«Пехет» агромаркет суту-илÿ вырăнĕ кăна мар, тĕл пулса калаçмалли, пултарулăха аталантармалли, савăнмалли лапам пулса тăчĕ.
Çĕнĕ комплексра шăматкунсерен пултарулăх коллективĕ-семпе эстрада артисчĕсен концерчĕ иртет, ал ĕçĕн ăстисем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех çынсем Чăваш Енри предприятисен продукцийĕсене тутанса пăхма, туянма пултараççĕ. Нумаях пулмасть унта Патăрьел округĕн кунĕ иртнĕ. Тăвайсем те …
подробнееЧăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультечĕн техника сервисĕн кафедрин преподавателĕ-сен ушкăнĕ усăллă хатĕрсем тăтăшах шухăшласа кăларать.
Хальхинче çавнашкал икĕ çĕнĕлĕхе патентланă.
Пĕри — «Хăмла типĕтмелли мобильлĕ хатĕр». Вăл ĕçе чылай çăмăллатать — «симĕс ылтăна» ăçта пухнă, çавăнтах типĕтме май парать. Унпа ял хуçалăх культурисене е эмел курăкне типĕтмешкĕн те усă …
подробнееТăвай муниципалитет округĕнчи пĕрлештернĕ командăсем хушшинче 2025 çулхи сезонра мини-футболла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем пуçланнă.
Вĕсене ирттересси округра йăлана кĕнĕ, çакă халăхра мини- футболла выляссине сарма, çынсен пушă вăхăтне йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме, спорт ăсталăхне ÿстерме, вăйлă командăсене палăртма май парать. Мини-футболла выляса мала тухассишĕн кăçалхи сезонра пĕрлештернĕ тăватă команда …
подробнееХамăрăн чи çывăх та юратнă тăванăмăра, Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Васильевич Никитина чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнчи 65 çулхи юбилейĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр.
Николай Васильевич шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Обществăлла ĕçе активлă хутшăннă. Çуллахи каникулсенче «Красная Чувашия» колхозра вăй хурса ырă тĕслĕх кăтартнă. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял …
подробнее
«Аль» спорт шкулĕнче сĕтелçи тенниспа Тăвай муниципалитет округĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.
Унта хутшăнакансем тĕрлĕ ÿсĕм ушкăнĕсем хушшинче тупăшнă, вăйлисем наградăсене тивĕçнĕ.
Ăнăçлă ăмăртнă командăсем (шкулсем хушшинче): 1-мĕш вырăн — Çĕнĕ Пуянкасси, 2 — П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвай, 3-мĕш — Тушкил шкулĕсем.
Харпăр хăйшĕн тупăшса арçын ачасенчен малти виçĕ вырăна …
подробнееКĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çурт-йĕрте пушарсен хисепĕ ÿсет. Чылай чухне çакă кăмака хутнă, электричествăпа хĕрекен приборсемпе тата газ оборудованийĕпе усă курнă вăхăтра тимлĕ пулманнипе çыхăннă.
Тÿрлетме çук йăнăшсем ан тăвăр — хăрушсăрлăх правилисене пăхăнăр. Асра тытăр: харпăр хăй тунă ăшăтакан электричество хатĕрĕсемпе усă курма, электричество радиаторĕсене никамсăр хăварма тата вĕсем çинче япаласем …
подробнееДекабрĕн 5-мĕшĕнче волонтерсен кунĕ пулнă май округра Ырă ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Социаллă сетьре округри волонтерсем пулăшни çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Виçĕмкун, акă, Енĕш Нăрвашри «Вучах» клубăн сайтĕнче чуна пырса тивекен сăмахсене вуламасăр ниепле те иртеймерĕм.
«Енĕш Нăрвашри кĕмĕл волонтерсене тата пулăшу ĕçне хутшăнакансене пурне те пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр! Эсир …
подробнееЧăваш Республикинче 2026 çул темине сÿтсе явнă май, эпĕ ăна Пĕрлĕх ăнлавпа çыхăнтарнă пулăттăм: Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкĕ е Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ.
Паян пирĕн çĕршыв çăмăл мар тапхăра тÿссе ирттерет. Шăпах çакăн пек вăхăтсенче Раççей халăхĕ хăйĕн чи лайăх енĕсемпе палăрнă: çирĕплĕхĕпе, пĕрлĕхĕпе. Пĕрлĕх пире вăйлă та никам çĕнейми тăвать те …
подробнееÇак кунсенче Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсен çемйинче юратнă ывăлне, савнă мăшăрне Даниила Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйсен службинчен кĕтсе илнĕ.
Даниил шкултах лайăх вĕреннипе, пултаруллă спортсмен пулнипе палăрса тăнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче строительнăй факультетра вĕренсе, аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
«Çĕршыва хÿтĕлекенсем халăхра хисеплĕ, çакна туйса илтĕм. …
подробнееРеспубликăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 9—11 классенче вĕренекенсем хушшинче «Эпĕ — пулас налук тÿлекен» презентацисен конкурсĕ иртнĕ. Ăна Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕ налук пĕлĕвне сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса Раççей ФНС 35 çул тултарнипе те çыхăнтарнă. Раççей Президенчĕн 2000 çулхи указĕпе килĕшÿллĕн çуллен ноябрĕн 21-мĕшĕнче налук органĕсен сотрудникĕсен кунне …
подробнее