17 января В этот день в 1945 году советские войска освободили Варшаву от немецко-фашистских войск
подробнее
Тепĕр икĕ эрнерен Çĕнĕ çул çитет. Амăшĕ ĕçе кайнă чухне ачисене Хĕл Мучи валли çыру çырма хушса хăварчĕ. Паян канмалли кун пулнăран килтех вĕсем. Ыран та шкула каймалла мар. Марина тăваттăмĕш класра вĕренет, Николай — иккĕмĕшĕнче.
Раиса Николаевна хулари пĕрремĕш больницăра ача-пăча тухтăрĕнче тăрăшать. Сменăпа ĕçленĕрен каçпа та кайма …
подробнее
Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕ уçăлнăранпа 35 çул çитрĕ. Кунта хам тинтерех ĕçлеме пуçланăран аваллăх çÿпçин çĕнĕлĕхĕсене алла илсе пыратăп. Каталогпа кăсăкланнă майăн музейри кашни япалана тытса пăхатăп.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕн картишне халиччен нихăçан те килсе курман Çĕнĕ çул хăнисем килсе çитнĕ.
Кунта …
подробнее
Аса илтерер, çуллен Тăвай енре раштав праçникĕнче «Туслăх» кубокшăн мини-футбол турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ.
Унăн ячĕ хăех ăмăртăвăн тупсăмне туллин сăнлать. Малти вырăнта яланах ырă хутшăнусем, ентешсен пĕрлĕхĕпе спортри ăнтăлу тăраççĕ. Кăçал турнирта 6 команда тупăшнă. Тĕлпулусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 1-мĕш вырăна «Аль» ФСК тухнă, иккĕмĕшĕнче — «Тăрмăш», виççĕмĕшĕнче …
подробнее
Мини-футбол. Спорт вунăкунлăхĕн виççĕмĕш кунĕнче «Аль» спорт шкулĕн никĕсĕ çинче йăлана кĕнĕ «СтройТЕК» ООО кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футболпа уçă турнир хĕрÿ иртнĕ.
Кăçал хаклă призшăн Тăвай, Вăрмар, Çĕрпÿ округĕсенчен тата Канашпа Шупашкар хулисенчен 10 команда тупăшнă. Кубок хуçи Тăвайĕн-чех. Пирĕн округри «Аль» спорт шкулĕн команди хăйĕнчен никама та ирттермен. …
подробнее
Çĕнĕ çул каникулĕн вунă кунлăхĕ (декада) Тăвай округĕнче спорт ăмăртăвĕсенчен пуян пулнă. Кăçал вăл пин ытла çынна пĕрлештернĕ.
Самбо. Декада «Аль» спорт шкулĕнче самбо вăййине юратакансен турнирĕн- чен пуçланнă. Ăна СВО-на хутшăнакансемпе фронта пулăшакансене халалланă. Спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Кириллов участниксене саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. Çакăн пек ăмăртусен …
подробнее
Тăвай шкулĕнче «Новогодний снеговик — 2026» конкурса вĕренекенсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те, педагогсем те хутшăнма кăмăл тунă.
Юлашкинчен ĕçсене шкулти фойене вырнаçтарса килен-каяна уяв сĕмĕпе килентернĕ.
Бадановсен, Павловсен, Дмитриевсен, Тимофеевсен, Илларионовсен çемйисене грамотăсемпе пылак парнесемпе хавхалантарнă.
подробнее
Кăшарнире чиркÿрен илнĕ сăвапланă шыва ăçта тытмалла? Ăна хăçанччен упрама юрать?
Кунашкал шыва турăшпа юнашар е турăш хыçĕнче упрăр. Килтисем ăна ăнсăртран ĕçесрен савăт çине унта сăваплă шыв пулнине палăртса çырăр. Ăна холодильникре, апат-çимĕçпе пĕрле упрамалла мар.
Сăваплă шыва ирсерен апат çиес умĕн е каçхине çывăрма выртиччен кăштах ĕçмелле. …
подробнее
Кăрлач, 7 — Иисус Христос çуралнă кун
Кăрлач, 14 — Турă ÿтне каснă кун
Кăрлач, 19 — Иисус Христоса шыва кĕртнĕ кун (Кăшарни)
Кăрлач, 25 — Çветтуй Татиана кунĕ
Нарăс, 15 — Иисус Христоса хирĕç тухса кĕтсе илнĕ кун
Нарăс, 16-22 — Çăварни
Ака, 5 — Иисус Христос Иерусалима …
подробнее
Раштав праçникне уявласси Тăрмăшри Çв. Николай ячĕллĕ чиркÿ çумĕнчи Вырсарни шкулне çÿрекен ачасемшĕн йăлана кĕнĕ. Шкул ĕçлеме пуçлани 20 çул çитет.
Маларах çÿренĕ ачасем вĕренсе тухса çемьеленчĕç те ĕнтĕ, часах вĕсен ачисем те Вырсарни шкулĕпе туслашĕç. Пĕрремĕш вĕрентекенĕсем Зинаида Николаевна Григорьевапа Елена Николаевна Матросова паянхи кунчченех ачасемпе ĕçлеççĕ, юрлама, …
подробнее