Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакансем тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултараççĕ.
Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне, ют çĕршыв паспортне илме, улăштарма, регистраци учетне тăма тата тĕрлĕ чылай справка илме май пур. Çавăн пекех судпа айăпланни е айăпланманни …
подробнее
Çулсем çинче çынсем вилнипе çыхăннă аварисене асăрхаттарас тĕллевпе хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Уяв умĕн çул-йĕр çине паллăсем «ÿке- ресси» уйрăмах пысăк тимлĕх-ре. Çав шутра çынсем çуран çул урлă каçмалли вырăнсенчи «зебрăсене» çĕнетесси те.
Инкекрен асăрханса водительсен те, çуран çÿрекенсен те йĕркене пăхăнмалла. Аварисем чылай чух водитель хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, …
подробнее
Информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса улталанă тĕслĕхсем Тăвай округĕнче те нумайланса пыраççĕ. Банкпа патшалăх услугисен сотрудникĕсем, сотовăй çыхăну операторĕсем, тесе çынсен персоналлă кăтартăвĕ-сене, вăрттăн ытти информацие пĕлтерме ыйтаççĕ, тĕрлĕ наградăсем выляса илнипе илĕртеççĕ, банк карттипе усă курса «Мобильный банк» приложени урлă укçа вăрлаççĕ — кăçалхи пĕрремĕш кварталта çакнашкал майпа …
подробнее
Çак сумлă та пысăк, паллă уява халалласа пирĕн çĕршывра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Чутейре те çак калăплă уява чысласа нумай ĕç-хĕл пурнăçланă.
нче совет çыннисен, çав шутра пирĕн чăваш халăхĕн Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи çапăçу хирĕнчи, тылри паттăрлăхĕ çинчен калаçнă. Ку уроксем палăк умĕнче те иртнĕ. Вĕренекенсем Мухтав монуменчĕн, ун …
подробнее
Пĕрремĕшсен юхăмĕ çамрăксене аталанма тата харпăр хăй пултарулăхне пурнăçа кĕртме условисем туса хума пулăшакан «Çамрăксем тата ачасем» наци проектне пурнăçа кĕртме хастар хутшăнать. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн пĕрремĕшсен юхăмĕ ачасемпе çамрăксенче лидер пахалăхĕсене йĕркелеме, командăпа ĕçлеме тата социаллă яваплăха туйса тăма хăнăхтаракан мероприятисем йĕркелесе ирттерет.
Участниксем харпăр хăй идейисене пурнăçа кĕртме, волонтер акцийĕсемпе культура мероприятийĕсене …
подробнее
Шупашкарти «Атăл» стадионта Чăваш халăх наци кĕрешĕвĕн иккĕмĕш чемпионачĕ тата республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.
Вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин кĕрешÿсем кăмăл-туйăма çирĕплетнине палăртнă. Пирĕн те чăваш халăх наци спортне пулас ăрусем валли аталантармалла. «Кĕрешÿ» вăл спортăн ахаль тĕсĕ кăна мар, пирĕн халăхăн культурăпа …
подробнее
Кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕччен регионсенче «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн ĕçе кĕртмелли объектсене суйласа илмелли онлайн-сасăлав пырать.
Республикăра пурăнакансем хăтлăх кÿме обществăн 25 вырăнне (парк, сквер, çыран, ача-пăчапа спорт лапамĕсем тата ытти те) суйласа илеççĕ. Проекчĕсене 2026 çулта пурнăçа кĕртмелле. Вĕсемшĕн za.gorodsreda.ru платформăна кĕрсе «Госуслуги» аккаунт урлă сасăламалла.
Республикăра …
подробнее
2025 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи «иВолга» çамрăксен форумне регистраци пуçланнă, вăл июлĕн 24—29-мĕшĕсенче Самар облаçĕнчи Мастрюковсен кÿллисенчи Фестиваль уçланкинче иртет. Форум Раççейри ПФО регионĕсемпе ытти хуласенчен 14—35 çулсенчи 1400 участнике йышăнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул тултарнă май форумра патриотла, Раççейри йăлана кĕнĕ …
подробнее
30 çамрăк спортсмен хутшăнĕ Чăваш Енрен 2025 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Саратов облаçĕнчи «Хвалынский» туçи йĕлтĕр курортĕнче уçăлакан «Туриада-25» спортпа туризм лагерĕнчи ăмăртусене. Вăл 12-мĕш хут иртет. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен унта пурĕ 800 çын пулĕ, Чăваш Ен командинче — 30 спортсмен, 5 конкурсант, 3 тренер тата 4 судья. Пĕлтĕр …
подробнее
Майăн 9-мĕшĕнче тĕнчери мĕнпур прогрессивлă халăх нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Тĕп Çар парачĕ, паллах, Раççей тĕп хулинче Мускавра пулчĕ. Парада хутшăнма тивĕç пулнă салтаксене пысăк хисеп, чыс та мухтав. Вĕсен хушшинче Тăрмăш шкулĕнче вĕреннĕ çамрăксем те пулнишĕн чун савăнать.
10 çул каялла, Çĕнтерÿ кунĕ 70 çул тултарнă уяври парада …
подробнее