2025 çул пуçланнăранпа пĕрремĕш квартал вĕçленсе тăваттăмĕш уйăх çине кайрĕ. Ку вăхăт шăпах ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕхе витесенче пăхса усранă тапхăрпа пĕр килчĕ. Çапла вара кăçалхи пĕрремĕш кварталта округри хуçалăхсем пурĕ пĕрле 4677, 7 тонна сĕт тата 142,4 тонна аш-какай туса илме пултарчĕç. Анчах çавă шел, сĕт …
подробнее
Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пирĕн ентешсем те йышлă. Пĕрисен мăшăрĕсем, ывăлĕсем, ашшĕсем, теприсен çывăх тăванĕсем, пĕлĕшĕсем çĕнтерĕве çывхартас тесе кĕрешеççĕ. Тăван çĕршыва, тăнăç пурнăçа хÿтĕлеççĕ.
Шел пулин те, паттăрла çапăçса пуç хунисем, хыпарсăр çухалнисем те çук мар. Вĕсене пирĕн нихăçан та манмалла мар. Паттăрсем — вилĕмсĕр!
Пирĕн округри ялсенче …
подробнее
Кăçалтан вунтăхăр наци проекчĕ пурнăçа витĕм кÿрет, малалла аталанмалли никĕ-се çирĕплетет тата вăй хушать. Вĕсенчен пĕри — «Тухăçлă тата конкурентлă экономика». Ку вăл ÿсĕме хăвăртлатма май парать. Юлашки пилĕк çулта Чăваш Ен экономики 1,85 хут ÿснĕ, бюджет тупăшĕ — икĕ хут, республика дотациллĕ регион пулма пăрахнă. Республикăра çĕнĕ производствăсем …
подробнее
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, республика кунне уявлас енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ертсе пынă май, Чăваш Енре юлашки пилĕк çулта чылай улшăну пулнине, нумаях пулмасть иртнĕ тĕлпулура Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн çитĕнÿсене пысăка хурса хакланине палăртнă. «Республика кунĕ тĕлне пысăк темиçе спорт объектне тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене …
подробнее
Çăва тухсан çулсене юсасси малти плана тухать. Д.И.Федоров предпринимателĕн ĕç бригади çулсем çинчи шăтăк-путăксене саплассипе малалла ĕçлет.
Хальхи вăхăтра «Тăвай—Чутей—Кайпăç»—Амалăх» асфальт çулĕн участокĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле планланă ĕçсен лаптăкĕ 6000 тăваткал метрпа танлашать. Округ администрацийĕ палăртнă ĕçсене пурнăçланине контрольте тытать.
Хамăр инф.
подробнее
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарулăх проекчĕсене пурнăçлани ял территорийĕсене аталантармалли пĕлтерĕшлĕ инструмент пулнине, пурнăç пахалăхне лайăхлатма май панине палăртнă.
Тăвай енре кăçал та пуçарулăх бюджечĕпе проектсене пурнăçлас енĕпе активлă ĕçленине пĕлтернĕ округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов хăйĕн телеграм-каналĕн- че. Çичĕ объектра ĕçсем вĕçленнĕ, тепĕр улттăшĕнче ĕç ăнăçлă пырать. …
подробнееОкругри хуçалăхсен уй-хирĕнче çурхи ĕçсем пыраççĕ. Çĕр ĕçлекенсем сÿрелесе нÿрĕк хуплаççĕ, кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисем парса апатлантараççĕ, акма çĕр хатĕрлеççĕ, тĕш тырă тата пĕр çул ÿсекен курăксем акаççĕ.
Апрелĕн 17-мĕшĕ тĕлне çĕртме сухин 4364 гектарне (планăн 68 проценчĕ чухлĕ) сÿрелесе нÿрĕк хупланă, 620 гектар (планăн 10 …
подробнее
«Марафон иртекен 28 çул хушшинче эпир пурте пĕрле нумай ĕç турăмăр.
Иртнĕ çул пурнăçри çăмăл мар лару-тăрури тата инвалид ачасене пулăшма 6 млн ытла тенкĕ укçа пухнă. Çакăнта — такамăн шăпи, çăлнă ачан кулли. Патшалăха, бизнеса, обществăна, кăмăл пуррисене пурне те марафона хутшăнма чĕнетпĕр,Чăваш Енре ÿс-нĕ кашни ача çитĕнсен …
подробнее
Çар парачĕ, «Вилĕмсĕр полк», уяв салючĕ тата ытти нумай мероприяти. Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине уявлама хатĕр- ленетпĕр. Çапла пĕлтернĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Çĕнтерÿ кунĕнче Республика площадĕнче 12 сехетре Шупашкарти территори гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн подразделенийĕсем тата автомобиль колонни хĕç-пăшалпа тата çар техникипе иртĕç. Çавăн пекех — …
подробнее
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тăвай муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисем, экономика — республикăн тата унăн гражданĕсен çирĕп те ырă пурнăçĕн никĕсĕ (республикăн 5 çулхи çитĕнĕвĕсем), пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси çинчен пулнă.
Ăна ирттерме Чăваш Республикин …
подробнее