1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 15 Декабрь 2025 г.

 

Тăвай муниципалитет округĕнче Тăвай—Чутей—Аслă Кайпăç (Тутарстан Республикин чикки таран) автомобиль çулĕн участокĕсенче тата тротуарсене искусственнăй çутăпа çутатса тăмалла тăвас ĕçсем пуçланнă. Подрядчик ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне 2025 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче, çирĕплетнĕ графикпе контракт условийĕсене пăхăнса пуçăннă.

Асăннă ĕçсен тĕп тĕллевĕ — çулсен хăтлăх шайне ÿстересси тата çул куçăмĕн, уйрăмах çĕрле …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:09

 

Иртнĕ канмалли кунсенче округри чылай ялта Акатуй уявĕсем иртнĕ. Вĕсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне, Раççей кунне, çураки вĕçленнине халалласа йĕркеленĕ. Вăрманхĕррисемпе Чÿкçырмисене округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, депутатсен округри Пухăвĕн председателĕ Алексей Степанов, территори уйрăмĕн начальникĕ Николай Сормов саламланă.

Уяв программи юрă-ташăран, спорт …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:09

 

Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ыран, июнĕн 12-мĕшĕнче, Тăвайра «Акатуй-2025» ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пулать.

Вăл 11.00 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçăлать. Анчах уявпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятисем ирхине 9 сехетрех пуçланаççĕ, каçчченех пыраççĕ. Вĕсем — куравсем, тĕрлĕ ăмăртусемпе вăйăсем, концертсем. Паллах, суту-илÿ те пулать. 20 сехет çурăра Шупашкарти чăваш эстрада çăлтăрĕсем …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:08

 

 

Июлĕн 1-мĕшĕнчен 2026 çулта вăя кĕртмелли пуçарулăх проекчĕсен заявкисене йышăнма пуçлаççĕ. «Юлашки çулсенче эпир пĕрле хамăр пурнăçа улăштарма пултарнине кăтартса патăмăр. Проектсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ уйăрасси те ÿсет.

Ялсем вара куç умĕнчех улшăнаççĕ,— тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Эпĕ кашни проекта контроле илетĕп. Пĕр проект та …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:07

 

Ачасене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе воспитательсене те хумхантаракан самант вăл — ача садĕнчи кăларăм вăхăчĕ: Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача сачĕ хăйĕн выпускникĕсемпе сывпуллашрĕ. Шавлă та хаваслă иртрĕ кăларăм утренникĕ.

Çак савăнăçлă уява ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех хăнасем те пухăннă. Вĕсем хитре тăхăннă, самай ÿссе маттурланнă ачасем хăйсен тăван ача сачĕпе …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:06

 

Чăваш Енри Хĕ-рарăмсен Пĕрлĕхĕ тата ЧР аталанăвĕн фончĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттерет. Тăвай округĕн- чен унта кăçал 28 хĕрарăм хутшăнать.

Сасăлав июнĕн 9—17-мĕшĕсенче иртет. Итогсене Республика кунĕнче пĕтĕмлетсе, çĕнтерÿçĕсене чыслĕç.

Хамăрăн Тăвай Енри маттур хĕрарăмсемшĕн сасăлар!

 

Татьяна ИВАНОВА

подробнее
11 июня 2025 г. 9:05

 

Раççей Федерацийĕн прокуратури шкул ачисемпе студентсем хушшинче «Вместе против коррупции!» конкурс ирттерет.

Унăн тĕллевĕ — çамрăк ăрăва коррупци проблеми çине тимлĕх уйăрма вĕрентесси, ачасемпе çамрăксен пуçарулăхне хавхалантарасси, коррупцие хирĕç кĕрешессинче влаç органĕсемпе общество пĕрле ĕçлессине практикăна кĕртесси. Заявкăсене 2025 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Конкурсăн çурма финалĕпе финалĕ октябрĕн 25-мĕшĕпе …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:04

 

Тăвай Ен куç умĕнчех улшăнса пырать. Округ центрĕн-че юлашки çулсенче ырă пуçарусене çул парса кану вырăнĕсем йĕркелессипе чылай проекта ĕçе кĕртнĕ.

Хальхи вăхăтра «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Зоя Космодемьянская палăкĕ патĕнчи территорие хăтлăх кÿрессипе тăрăшаççĕ. Унти тирпей-илем ĕçĕсен 2026 çулхи иккĕмĕш тапхăрĕнче тĕллевсен хăш проектне суйлассипе онлайн-сасăлав июнĕн …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:04
Пысăк хавхаланупа

 

Çак кунсенче Тăвай муниципалитет округĕнчи «Пĕрре- мĕшсен юхăмĕн» активисчĕсем Чăваш Ен делегацийĕн йышĕпе Мускаври çĕршывăн тĕп выставкинчи çамрăксен фестивалĕнче пулнă.

«Ку вăл вăй-хал, талант тата ĕмĕтсем пĕрлешнĕ чăн-чăн уяв пулчĕ. Хавхалантаракан, çăлтăрсемпе, паллă çынсемпе иртнĕ тĕлпулусем, интереслĕ дискусси площадкисем, хамăр вăя, пултарулăха ĕненме пулăшакан мероприятисем, мастер-классем пĕтĕмпех асра юлчĕç»,— теççĕ Карина Максимова (Çĕнĕ Пуянкасси), …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:03

 

Чăвашсемшĕн пысăк уяв шутланать çимĕк кунĕ. Кăçал ăна çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Юлашки вăхăтра Тăвай тăрăхĕнче масар хапхисене, картисене юсанă. Çурчĕсене çĕнетессипе те чылай ĕç туса ирттернĕ. Çÿп-çапран тасатма, ÿссе кайнă йывăçсене касма нимесем йĕркеленĕ.

Масар ĕмĕртенпех православи çыннисемшĕн сăваплă вырăн пулнă. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне асра тытса малашне …

подробнее
11 июня 2025 г. 9:02