1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 14 Апрель 2025 г.

Уçă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе, калаçма юратнипе палăрса тăрать Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакан Зоя Михайловна Яковлева. Вăл тăван «Красный Октябрь» колхозра пилĕк авса пенсие тухнă, çуллен икĕ пай выльăх кăшманĕ, хăмла çитĕнтернĕ, хуçалăх уйĕпе йĕтемĕнче тăрăшнă. Кайран, тивĕçлĕ канăва тухсан, шкулта техничкăра ĕçленĕ чылай çул, унта та тăрăшулăхпа, çыпăçулăхпа, типтерлĕхĕпе палăрса тăнă. Çак паха енсем ăна пурнăç …

тĕплĕнрех
20 февраля 2020 г. 15:34

Елена Николаевна Алексеева — Кивĕ Пуянкассинчи сутуçă, нумайранпа «Тăвайри кооператив» потребобществăн куллен кирлĕ таварсен лавккинче тăрăшать. Хăй вăл Çăлпуç хĕрĕ пулнă, Тăвайри вăтам шкулта, ун хыççăн заочно йĕркепе Шупашкарти кооператив техникумĕн- че вĕреннĕ. Çавăнпа паян кун та райпо системинче вăй хунинчен тĕлĕнмелли çук. Пурнăçăн пысăк пайне суту-илÿ ĕçне чунне панă вăл, Раççей Федерацийĕн Центросоюзăн Хисеп …

тĕплĕнрех
20 февраля 2020 г. 14:00

Енĕш Нăрвашпа Кушкă ялĕсенче пурăнакансене те отчетсем туса панă. Пухăва шкулпа садикре ĕçлекенсем, ял тăрăхĕн депутачĕ-сем, ытти ял çыннисем пухăннă.

Урăхла каласан, ял пурнăçĕшĕн тимлекен çынсем пуху пулассине пĕлетăркач килĕнче ларайман, тĕлпулăва васканă. Асăннă ялсенче пурăнакансемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров, финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев, …

тĕплĕнрех
20 февраля 2020 г. 12:00

Тăвай районĕнче «Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсем пама тытăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Çĕнĕ Пуянкассинче ĕмĕрне ĕмĕрлекен Матрена Васильевна Степанована килне пырсах «Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе тата «Тăвай районĕн хисеплĕ ветеранĕ» знакпа чысланă.

Матрена Васильевна Çĕнĕ Пуянкассинче 1929 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, ирех ĕçе …

тĕплĕнрех
13 февраля 2020 г. 13:00

Чутей каччи Николай ялти сатур хĕрпе Валентинăпа 34 çул каялла пĕрлешсе йăва çавăрнă. Сăмахăм кунта Юркинсен туслă çемйи пирки пырать.

Кил хуçи, Николай Петрович, 1962 çулхи. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе специальноç илнĕ, 10 çул ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. 1996 çултан Мускав енне стройка ĕçĕпе çÿреме пуçланă. Çурт-йĕр çавăрма …

тĕплĕнрех
13 февраля 2020 г. 12:00

Нумаях пулмасть тĕп хулари Туслăх çуртĕнче республика шайĕнче наци тумĕсен II фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Пĕрремĕш куравĕ виçĕ çул каялла пулнăччĕ, эпĕ унта кукамайăн 1896 çулти кĕпине, сурпантан майлаштарса çĕленĕ чĕрçиттине, сурпанпа хушпу, ум çаккисене конкурса тăратрăм. Паллах, малтан кĕпене типтерлерĕм, хитрелетрĕм, çĕтĕлнĕ вырăнсене сапларăм, çипписем татăлса пĕтнĕ вырăнсене тĕрлесе илемлетрĕм. Кĕпене шурă пиртен çĕлесе тĕрленĕ, пирĕ …

тĕплĕнрех
6 февраля 2020 г. 14:10

«Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă обществăра туслă коллектив тăрăшать. Унти ĕçсене Татьяна Витальевна Обаськина йĕркелесе пырать. Обществăра шушкă хатĕрлекен цех пур, икĕ бригада вăй хурать унта. Пĕрремĕшĕнче — Н.Походкина, А.Трофимова, Е.Николаева, И.Башмакова, Г.Ядгарова, И.Моисеева бригадир. Тепринче О.Иванова, М.Козлова, С.Ильина, Т.Сидорова, Л.Семенова, Т.Веселова, О.Федорова бригадир шушка-булка туса пĕçереççĕ. Икĕ кун ĕçлеççĕ, икĕ кун канаççĕ вĕсем. 2019 …

тĕплĕнрех
6 февраля 2020 г. 13:00

«Раççей почти» АОра почтальон чи йышлă професси шутланать, Чăваш Республикинче вара 1372 почтальон ĕçлет. Вĕсенчен кашни вăтамран 875 çын пурăнакан участока тивĕçтерет тата пĕр ĕç кунĕнче 15 çухрăма яхăн утать.

Иртнĕ тунтикун «Канашри почтамт» филиал работникĕсем Тăвай районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса канашларĕç. Почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управлени директорĕн заместителĕ М.Ладилов, «Канашри почтамт» филиал начальникĕ …

тĕплĕнрех
6 февраля 2020 г. 12:00

Пирĕн районти ЗАГС уйрăмĕнче кăçал чи малтан çуралнă ачасене регистрациленĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕн сертификачĕпе тивĕçтернĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Ломоносовпа «Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Иванова хутшăннă.

Çăлпуçĕнчи Аннăпа Алексей Васильевсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Кăçал вара кăрлачăн иккĕмĕшĕнче, вĕсен çемйи йышлăланнă, виççĕмĕш пепке çутă тĕнчене килнĕ. …

тĕплĕнрех
30 января 2020 г. 11:00

2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 14.00 сехетре Шупашкарта Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарнă. 

Савăнăçлă пулăма федераци органĕсен регионти уйрăмĕсен ертÿçисем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем, …

тĕплĕнрех
30 января 2020 г. 10:20