Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси хальлĕхе çивĕч ыйтусен йышĕнчех-ха. Республика Правительстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕр лаптăкĕсене тупса палăртассипе тимлет. Ун пеккисене муниципалитетсен харпăрлăхне куçараççĕ. 10 çулта усă курман 144 пин гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ.
Усă курман çĕрсен лаптăкне чакарса пырас тĕллевпе Чăваш …
подробнее
Чутейри культура çурчĕпе вулавăш ĕçченĕсем Ватăсен кунĕ ячĕпе «Çул чăрмав мар» кану каçĕ ирттернĕ. Уява аслă ăрури ял çыннисем пухăннă.
Малтанах мероприятие ертсе пыракансем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Лидия Куклова тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Медведева çак ырă уявпа саламланă. Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем илемлĕ …
подробнееТухăçлă ĕç экономикăна вăйлатать, малалла аталанмалли никĕсе çирĕплетет, вăй хушать, ÿсĕме хăвăртлатма, конкурентлăха ÿстерме пулăшать. Кăçал ĕçе кĕнĕ «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ шăпах çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме витĕм кÿрет. Чăваш Ен экономика аталанăвĕн шайĕпе регионсен рейтингĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать.
Юлашки пилĕк çулта кăна Чăваш Ен экономики икĕ …
подробнееКашни çулах юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче ваттисен кунне паллă тăватпăр. Кăçал та выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцире, ялсенчи ветучастоксенче ĕçленĕ ветерансем çак праçнике пухăнтăмăр.
Малтанах ветстанци пуçлăхĕ Геннадий Уткин аслă ăру çыннисене праçник ячĕпе саламларĕ, иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕ. Часах сумлă пенсионерсене хавхалантарма округри ветерансен «Шанчăк» ушкăнĕ те килсе çитрĕ. …
подробнее• Республикăра машина тăвакан отрасль производство калăпăшне палăрмаллах ÿстернĕ. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕнче çак кăтарту 11 процент хушăнса 319 миллиард тенкĕрен иртнĕ.
• Республикăра ĕçлемелли çулсенчен аслăрах çынсен шучĕ 284 пинпе танлашать ?ку вăл Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле йышĕн 24,5 проценчĕ%. 5,7 пинĕшĕ - 90-99 çулсенчи ватăсем. 90 çын 100 çул …
подробнее
Красноярск епископне, Амфилохий священномученике асăнмалли кун Канаш епархийĕн пуçлăхĕ, Преосвященнейши Стефан, Канаш тата Беловолжск епископĕ Тăвай ялĕнчи Архангел Михаил храмĕнче литурги ирттернĕ.
Стефан Владыка килни - округра пурăнакансемшĕн пуриншĕн те пысăк чыс тата чун-чĕре пулăшăвĕ. Амфилохий çветтуйăн асăну кунĕнчи пĕрлехи кĕлĕ пирĕн ĕненĕве çирĕплетет тата пире пĕрлештерет. Çакăн пек …
подробнее
Донецк Халăх республики, Луганск Халăх республики, Запорожьепе Херсон облаçĕсем Раççейпе пĕрлешнĕ кун умĕн Элпуçĕнчи библиотекăра «Пĕр çĕршыв - пĕр пуласлăх» информаципе патриот сехечĕ иртнĕ.
Эльвира Филиппова библиотекарь çамрăк вулакансене событисен историйĕпе паллаштарнă, Раççей составне кĕнĕ регионсем çинчен каласа панă, иртнине асра тытмаллине тата Тăван çĕршыва юратмаллине палăртнă. Ачасем патшалăх …
подробнееÇул-йĕрсене йĕркене кĕртес, пĕвесемпе кÿлĕсене тасатас, çĕнĕ ача-пăча площадки тăвас, памятниксене çĕнетсе лайăхлатас, урамсене çутăпа тивĕçтерес - çак тата ытти ĕçсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ 2017 çултанпа вăйра тăракан пуçару проекчĕсем.
Тинтерех кăна вара «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа пăхнă проектсемшĕн халăхпа сасăласси вĕçленчĕ. Тăвай муниципалитет округĕн- че пурăнакан 5780 çын …
подробнееХальхи ĕç эрни Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕнче анлă планеркăран пуçланнă, унта иртнĕ уйăхри тата эрнери ĕçсене сÿтсе явнă, малашлăх ĕçсене палăртнă. 2025 çулхи сентябрьти Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, активлисене наградăланă.
Планеркăра объектсене тата çулсене юсас ĕçри çитĕнÿсене палăртнă. Çав вăхăтрах пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçлассипе ĕçсем малалла пыраççĕ, çулсене …
подробнее«Педагог профессийĕ - çĕр çинчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ профессисенчен пĕри. Вĕрентÿ ĕçĕ - çитĕнекен ăрăва ăс, воспитани парасси, унăн тĕнчекурăмне йĕркелесси. Нимĕнле искусствăлла интеллект та учитель ĕçне улăштараймасть»,- тенĕччĕ Раççей вĕрентÿ министрĕ Сергей Кравцов çурла уйăхĕнчи конференцире видео-çыхăну урлă Чăваш Енри педагогсене тав туса.
Тăвай шкулĕнчи биологи вĕрентекен Альбина Михайлова …
подробнее