Кăрлач, 7 — Иисус Христос çуралнă кун
Кăрлач, 14 — Турă ÿтне каснă кун
Кăрлач, 19 — Иисус Христоса шыва кĕртнĕ кун (Кăшарни)
Кăрлач, 25 — Çветтуй Татиана кунĕ
Нарăс, 15 — Иисус Христоса хирĕç тухса кĕтсе илнĕ кун
Нарăс, 16-22 — Çăварни
Ака, 5 — Иисус Христос Иерусалима …
подробнее
Раштав праçникне уявласси Тăрмăшри Çв. Николай ячĕллĕ чиркÿ çумĕнчи Вырсарни шкулне çÿрекен ачасемшĕн йăлана кĕнĕ. Шкул ĕçлеме пуçлани 20 çул çитет.
Маларах çÿренĕ ачасем вĕренсе тухса çемьеленчĕç те ĕнтĕ, часах вĕсен ачисем те Вырсарни шкулĕпе туслашĕç. Пĕрремĕш вĕрентекенĕсем Зинаида Николаевна Григорьевапа Елена Николаевна Матросова паянхи кунчченех ачасемпе ĕçлеççĕ, юрлама, …
подробнееНиколай Егорович Катяков 1942 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче Тĕмер ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Егор Васильевич (1915 çулхи), малтанхи кунсенчех иккĕмĕш тĕнче вăрçине лекнĕ. Аманнă. Свердловск хулинчи госпитальте сурансене сиплесе вăй илнĕ хыççăн каллех фронта янă. Канаш станци патĕнче поезд вăхăтлăха чарăннă. Çав хушăра Егор Васильевич кĕске çыру çырса хăйсене Мускав çывăхне илсе …
подробнее
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ çул умĕн Василий Чернов шахма- тиста халалланă асăну турнирĕ иртрĕ.
Василий Николаевич Тăвайра ĕçлесе пурăннă, активлă çынсенчен пĕри пулнă, хăй тавра шахмата кăмăллакансене явăçтарма пултарнă. Вăл шахматла выляссипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă, республикăри ăмăртусенче те пĕрре çеç мар призерсен шутне кĕнĕ, шахмат историйĕнче хăйĕн …
подробнее
Лаша çулне кĕрес умĕн, раштавăн 31-мĕшĕнче, Тăвайри Сергеевсем çемье уявне кĕтсе илнĕ. Валерий Алексеевичпа Раиса Владимировна ылтăн туйне паллă тунă. Вĕсен çирĕп çемйи çамрăк мăшăрсемшĕн шанчăклăхпа ĕçченлĕхĕн тата пурнăç ăслăлăхĕн ырă тĕслĕхĕ.
Кил пуçĕн Валерий Алексеевичăн ĕç çулĕ водитель профессийĕпе çыхăннă. «Хăй ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, техника чăхăмласан сăлтавне …
подробнее
Тĕмер ялĕнчи хастар волонтерсем патĕнче уяв кунĕнче ГСВГăн республикăри союзĕн Тăвай округĕнчи пĕрлĕхĕн председателĕ Валерий Шашков пулнă. Праçниксемпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă, ун хыççăн калаçу пулăшу ĕçĕсем çине куçнă.
СВО пуçланнăранпах тĕмерсем туслă йышпа ыр кăмăллăх ĕçĕнче вăй хураççĕ. Паянхи куна 20 çын ытла салтаксене пулăшас ĕçе хутшăнать: …
подробнееВăтаялĕнче Çĕнĕ çул каçхине çулленех вырăнти лотерея билечĕсем выляттараççĕ. Кăçал та çаплах пулнă. Чылай билет выляса савăнăç кÿнĕ çынсене. Така та, тырă та, автан та выляттарнă. Тырăпа вырăнти фермерсем уйăрнă. Така вара нумай ачаллă çемьене тивĕçнĕ.
подробнее«Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци старт илнĕ иртнĕ çул вĕçĕнче. Унта — Чăваш Енри министрсем те хутшăнаççĕ.
«Çĕнĕ çул чăрăшĕ çинчен тетте-открыткă илтĕм. Унта Шупашкарта пурăнакан 12 çулти Диана ĕмĕчĕ. Унăн ĕмĕтне пурнăçлатăпах»,— пĕлтернĕ цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов.
Пĕтĕм Раççейри çак акцие пĕрре- мĕшсен юхăмĕ Росмолодежь. Добро пулăшнипе ирттерет. 2018 çултанпа …
подробнее
Халăх пĕрлĕхĕ— пысăк вăй. Акă Нÿшкассинче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пĕри те тепри пулăшма тăрăшни çинчен чылай çынран илтнĕ эпĕ. Çакна нумаях пулмасть асăннă ялти ветерансен пĕрлешĕвĕн председателĕ Клавдия Моисеева та çирĕплетрĕ.
— Пирĕн ял çыннисем çав тери хастар пулнипе палăрса тăраççĕ. Хăшĕ-пĕри паянхи кун …
подробнее
2025 çулхи Çĕнтерÿ тата патриотизм çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Енрен 208 пин ытла ентеш фронта тухса кайнине аса илер.
Вĕсенчен çурри киле таврăнайман. Чăваш Енĕн 71 ывăл-хĕрĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. 16 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.
Регионта, спортсменсен пултарулăхне, ăсталăхне 54 спорт организацийĕ туптать. Пирĕн …
подробнее