Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ уçăлнă.
«Тĕрленĕ картта Раççей пĕрлĕх-не, нумай енлĕхне кăтартать. Эпир аслă, мăнаçлă, истори енчен пуян çĕршывра пурăннине çирĕплетет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин чĕнсе каланă пек çĕршыва инфратытăм кăна мар, пĕрлехи культурăри çĕнĕлĕхсемпе те «ĕçлемелле»,— палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аса илтеретпĕр, Раççейĕн тĕрленĕ …
подробнее
Тенеялĕнчи Валентина Петровна Николаева ячĕпе Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвĕ килнĕ. Çак кунсенче 90 çулхи юбилейĕпе ăна çывăх çыннисем, ял-йыш саламланă.
Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Йăнтăрчă ял территорийĕн уйрăмĕн ертÿçи Александр Карсаков ĕç ветеранне, тыл ĕçченне ырă сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хăват суннă, асăнмалăх парнепе савăнтарнă.
Валентина …
подробнее
9.00 сехетрен — суту-илÿ ярмăркки, ачасем валли аттракционсем;
9.00 сехетрен — хăна картишĕсене кăтартни;
10.00 сехетрен — декораципе прикладной искусство тата халăх промыслисен изделийĕсен курав-ярмăркки;
10.00 сехетрен — Тăвай округĕнчи ачасен коллективĕсен пултарулăхне кăтартни;
11.00 сехетрен — уява савăнăçлăн уçни;
11.00 сехетрен — спорт ăмăртăвĕсем: футбол, волейбол, шашка, армрестлинг, …
подробнее• Майăн 27-мĕшĕнче чăваш тĕнчи паллă культура деятелĕ, чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине уявларĕ. Паллă юбилее халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Константин Иванов кунне уçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сăвăç палăкĕ умне чечек хунă. Константин Иванов пултарулăхĕ — чăваш халăхĕн чун-чĕрин тĕкĕрĕ, …
подробнее
Тăвайри Строительнăй урамĕпе халиччен транспорт таврашĕ кирпĕч завочĕ, МСО «Янтиковская» организаци, районти хатĕр-лев кантурĕ, автозаправка еннелле куçатчĕ. Халĕ çынсенчен ытларахăшĕ дачăсем еннелле васкать: çуран та, мотоблок таврашĕ- пе те, ыттипе те. Автоçул хĕррипе çăка, тирек, ытти йывăç ÿссе ватăлнă, вăйлă çил тухсан турачĕсене хуçса йĕри-тавра сапалатчĕ.
Америка вĕрени те …
подробнее
Тăвайра июнĕн 12-мĕшĕнче Акатуй пуласси çинчен «Ял ĕçченĕ» хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ — вăл халичченхи пекех спорткомплекс территорийĕнче иртет.
Çавна май ăна хатĕрленсе тата мĕн-мĕн туса çитермеллине йĕркелÿ комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ черетлĕ ларăвĕнче сÿтсе явнă. Ларăва округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пынă.
Хамăр инф
подробнее
Иртнĕ канмалли кунсенче илемлĕ те хăтлă вырăнта, Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базин никĕсĕ çинче, Раççейри чи пысăк мероприятисенчен пĕри — çамрăксен «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕ иртнĕ. Вăл, «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» девизпа иртнĕскер, Чăваш Енри ял çамрăкĕсен 1600 представительне тата пуçласа Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчен 70 яхăн хăна пухнă. Çавăн пекех …
подробнее
Тăван ял, тăван кĕтес, Тăван çĕршыв çинчен ăшшăн та хавхаланса çырман поэт-писатель, художник çук та пулĕ. Вĕсем çеç-и? Хамăр та, пĕчĕккĕ чухне, алла ручка е кăранташ тытнă-тытман пÿрт-çурт ÿкерме, ун тавра йывăçсем лартса тухма хăтланнă. Çуралнă килтен, тăван ялтан, анне-аттерен çывăххи мĕн пултăр. Тен, пурте пулмасан та, нумайăшĕ тăван …
подробнее
Санитарная авиация, действующая в рамках национального проекта «Продолжительная и активная жизнь», выполняет свои задачи в плановом режиме. Сегодня поводом к вылету в Шумерлю стал результат ДТП. Второго июня в приёмное отделение Шумерлинского медицинского центра службой «03» был доставлен пациент 1976 года рождения. Со слов очевидцев, вызвавших скорую помощь, мужчину сбил автомобиль. В результате ДТП мужчина …
Пахчана кăткă тапăнсан унпа мĕнле кĕрешмелле? Банан хуппи кăна кирлĕ. Лайăх пиçнĕ, хуппи çинче унта-кунта хура пăнчă çимĕçе суйламалла. Кăткă шăпах ăна кăмăллать.
Банан хуппи, çур литр шыв, 10 грамм бор йÿçекĕ илмелле. Бор йÿçекне ăшă шывпа хутăштармалла. Унта банан хуппине темиçе сехетлĕхе ямалла. Кайран ăна кăткă тапăннă …
подробнее