Муниципалитет округĕн общество палати, Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейĕ, Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ Анатолий Кириллов тĕрлĕ ÿсĕмри пултарулăх çыннисемпе «Эпир вăрçă çинчен сăвăпа калаçатпăр» тĕлпулу йĕркеленĕ.
Унта хутшăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин астăвăмне хаçат-журналсенче, кĕнекесенче, ытти ĕç-хĕлре хăварнин пĕлтерĕш-не палăртнă. Тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем — Ульяна Васильевапа (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ, 3 класс) Виктория Осипова (Мучар …
подробнее
Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе «Дети войны. Из воспоминаний» кĕнеке кун çути курчĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене тÿссе ирттернĕ вăрçă ачисен асаилĕвĕсене кĕртнĕ. Пĕтĕм Раççейри проектпа килĕшÿллĕн пуçарнă ĕçе пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви шкул ачисене, шыравçăсене, çамрăк армеецсене, педагогсене, музей сотрудникĕсене явăçтарнă. Вăрçă çулĕсене …
подробнее
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ пулсан та паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ. Шыравçăсем çĕнĕрен çĕнĕ ятсем тĕпчесе тупаççĕ. Акă, нумай пулмасть Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчи икĕ вăрçă участникĕ, пĕртăван Мартыновсен, паттăрла ĕçĕсем çинчен пĕлме тÿр килчĕ.
Гавриил Мартынович Мартынов 1914 çулхи кăрлач уйăхĕнче çуралнă. Вăрçăччен вăл ялта колхозра ĕçлесе пурăннă. Фашистла …
подробнее
Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун Тăвайри РТП территорийĕнчи стадион ирех хаваслă сасăсемпе тулчĕ. Çак çутă уявпа ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова, десантниксен уйрăмĕн ветеранĕ Эдуард Буинцев саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телейпе юрату сунчĕç.
подробнее
«Тăвай округĕн чăн-чăн патриочĕсем»,— тесе калас килет «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн Тăвайри пĕрлĕхĕ çинчен. Тĕрлĕ çулсенче служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланисем хальхи вăхăтра муниципалитетра йĕркелекен мероприятисене анлăн хутшăнаççĕ, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерес ĕçе пысăк тÿ- пе хываççĕ.
Пĕрлĕхĕн округри ертÿçи, право хуралĕн ветеранĕ, хисеплĕ судья Геннадий Андреевич Николаев пограничниксен кунĕнчи чыслав саманчĕсемпе паллаштарчĕ. …
подробнее
Тăвайри тĕп библиотека никĕсĕ çинче перекетсемпе инвестицисен Пĕтĕм Раççейри çемье фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртнĕ. Программăри виçĕ енлĕ тупăшура пултарулăхне кăтартнă çемьесем. Конкурса аш- шĕпе амăшĕ тата 15 çултан аслăрах ачи, пурĕ 5 çемье хутшăннă: Федоровсем, Абрамовсем, Рафиевсем, Петровсем тата Матросовсем.
Мероприяти туслă та савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Кашни тупăшу хыççăн …
подробнее
Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ уçăлнă.
«Тĕрленĕ картта Раççей пĕрлĕх-не, нумай енлĕхне кăтартать. Эпир аслă, мăнаçлă, истори енчен пуян çĕршывра пурăннине çирĕплетет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин чĕнсе каланă пек çĕршыва инфратытăм кăна мар, пĕрлехи культурăри çĕнĕлĕхсемпе те «ĕçлемелле»,— палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аса илтеретпĕр, Раççейĕн тĕрленĕ …
подробнее
Тенеялĕнчи Валентина Петровна Николаева ячĕпе Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвĕ килнĕ. Çак кунсенче 90 çулхи юбилейĕпе ăна çывăх çыннисем, ял-йыш саламланă.
Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Йăнтăрчă ял территорийĕн уйрăмĕн ертÿçи Александр Карсаков ĕç ветеранне, тыл ĕçченне ырă сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хăват суннă, асăнмалăх парнепе савăнтарнă.
Валентина …
подробнее
9.00 сехетрен — суту-илÿ ярмăркки, ачасем валли аттракционсем;
9.00 сехетрен — хăна картишĕсене кăтартни;
10.00 сехетрен — декораципе прикладной искусство тата халăх промыслисен изделийĕсен курав-ярмăркки;
10.00 сехетрен — Тăвай округĕнчи ачасен коллективĕсен пултарулăхне кăтартни;
11.00 сехетрен — уява савăнăçлăн уçни;
11.00 сехетрен — спорт ăмăртăвĕсем: футбол, волейбол, шашка, армрестлинг, …
подробнее• Майăн 27-мĕшĕнче чăваш тĕнчи паллă культура деятелĕ, чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине уявларĕ. Паллă юбилее халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Константин Иванов кунне уçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сăвăç палăкĕ умне чечек хунă. Константин Иванов пултарулăхĕ — чăваш халăхĕн чун-чĕрин тĕкĕрĕ, …
подробнее