1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 30 Июнь 2025 г.

Çав тери пуян историллĕ пирĕн юратнă Тăвай ен. Вăл миçемĕш çулта административлă территори тытăмĕ пулса кайни пирки тĕпчевçĕсем тĕрлĕ-рен палăртаççĕ. Энциклопедисенче Тимеш (Тăвайăн малтанхи ячĕ) вулăсне XVI ĕмĕр вĕçнерех йĕркелени çинчен çыраççĕ. 1552 çулта, Хусан ханлăхĕ пĕтсен, Сĕве уесĕ туса хунă. Кăшт каярах, 1581 çулта унăн тытăмĕнче Тимеш вулăсĕ те …

подробнее
31 января 2025 г. 14:13

Кăçал вара Республика кунне Етĕрне хулинче паллă тăвĕç. Етĕрнесем те çак чаплă уява тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме тăрăшаççĕ.

 

подробнее
31 января 2025 г. 14:02

Тăрмăш ялĕн историйĕпе кăсăкланакансем ялта та, тĕрлĕ хулара та пурăнаççĕ. Вĕсем кăçал Раççейре Тăван çĕршыва хÿтĕлекенĕн çулталăкĕ пулнă май, уйрăмах Аслă вăрçă вăхăтĕнче ĕçлесе пурăннă е фронтра çапăçнă ветерансене аса илеççĕ, кун-çулĕсене тĕпчеççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан пирĕн ентешсем Иван Григорьевич Григорьев фронтовика 101 çул тултарнă ятпа килне кайса саламларĕç. …

подробнее
31 января 2025 г. 11:11

Тăвай муниципалитет округĕнче Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин Çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм Çулталăкне уçассине халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта Чăваш Ен патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, ЧР Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Управлени начальникĕ Кирилл Лукин, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, …

подробнее
31 января 2025 г. 11:09

Çирĕм çул иртрĕ Мĕтри «КамАЗ» машинăпа таварсем турттаракан хуçалăхра ĕçленĕренпе. Çăмăл мар шофер ĕçĕ. Тĕрлĕ пăтăрмахсенче пулма тивнĕ ăна. Хăш чух мыскараллă пулăмсем курнă. Хальхинче кĕтмен тĕлпулу çинчен каласа пачĕ. Ăна итленĕ май куçран куççуль юхса аннине сисмерĕм те.

— Эпĕ йышлă хресчен çемйинчен,—пуçларĕ калаçăвне пĕлĕш.— Ялта ÿссе ĕçпе пиçĕх- …

подробнее
31 января 2025 г. 11:02

Çак кунсенче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене гуманитари пулăшăвĕ парассипе, хÿтĕлев хатĕрĕсем çыхса ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Тăвай округĕнчи ыркăмăллăх центрĕсен ячĕпе çар командованийĕн-чен çичĕ Тав çырăвĕ килнĕ. Вĕсен хушшинче Н.Максимова ертсе пыракан Çĕнçырмари хастар ушкăн та пур. Ял хастарĕсем таса та ăшă, халăх пуçарнипе туса лартнă культура вучахне пуçтарăнаççĕ.

сем …

подробнее
31 января 2025 г. 10:14

• 2024 çулта Тăвай округĕнче Республика кунĕ анлăн иртрĕ. Ăна хатĕрленсе Тăвай ялĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннă: администраци çурчĕ умĕнче хăтлă çĕнĕ сквер хута кайнă, тĕп урамăн икĕ енĕпе чечексен конструкцийĕсем илем кÿнĕ, çĕнĕрен асфальтланă çулсем, тротуарсемпе площадкăсем... Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейне тĕпрен юсав туса çĕнетнĕ. Чутей ялĕнче сыр тата сĕтрен …

подробнее
31 января 2025 г. 9:57

Çанталăк кăçал тĕлĕнмелле улшăнса тăрать. Çумăрĕ те, юрĕ те çăвать.

Акă, юлашки кунсенче çумăр çурĕ те юра хăш-пĕр çĕрте веçех ирĕлтерсе ячĕ. Анчах та çулсем çав-çавах пăрлаклă. Çулсене пăхсах тăраççĕ-ха. Вăхăтра хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте вара пăр йăлтăртатсах выртать. Утма питĕ кансĕр, уйрăмах пире, ватă çынсене, хăрушлăха кĕртсе …

подробнее
31 января 2025 г. 9:54

Иртнĕ çул Тăвайри ĕçпе ти-вĕçтерекен центрта вунă хутчен вакансисен ярмăркки иртнĕ.

Раштав уйăхĕн вĕçĕнче ĕç шыракансем чукун çул çинчи хурал службин Канашри тытăмĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă. Ĕç вырăнĕсем пуррипе, ĕçлев условийĕсемпе, шалупа тĕплĕн паллаштарнă, хăйсен уйрăмĕнче тăвайсем вăй хунине пĕлтернĕ. Ĕçлес кăмăллисене хапăл кунта. Тĕплĕнрех Тăвайри ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса …

подробнее
31 января 2025 г. 9:51

Чăваш Енре январĕн 13-мĕшĕ тĕлне 2199 ĕçсĕр çынна шута илнĕ.

Çапла вара ĕçсĕрлĕх шайĕ (ĕçлекенсен шучĕпе танлаштарсан) 0,3 процент.

подробнее
31 января 2025 г. 9:50