1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 11 Февраль 2026 г.

Республикăра иртнĕ 5 çулта маларах усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 130 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пушă выртакан çĕр лаптăкĕ тата 12399 гектар юлнă. Унăн пĕр пайне кăçал сухаласа акаççĕ. 2024 çулта 8173 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Республика …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:34

Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисем кăçалтан Раççей Социаллă фондне пăхăнакан реабилитаци центрĕсенче медицина реабилитацийĕ тата санаторипе курорт сиплевĕ тухма тытăннă.

Сиплев 21 куна тăсăлать, реабилитаци мĕн вăхăта пырасси вара суран кăткăслăхĕнчен килет. Ку пулăшупа усă курас тесен «Çар çапăçăвĕсен ветеранĕ» статус тата удостоверени пулмалла, çавăн пекех тĕрĕсленсе тăракан медучрежденирен сывлăх пирки …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:33

2024 çулта Тăвайри муниципалитет округĕнче Республика кунĕ кĕрлесе иртнĕ. Уяв лапамĕнчи хăна çурчĕсем паянхи кун та праçник сумлăхне аса илтереççĕ.

2025 çулта вара Республика Пуçлăхĕ уява хатĕрленсе ирттерме Етĕрне округне пысăк суммăллăх грант уйăрса панă. Кăçал тăрмăшсем савăнтарнăччĕ етĕрнесене Тăвай тăрăхĕнчи юрă-кĕвĕпе. Республика кунне çитес çул социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:33

Патшалăх сусăрсене тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерет. Магазинсене тата нумай хваттерлĕ çуртсене кĕме чăрмавлă ан пултăр тесе картлашкасем умне пандуссем туса параççĕ.

Коляскăпа аван куçмалла хатĕрлеççĕ вĕсене, айккисенче — тытса улăхмалли карлăксем. Тăвайри пур лавкка умĕнче те янтăланă вĕсене. Транспорт лартмалли ятарлă вырăнсем тунă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçалхи тăхăр уйăхра çичĕ инвалид …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:32

Пилотсăр вĕçекен аппаратсем (БПЛА) атакăланине Чăваш Енре сăн тата видео ÿкерме, çавăн пекех интернет сечĕсене вырнаçтарма чарнă.

Кун пирки августăн 26-мĕшĕнче республикăн Оперативлă штабĕн ларăвĕн- че йышăну тунă. Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн палăртнă йĕркене пăхăнмасан уйрăм çынна — 1—3 пин, должноçри çынна — 10—50 пин, юридици сăпатне 100—200 пин тенкĕ таран …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:32

Кăçал Тăвай округĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче 14,3 миллион тенкĕлĕх 14 пуçару проекчĕ пурнăçа кĕрет. Вĕсенчен ытларахăшне Тăвай территори уйрăмĕнче пурнăçланă.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕ умĕн вăтам шкулăн тăррине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, чÿречисене пластиклисемпе улăштарнă. Иртнĕ кунсенче шкул умĕнче транспорт лартмалли площадка туса пĕтернĕ. Халиччен кунта уйрăм çынсен гаражĕсем ларнă. Округ бюджечĕн укçи-тенкипе …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:31

Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсене халĕ уборщицăсем çăваççĕ. Çуртсене кĕнĕ çĕрте тирпейлесе тăраççĕ вĕсем. Юрий Ефимов ертÿçĕ вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.

Ленин проспектĕнчи 52-мĕш çуртри Наталия Гаврилова кунта пурăнакансен ячĕпе «Янтиковская» ООО директорĕ патне Виктория Верных ĕçченĕн тăрăшулăхĕ çинчен тав çырăвĕ те çитернĕ.

Виктория Юрьевна 5-мĕш çул тивĕçтерÿ тытăмĕнче. …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:30

Тăвайри тĕп больницăра поликлиникăна юсаса çĕнетесси малалла пырать. Паянхи кун тĕлне унта çивиттине улăштарассине вĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра инженери коммуникацийĕсене монтажлас тата çурт-йĕрти пÿлĕм- сенче шалти отделка ĕçĕсем пыраççĕ. Унта Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов пулнă. Канашри ММЦ тĕп врачĕпе Рената Федоровапа тата подряд организацийĕн представителĕпе пĕрле вăл поликлиникăри пÿлĕм- сене …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:30

Тĕмер ялĕнчи сумлă ветерана, тыл ĕçченне Иван Краснова 95 çул тултарнă ятпа саламланă.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Раççей Президенчĕн Тав хутне вуласа панă. «Çакă ăшă салам сăмахĕсем Иван Прокопьевичăн пархатарлă пурнăç çулне тата ĕçри çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хаклани вырăнĕн-чех»,— тенĕ вăл кăмăлтан ырă сунса.

Ялти культура çурчĕ çумĕн- чи …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:29

Çут çанталăк, экологи пĕлтерĕшне, ман шутпа, нумайăшĕ лайăх ăнланать. Вăл эпир ĕçекен шыв та, эпир пурăнакан тавралăх та, эпир сывлакан сывлăш та. Ахальтен каламаççĕ вĕт, тĕслĕхрен, вăрмана çĕр ÿп- ки тесе. Вăл пире таса сывлăшпа, кислородпа тивĕçтерет, начаррине хăй çине илет. Шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсем таса та сиплĕ шывпа тивĕçтереççĕ. Тăрă кÿлле …

подробнее
26 сентября 2025 г. 9:27