«2030 çул тĕлне вăтам пурнăç тăршшĕне 77 çула çитермелле. Аслă ăрăвăн опычĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йĕркеллĕ ватлăхпа тивĕçтересси, вĕсене обществăлла пурнăçа ытларах явăçтарасси, вĕсен сывлăхне упрасси — регионти социаллă политикăн никĕсĕнче»,— пĕлтерет Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ватă çынсен кунне паллă туса, аслă тусĕсене уявпа чыслама Тăвайри культура çурчĕ …
подробнееЕнĕш Нăрвашри аслă ăрурисемпе кĕмĕл волонтерсем тулли кăмăлпа паллă турĕç ватăсен кунне. Чи малтанах ветерансем ялти халăх музейне çитсе çĕнĕ экспонатсемпе паллашрĕç. Унтан библиотекăна кĕчĕç, кунта вĕсене çамрăк ăрупа тĕлпулу кĕтрĕ. Шкул ачисем аслисене пысăк тимлĕхшĕн, ырă ĕçсемшĕн тав турĕç, çирĕп сывлăх, ырă кун-çул сунчĕç. Кашнинех чечек çыххисем парнелерĕç.
Вĕсен …
подробнееВасилий Архипович Козлов 1925 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Чутей ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Канашри медицина училищинче вĕреннĕ. 1943 çулта Тăрмăшри тата Чутейри фельдшер пункчĕ-сенче ĕçленĕ. 1944—1948 çулсенче Тăвайра, Туркменире санитари енĕпе тăрăшнă. Ун хыççăн Çĕнĕ Ишпуçĕнчи фельдшер пункчĕн заведующийĕ пулнă. 1950—1953 çулсенче — ВЛКСМ Тăвай райкомĕн секретарĕ. Тепĕр çул КПСС …
подробнееКу вăл çемьепе канмалли çĕнĕ формат. Кăçал «Папа-фест» фестиваль иккĕмĕш хут иртрĕ. Вăл çемьешĕн тăрăшассине сармалли тата çемье хаклăхĕсене упрамалли мероприяти пулса тăрать. Унăн тĕллевĕсем «Çемье» наци проекчĕн тĕп енĕсемпе çыхăнса тăраççĕ.
Арçын ачасемпе хĕрачасем валли савăк фестивале Тăвай муниципалитет округĕн-чи ашшĕсен Канашĕн председателĕ Николй Перцев ертсе пынипе «Округри ашшĕсен …
подробнееЮпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче — Атте кунĕ. Çавна май Нÿшкассинчи Екатеринăпа Ксения Гавриловасем «Военный папа» конкурс номинацие хутшăнаççĕ.
— Пирĕн атте Александр Валерьевич — чăн-чăн герой. Вăл Тăван çĕршыва хÿтĕ-лет. Атте кунĕпе саламлатпăр сана, чи хаклă çыннăмăр!
Пирĕн чун-чĕрери ăшă салам сăмахĕсем сана çакăн пек йĕпе-сапаллă çанталăкра ăшăтасса шанатпăр. Пĕлсех тăр, …
подробнееЮпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи лапамри кĕрхи ярмăрккара ятарлă çар операцийĕнчи боецсем валли хатĕрленĕ япаласене те курма пулнă: тепловизор плащсем, нашлемниксем, хÿтĕлев тетелĕсем тата ытти те. Пухăннă çынсене çавăн пекех Ольга Васильевна Архипова ертсе пыракан Ишпуç волонтерĕсен команди хÿтĕлевçĕсем валли хатĕр-ленĕ типĕ çимĕçсем кăсăклантарнă: типĕ шÿрпе, борщ, пăтă, …
подробнееЫрă ĕç савăнтарать. Акă нумаях пулмасть Кармал ялĕнчи Шкул урамĕн- чи юсаса çĕнетнĕ çула йышăннă комисси. Малтан вăл сарман çул пулнă пулсан, халĕ ăна вак чул сарса хытарнă. Асăннă çул тăршшĕ — 870 метр. Унта пурăнакансемшĕн те, килен-каяншăн та лайăх ĕнтĕ кирек епле çанталăкра та кĕрсе тухма йĕркеллĕ çул пурри. …
подробнее• Пирĕн çĕршыв, республика паян çăмăл мар условисенче аталанать. Раççей тĕлĕшпе хальхи вăхăтра 30 пин ытла санкци вăйра тăнине, ку таранччен пĕр патшалăхра та кун пекки пулманнине палăртаççĕ. Апла пулин те пирĕн бюджет ниме пăхмасăр — социаллă пĕлтерĕшлĕ, бюджетри кашни виççĕмĕш тенкĕ социаллă сферăна аталантарма каять.
• Республика хăмлапа çĕрулми, …
подробнее
Нÿшкассинчи çак илемлĕ те тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, харсăр хĕрарăма никам та хăй çулне памасть пулĕ тетĕп. «Чипер те пурнăçа юратакан çын час ватăлмасть»,— тенине тăтăшах илтме пулать халăхра. Кăçал çуркунне Зоя Дмитриевна Семенова 85 çул тултарчĕ (сăн ÿкерчĕк- ре сылтăмри аппăшĕпе Зинаида Дмитриевнапа). Час-часах кĕрсе тухнăран нихăçан та ахаль ларнине курман ăна.
Урамри хапхаран кĕрсенех картишĕнчи …
подробнее
Октябрĕн 6-мĕшĕнче Тăвайра йăлана кĕнĕ «Кĕр парнисем» ярмăркка вырăнта пурăнакансемпе хăнасене пухрĕ. Чăн-чăн праçник пулчĕ вăл вĕсемшĕн, вырăнти агропромышленноç комплексĕн вăй-халĕпе пуянлăхĕ чуна хăпартларĕ, мăнаçлăх туйăмĕ вăратрĕ.
«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе аграрисем экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсем туса илме тимленĕ. Ярмăрккăна тăратнă пур çимĕçе те таса та хăтлă вырăнсенче çитĕнтернĕ, потребительсемшĕн вĕсем шанчăклă та пысăк …
подробнее