Памятные даты истории
29 июня - День партизан и подпольщиков в России (15 лет)
1 июля - День ветеранов боевых действий (16 лет)
3 июля - День рождения ГИБДД, ГАИ (89 лет)
Ун чухне эпĕ колхоз столовăйĕнче тăрăшаттăм, хайхи повара пулăшаттăм. Тарасаран шыв ăсса апат пĕçереттĕмĕр. Инçех каймалла марччĕ, картишĕнчехчĕ тараса.
Пĕррехинче витре ăшне пысăк шапа ларса тухрĕ.
— Ай, мĕн ку! — тесе кăшкăрса ярса айккинелле пăрăнса тăтăм.
— Мĕн, пусма пуçланă сысна пек çухрашатăн? — прокурор пек тĕпчеме пуçларĕ …
подробнее
Полиартритран сипленме çĕр улми çеçки пулăшать. Çĕр улми чечеке ларсанах çеçкисене тунипех татса пухмалла та сулхăнра типĕт-мелле. Пĕр ывăç çеçкене 0,75 литрлă кĕленчене тултармалла. 600 грамм «Тройной» одеколон ямалла.
Икĕ эрне тĕттĕм вырăнта тытнă хыççăн эмелпе усă курма юрать. Каçхине çывăрма выртас умĕн çак хутăшпа чĕркуççисене сăтăрмалла, ирхине …
подробнее
Иртнĕ эрнере округ администрацийĕнче наркотике хирĕçле комисси ларăвĕ иртнĕ, унта 3 тĕп ыйтăва пăхса тухнă.
Тăвай муниципалитет округĕн территори уйрăмĕсенче наркотикпе кĕрешес лару-тăрăва вăйлатса пымалли мерăсене пурнăçлассипе епле ĕçлени çинчен Тушкил тата Тăвай территори уйрăмĕ- сен начальникĕсем Александр Трофимовпа Николай Сормов каласа панă. Культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен …
подробнее
Сахал мар çын преступлени çулĕ çине тăрса тÿрĕ пурнăç йĕркинчен пăрăнать. Юрать-ха, кайран хăйĕн йăнăшĕсене вăхăтра ăнланса илет пулсан, тепри-тепри вара тĕрĕс мар пурăнсах ĕмĕрне ирттерет — ун пеккисем те çук мар.
Анчах, халăхра мĕнле калаççĕ-ха, тÿрĕ кăмăл-чуна çăмăл, теççĕ-и? Ырă мар ĕçсен сăлтавĕ те тĕрлĕрен. Анчах кирек мĕнле …
подробнее
Нумаях пулмасть Чăваш Енре «Курайманлăхпа хирĕçĕве çул çук» темăпа федераллă оперативлă профилактика мероприятийĕ иртнĕ.
Унăн тĕллевĕ — экстремистла пулăмсенчен, çав шутра çамрăксем экстремистла ĕç-хĕлпе хутшăнассинчен сыхланасси. Мероприяти шайĕнче экстремистла пулăмсене хирĕçле калаçусем, çавра сĕтелсем иртнĕ, çул çитмен ачасем Интернетра вăхăта мĕнлерех ирттернине тимлĕх уйăрнă.
подробнее
Пурнăçра утса çÿрейменнисене, инвалидсене коляска, автотранспорт илме пулăшаççĕ.
Вĕсем валли автомашинăсем лартма ятарлă паллăсемлĕ лапамсем уйăраççĕ. Тăвай ялĕнче те çавнашкал вырăнсем пур. Объектсене кĕме картлашкасем çумне пандуссем туса параççĕ инвалидсене. Сусăр çынсене ĕçе илнĕ чухне вара çăмăллăхлă йĕркепе усă кураççĕ.
подробнее
Техникăпа ĕçе пуçăнас умĕн эпĕ чи малтанах хăрушсăрлăх пирки шухăшлатăп, ăна тĕплĕн пăхса янă хыççăн кăна чĕртсе ĕçе тытăнатăп, шанчăклăха мала хуратăп тесе каланăччĕ пĕр механизатор. Теприсем, чăн та, ун пек маррине те палăртнăччĕ вăл, вĕсене техника чĕрĕлни, хăвăртрах ларса тухса кайса пултăр тенĕччĕ. Ку тĕрĕс ĕнтĕ, çынпа çын …
подробнее
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ май нумай нушапа терт-асапа тепĕр хут куç умне кăлартăмăр. Пирĕн районтан та пиншер салтак вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Хальхинче манăн сăмахăм Тенеялĕнче 1906 çулта çуралнă Павел Григорьевич Григорьев çинчен пулĕ. Ун пирки «Центр Технической Изоляции» ООО директорĕ Дмитрий Алексеев Шупашкарта 2020 çулта пухса …
подробнее
Тăвайри Акатуй ытти мероприятисемпе пĕрлех спорт ăмăртăвĕсенчен пуян пулнă. Спартакиадăн тĕрлĕ енлĕ кĕрешĕвĕнче, пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Тăвай территори уйрăмĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунти командăсем кире пуканçăсен, хĕрарăмсем хушшинче волейболла, шашкăлла выляссипе, армрестлингпа, чăваш кĕрешĕвĕнче мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Енĕш Нăрвашпа Тушкил территори уйрăмĕсем.
Харпăр хăй хушшинчи тупăшусем те …
подробнее