Йĕпреç округĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнче пурăнакан Лариса Анисимова «Раççейĕн ылтăн пылĕ» конкурса хутшăннă.
Хурт-хăмăрçăсен ăмăртăвĕ Краснодарта Пĕтĕм тĕнчери «ЮгАгро» ял хуçалăх куравĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Конкурсантсем çĕршыври 55 регионтан пухăннă. Палăртмалла: Лариса Анисимова кăçал Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «АпиДар» конкурсра та 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Унăн утарĕ Йĕпреç тăрăхĕн-чи экологи тĕлĕшĕнчен …
Чăваш Ен туризма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Республикăри туризмăн чи паллă объекчĕсен шутĕнче: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Присурск заповедникĕ, «Чăваш Вăрманĕ» наци паркĕ, «Заволжье» çут çанталăк паркĕ, Трактор историйĕн музейĕ, Чăваш наци музейĕ, СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн мемориал комплексĕ, Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕ тата ытти те. Чăваш Ене …
подробнее
Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине пирĕнтен кам пĕлмест? «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса...» сыпăка пăхмасăр вĕреннĕ шкулта чухне. 17 çулхи каччă хăйĕн вилĕмсĕр поэминче Нарспипе Сетнерĕн юратăвне тата трагедиллĕ кун-çулне сăнарланă. Пĕтĕм чăваш тĕнчи кăçал чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине паллă турĕ.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Мускаври обществăлла …
подробнееРаштавăн 5-мĕшĕ — Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. Совет çарĕ çак кунтан пысăк çухатусемпе каялла чакма чарăнса тăшмана хăйне анăçалла хăвалама тытăннă. Çак кунах Елец хули çывăхĕнче пынă çапăçура нимĕçсен паллă 45-мĕш пехота дивизине путлантарнă. Июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине пĕрремĕш тапăнса Брест крепоçне штурмланă дивизи …
подробнее
Аннесен кунĕ умĕн Енĕш Нăрвашри Çветтуй Василий ячĕпе лартнă чиркÿ-не ял çыннисем шурă тутăр çыхса пычĕç.
«Шурă тутăр» акцине Митрополит Савватий пилĕпе, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ, Чăваш Ен культура Министерстви, «Пĕрле» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленипе иккĕмĕш çул ирттереççĕ.
Çак хумхануллă та пĕлтерĕшлĕ акцине пĕтĕм республикăри чиркÿсем хутшăнчĕç.
Хамăр çĕршыва …
подробнееЧÿк уйăхĕн 26—27-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» политика партин муниципалитет шайĕнчи депутатсен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртнĕ. Вăл çĕршыври пур регионти 200 ытла депутата пĕрлештерсе анлă дискусси лапамĕ пулса тăнă. Форума Тăвай окру- гĕнчи Ашшĕсен совечĕн председателĕ, ЧР экономика аталанăвĕн министерствин районсем хушшинчи «МФЦн» Куславккари ОП пайĕн начальникĕ Николай Перцев хутшăннă.
Икĕ …
подробнее«Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă!» — теççĕ халăхра. Çакна Кушкă ялĕ пирки те каланă пулăттăм. Округри пĕчĕк ялсенчен пĕри. Апла пулин те шанчăклă тыл ятарлă çар операцийĕнчи ентешсемшĕн пысăк пулăшу пулса тăчĕ. Ырă ĕçсен фронтĕнчи Ольга Михайлована, Полина Семинапа Татьяна Григорьевана уйрăммăн палăртас килет. Пĕлтĕртенпе çĕр ытла çурта хатĕрленĕ, 80 балаклава …
подробнее• 2000 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин иккĕмĕш созыври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 23-мĕш сессийĕнче Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине йышăннă. Вăл 2000 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Аса илтересшĕн, вăйра тăракан хальхи Конституцие йышăниччен Чăваш Ен конституци актне туса хурассипе тата аталантарассипе истори пĕлтерĕшлĕ виçĕ тапхăр витĕр тухнă — 1926, 1937 …
подробнееЧăваш Енре 2027 çул тĕлне кивĕ полигонсенчи каяшсене сортламалли çĕнĕ комплекссем тумалла. Çакăн çинчен коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлессипе, «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлассипе çыхăннă темăпа Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ. Ăна Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пынă.
Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов регионта каяшсемпе ĕçлемелли тытăм реформи мĕнле пурнăçланнипе …
подробнееТăвай ялĕнчи Кооперативнăй урамри нумай хваттерлĕ 22-мĕш çурт умĕнче пĕр уйăх ĕнтĕ ывăнма пĕлмесĕр тăрăшаççĕ Канаш хулинчи строительсем. Объектăн кивĕ тăррине сĕвсе çĕннипе улăштараççĕ. Çак ĕçсене капиталлă юсав программипе пурнăçлаççĕ.
Виçĕ хутлă çурт тăррине строительство материалĕсене кранпа (сăн ÿке-рчĕкре) хăпартса пыраççĕ. Округ цент- рĕнче çынсен пурнăç инфратытăмĕ хăтлă пултăр тесе …
подробнее