Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Александр Сергеевич Пушкин çуралнăранпа 226 çул çитрĕ. Раççейре çак датăна Пушкин тата вырăс чĕлхи кунĕсем тесе палăртаççĕ.
Ача-пăча библиотекинче «Пушкин юмахĕ-сен тĕнчи» уяв иртрĕ. Унта Элпуç шкулĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Орлята» кану лагерьне çÿрекен ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Лагерь ертÿçисемпе Л.Г.Моисеевапа, С.Ф.Константиновапа тата Н.Н.Иварбеевапа пĕрле пулчĕç вулавăшра. Ачасем …
подробнее
Кăçал Чăваш Республикин хула тулашĕнчи, шкулсен çумĕнчи лагерьсенче, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче 73 пин ытла ача валли канса сывлăха çирĕплетмелли майсем туса парĕç. Уйрăм ушкăнсенчи — йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ, çул çитменнисен комиссийĕсенче шутра тăракан ачасем валли ятарлă сменăсем йĕркеленĕ.
Тăвай …
подробнее
Май уйăхĕн вĕçĕнче нумай çынна юхан шыв хĕрринче куртăмăр. Çуллахи кунсем пуçланиччен икĕ çын пурнăçĕ татăлчĕ.
Пĕрремĕш хыпар Çĕнĕ Шупашкартан пулчĕ. Шел, Атăлăн сылтăм çыранĕнче, шыва кĕме юраман вырăнта каннă 49 çулхи арçынна текех пулăшу кирлĕ пулмарĕ. Канаш округĕнчи Сухайкасси ялĕ çывăхĕнчи пĕвере 17 çулхи каччă путса вилнĕ. Унăн …
подробнее
КАЛАВ
«Ĕмĕр саккин анлă çулĕпе,
Тупа турăмăр утма пĕрле.
Анчах çулсем иртнĕçемĕпе
Пирĕн çул пайланчĕ ик енне.
– Эсĕ качча тухрăн мана мар,
– Эсĕ качча илтĕн мана мар.
Ах, мĕн ма-ши, тусăм, çавнашкал
Килсе тухрĕ пирĕн ăраскал?
Çак юрра радиопа янраттарнине илтсен ун çывăхнерех пырса ларчĕ …
подробнее
Тăвай енĕн сумлă çыннисенчен пĕри Тимофей Парамонович Парамонов çуралнăранпа июнĕн 13-мĕшĕнче 130 çул çитет. Вăл республикăри пирвайхи музыкантсемпе С.М.Максимовпа, В.П.Воробьевпа пĕр вăхăтра «Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ. Унăн çинчен Николай Яклашкин таврапĕлÿçĕ «Тăвай енĕн сумлă çыннисем» кĕнекен пĕрремĕш пайĕнче анлăн çырса кăтартнă.
Т.П.Парамонов 1895 çулта …
подробнее
Тăвай районĕн прокуратури Тăвайра пурăнакан 31-ри арçын тĕлĕшпе банк счетĕнчен укçа вăрланăшăн уголовлă ĕç пуçарни çинчен пĕлтернĕччĕ республикăри хаçатра.
Следстви палăртнă тăрăх, 2023 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче пĕр ял çыннипе пĕрле эрех ĕçсе ларнă хушăра унăн сотовăй телефонĕпе усă курса мобильлĕ банк урлă хăйĕн счечĕ çине 12 пин тенкĕ куçарса …
подробнее
Чăваш Енре ачана опекăна е усрава илнĕ ашшĕ-амăшне тата патронат воспитателĕ-сене уйăхсерен памалли укçа виçине çирĕплетнĕ.
Ача 2 çула çитиччен — 7595 тенкĕ, 2—6 çулсенчисемшĕн — 7901, 7—18 çулсенчисемшĕн 8677 тенкĕ тÿлеççĕ.
Сусăр ача пăхнăшăн 2 çула çитиччен — 8356 тенкĕ, 2—6 çулсенчисемшĕн — 8691, 7—18 çулсенчисемшĕн 9545 тенкĕ …
подробнее
Чăваш Енре çичĕ километр вăрăмăш çĕнĕ экосукмак тунă.
Вăл Сĕнтĕрвăрри хулинчен пуçланать те Атăлăн сылтăм çыранĕпе Водолеево усравлăхне илсе çитерет. Малашне çак экосукмак пысăк туризм маршручĕн пĕр пайĕ пулса тăрĕ. «Çывăх вăхăтрах эпир кунта круиз лайнерĕсене кĕтсе илмешкĕн тата ытти регионтан килекен хăнасене республикăмăрăн культура пуянлăхĕпе паллаштармашкăн причал стени …
подробнее• «Яла пулăшасси, туризма аталантарасси, патриотла воспитани парасси ял çамрăкĕсен «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕн тĕп темисем пулчĕç»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Ял ĕçченĕ» хаçатăн иртнĕ номерĕн-че çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ, майăн 31-мĕшĕнче Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базин никĕсĕ çинче республикăн «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕ тата федерацин …
подробнее
«Акконд-агро фирма» предприятире çĕр пурлăхне тĕрлĕ майпа лайăхлатаççĕ.
Хальхи вăхăтра горчица акнă уйсене сухаласа хатĕрлеççĕ. Асăннă культурăна кунта чылай лаптăкра сидератлăх е, урăхла каласан, симĕс удобренилĕх акса ÿстернĕ. Пĕтĕмпе 270 гектар акнă ăна кăçал. Халĕ сухалакан уйсене аккондçăсем каярахпа кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварĕç.
Иван ИВАНОВ
подробнее