Чăваш Енре 23 çын пĕр эрнере мошенниксем патне 15 млн тенкĕ ăсатнă. Çапла вĕсене çăмăл майпа укçа ĕçлесе илме «пулăшнă».
подробнееСĕт мĕн хак?
Ытти районсенче çынсен уйрăм хушма хуçалăхĕсенче туса илекен сĕте мĕнле хакпа туянаççĕ-ши?
Надежда АНИСИМОВА,
Тенеялĕ
Пирĕн алла Елчĕк округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ кăçалхи сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне туса хатĕрленĕ информацийĕ лекрĕ. Унта кăтартнă тăрăх, асăннă округри пур территори пайĕн-че те уйрăм хушма хуçалăхсенче туса илекен …
подробнееЧăваш наци библиотеки субсиди илме тивĕçнĕ. Вăл ăна Раççейри вулавăшсен ĕçĕн чи лайăх практикисене тупса палăртма йĕркелесе ирттернĕ конкурсра мала тухса тивĕçлĕ пулнă.
Тупăшăва 470 заявка тăратнă, вĕсенчен 100-шĕ çĕнтернĕ. Пирĕн наци библиотеки конкурса «Финанс пĕлĕвĕсен «Финанспа туслă пул» çемье фестивалĕ» практикăпа хутшăннă. Вăл халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстерессине тĕпе хунă, …
подробнееТуртакан кашни иккĕмĕш çын пирус организма сиен кÿнипе вилет. Кун пирки Уфари Сывлăх центрĕн тухтăрĕсем асăрхаттарнă.
- Никотин çын организмне сиенлет. Вăл психика сывлăхĕ çине те витĕм кÿрет,- пĕлтереççĕ специалистсем.
Пирус туртма пăрахма хистекен темиçе пĕлтерĕшлĕ сăлтава палăртаççĕ.
Сăмахран, пирус туртни çын ĕмĕрне кĕскетет. Статистика çакна çирĕплетет. Пирус туртакансенчен çуррине …
подробнееТĕмерти библиотекăра 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем валли Интернет сетĕнчи хăрушсăрлăх çинчен интереслĕ урок ирттернĕ.
Ирина Краснова библиотекарь пĕлме тăрăшмалли вăйă-карусель йĕркеленĕ, интернетăн лайăх тата начар енĕсем, сетьпе хăрушлăхсăр усă курмалли правилăсем тата харпăр хăй информацине хÿтĕлемелли майсем çинчен каласа ăнлантарнă. Асăннă урок ачасемшĕн интернет-уçлăхпа пĕлсе усă курма вĕренмелли тата цифра хутлăхĕнче …
подробнееАвăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тăрмăшри вулавăшра чăваш çыравçисемпе, журналисчĕсемпе, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе Улькка Эльменпе, Олег Иванович Прокопьевпа тата Чăваш Республикин Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн заведующийĕпе Галина Павловна Соловьевапа тĕлпулу иртнĕ.
Ольга Геннадьевна - чылай кĕнеке авторĕ. Паянхи кун питĕ юратса вуланакан прозаик. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă …
подробнееПаян ятарлă çар опе-рацийĕн зонинчи ентешсене пулăшассипе пĕр пысăк туслă команда пулса тăрăшни нихçанхинчен те паха. Фронтра маскировка тетелĕсем сывлăш пекех кирлĕ. Эпир салтаксене тĕрлĕ пулăшу парса çĕнтерĕве çывхартатпăр.
Октябрĕн 11-мĕшĕнче Чутей хĕрарăмĕсем пулăшу ĕçне пуçăннăранпа икĕ çул çитет. Çак хушăра волонтерсем 3000 ытла тăваткал метр маскировка тетелĕ ?200-е яхăн%, …
подробнееЮлашки вăхăтра çине-çине пулма тÿр килчĕ Тенеялĕнче. Унччен те тăтăшах пулнă эпĕ унта. Хаçатра ĕçленĕ май, кунти «Новый путь» колхоз çитĕнĕвĕсем, ферма ĕçченĕсемпе тырпул ăстисем çинчен çырса кăтартмасăр тăма пултарайман. Иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче асăннă хуçалăх производстви вăйлă аталаннă, вăл районта кăна мар, республикăра та малтисен шутĕнче пулнă.
Тырă кашни …
подробнееÇамрăксенчен чылайăшĕ Тăвай округĕнче Октябрь выççăлкки ялĕ пуррине пĕлсех те каймасть. Вăл Эль юханшывĕн сулахай енче, Тутарстан Республикин чиккинче вырнаçнă. Ялтан Шупашкара çитме 119 км, Тăвайне - 14 км.
Историне тишкерсен, ял 1927 çулччен - Хутор, 1927-1935 çулсенче - Выселки Октябрь, 1935 çултан Октябрь ятсемпе çÿренĕ. 1929 çулта Тенеялсемпе пĕрле …
подробнееÇулталăк каялла Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейĕнче пирĕн ентеш - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Степанович Степанов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă юбилей каçĕ пулчĕ.
Çав тĕлпулу унăн тăванĕ-сен, хăнасен асĕнче ырă йĕр хăварчĕ. Вĕсен хушшинче паллă ентешĕн мăнукĕ Петр Осипов та …
подробнее