Тăвайри тĕп библиотекăра Раççей Банкĕ 160 çул тултарнине халалласа «Вăхăт тата укçа-тенкĕ» («Время и деньги») фотокурав уçăлнă.
Проекта Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн Атăлпа Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи Уйрăмĕн-Наци банкĕн пуçарăвĕ-пе йĕркеленĕ. Курав укçа-тенкĕ туса кăларнин историйĕпе тата аталанăвĕпе паллаштарать. Ăна темиçе блокпа вырнаçтарнă. Вĕсенче укçа-тенкĕпе усă курнинчен пуçласа Раççей …
подробнееЧÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче эпир, Тăвай шкулĕнче ĕçлекенсем, СССР халăх артисткине В.К.Кузьминана халалланă «Чĕкеç» фестивале уçма хутшăнтăмăр.
Фестиваль программине тĕрлĕ жанрлă спектакльсене кĕртнĕ. Кашниех тăван халăхăн культурине, йăли-йĕркине кăтартать. Вĕсене пĕрлештерекенни — хĕрарăм сăнарĕ. Чăваш драма театрĕн артисчĕсем «Хур кайăк çулĕ» спектакле пĕрремĕш хут сцена çинче кăларчĕç.
Чĕкеç сăнарĕ урлă вăрçă …
подробнееТĂВАЙ ОКРУГĔНЧИ ХУÇАЛĂХСЕМ 2025 ÇУЛХИ 10 УЙĂХРА ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ ПРОДУКЧĔСЕМ ТУСА ИЛНИНЕ КĂТАРТНИ
Чи пĕлтерĕшли çакă — ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕ- сем пĕтĕмĕшле сĕт туса илессипе кăçалхи малтанхи уйăхсенче иртнĕ çулхинчен юлса пынине пĕтерме пултарчĕç. Ку вăл лайăх çитĕнÿ. Вунă уйăхра халĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 172,6 …
подробнее15 ноября - Всероссийский день призывника (33 года)
День создания подразделений по борьбе с организованной преступностью (37 лет)
16 ноября - День ракетных войск и артиллерии
19 ноября - День артиллериста
Çак ятпа иртекен республикăри конкурса хутшăнма йыхравлать çамрăк талантсене Амăшĕн кунĕ умĕн Чăваш енри Общество палати. Конкурс тĕллевĕ — обществăра Раççейĕн йăлана кĕнĕ кăмăл-сипет хаклăхĕ-сене, чи малтанах — çемьене, юратупа шанчăклăха çирĕплетесси.
Конкурс амăшĕн çемьери хаклăран та хаклă пĕлтерĕшне, çитĕнекен ăрăва аслисене хисеплеме вĕрентсе ÿстерессине палăртма тивĕçлĕ.
Конкурса Чăваш Республикинчи …
подробнееЧÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тăрмăшри Александр Димитриевичпа Ефросинья Степановна Димитриевсен çемье çавăрнăранпа 70 çул çитрĕ. Тивлетлĕ (благодатная) туйпа хисеплĕ мăшăра Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Семенова, ЗАГС пайĕн заведующийĕ Валентина Новикова тата Тăрмăш территори уйрăмĕн начальникĕ Алексей Матросов саламларĕç, асăнмалăх парнесем панă май ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ …
подробнее
• Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери наци театрĕсен Вера Кузьмина ячĕллĕ II «Чĕкеç» фестивалĕ уçăлнă. Пĕрремĕш хут фестивале 2023 çулта СССР халăх артистки, пирĕн ентеш Вера Кузьминична 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче кăçал 6 куна тăсăлакан фестиваль вăхăтĕнче Чăваш, Калмăк, Алтай, Мари, …
подробнее
Тăвайри тĕп больницăн поликлиникине юсасси малалла пырать.
Çакă лайăх - паянхи кун тĕлне чылай ĕçе вĕçленĕ кунта: электроэнерги парса тăрассине, пушар сигнализацине, коммуникацисене - шывпа тата ăшăпа тивĕçтерессине, таса мар шыва юхтарса кăларассине улăштарнă, лайăхрах та шанчăклăрах тунă. Отделка ĕçĕсене те вĕçлесе пыраççĕ, пÿлĕм- сен стенисене сăрласси тата чÿречесен …
подробнееОкруг пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пынипе округ администрацийĕн-че иртнĕ планеркăра иртсе кайнă эрнере тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тапхăр валли задачăсем палăртнă.
Администраци пуçлăхĕн заместителĕ - территорисене хăтлăх кÿрессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ Вероника Николаева граждансен пуçару бюджечĕн картинче пурнăçлакан 89 проектран 3-шне вĕçлесе çитерейменнине, ку тĕлĕшпе ĕçсем пынине палăртнă. …
подробнее• Шурă Шупашкарăмăр çĕршыври чи илĕртÿллĕ хула ятне çĕнсе илессишĕн тупăшни çинчен «Ял ĕçченĕ» хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. «Хальлĕхе вăл - иккĕмĕш вырăнта. Уншăн 100 пин ытла çын сасăланă. Çакă республикăра пурăнакансен вăйне тата пĕрлĕхне çирĕплетет, эпир пĕрле тăвакан ĕç тухăçлăхне кăтартать. Шанатăп, конкурсра çĕнтерни Шупашкар аталанăвне çĕнĕ хăват парĕ, туристсемшĕн …
подробнее