаççĕ «Тăвайри кооператив» потребобществăн «Дружба» кафери Т.П.Соколовапа Р.В.Николаева поварсем апат çиме пыракансене.
«Тутлă апачĕсĕр пуçне, ăшă кăмăл-туйăмĕпе те хăйсем патне туртаççĕ»,— теççĕ тăтăшах кунта апатланма çÿрекенсем.
Татьяна Петровна — ĕç стажĕпе аслăраххи. Кармал хĕрĕ Шупашкарти кооператив техникумĕн-че вĕренсе специальноç илнĕ. 2001 çултанпах тивĕçтерÿ …
подробнее• Иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкарти экономика форумĕ уçăлнă. Ку вăл шучĕ-пе 15-мĕш форум. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе «Раççей регионĕсен тулашри экономика çыхăнăвĕ-сен трансформацийĕ: çĕнĕ горизонтсем» темăпа çавра сĕтел иртнĕ.
• РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре пурăнакан нумай ачаллă Надежда Цветкована «Вилĕмрен çăлнăшăн» медальпе наградăлама йышăну тунă. Вăл икĕ …
подробнее