Ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенче «Ял ĕçченĕ» хаçата иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарма пуçланă ĕнтĕ.
—Таисия Павлова, Иван Жилкин, Николай Иванов, Тĕмерти ĕçпе хисеплĕ çынсем, чи малтан çырăнчĕç район хаçатне,—пĕлтерчĕ кунти уйрăм начальникĕ Роза Николаева. Вăл почта ĕçĕнче 17 çул вăй хурать. Маларах Кармалти çыхăну уйрăмĕнчи ĕçсене йĕркелесе пынă. Унти уйрăма Тĕмертипе пĕрлештернĕ хыççăн иккĕмĕш çул …
тĕплĕнрехПуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче район хаçатĕнче пичетленсе тухнă «Кун-çулĕ пархатарлă, ĕçĕсем мухтавлă» статьяна (авторĕ Л.Данилова) вуласа тухсан, 70-мĕш çулсем куç умне яр-уççăн тухса тăчĕç.
Асăннă çулсенче, çу уйăхĕн вĕçĕнче, шкул ачисене районти, унăн тулашĕнчи, çавăн пекех тĕрлĕ хуласенчи паллă вырăнсене экскурсие илсе каятчĕç. Пире те, Сăхăтпуç шкулĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнне, çуллахи …
тĕплĕнрехЧутей ялĕнче çĕнĕ культура керменĕ уçăлнăранпа икĕ çул ытла ĕнтĕ. Ялти халăхшăн уçă варкăш çитрĕ тейĕн. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.П.Куклов тăрăшнипе час-часах Шупашкар артисчĕсем килсе çÿреç-çĕ. Нумаях пулмасть Сĕнтĕр-вăрринчен «Çавал» ушкăн пулса хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе те савăнтарса хăварчĕ. Икĕ сехет çурă пычĕ концерт. Уява пуçтарăннă халăх килелле тулли кăмăлпа саланчĕ. …
тĕплĕнрехКăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине анлăн уявлатпăр. Тăвайсемшĕн вара тепĕр юбилей — район йĕркеленнĕ-ренпе 85 çул çитрĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче паллă пулăмсем ячĕпе «Тăванлăх çулĕпе пĕрле утар-и?» уçă фестиваль иртнĕ. Унта ялсенчи пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем хутшăннă. Инçетри хăнасенчен Сĕнтĕр-вăрри …
тĕплĕнрехАстăвăмпа мухтав çулталăкĕнче кăçал пуш уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче район çыннисем пĕрле пухăнса хĕле ăсатрĕç, маттур хĕрарăмсене саламларĕç, çитĕнÿсем сунчĕç.
Тăвай енри культура çурчĕ умĕнче ирех шăплăх хускалчĕ. Суту-илÿ тумалли, вăйă-кулă, тĕрлĕ конкурс ирттермелли вырăнсене майлама пуçларĕç тивĕçлĕ çынсем. «Сывă-и, çуркунне?» тата «Сывă пул, хĕл» тесе çырнисене вырнаçтарчĕç, Хĕл карчăкĕ те пур ав, тата ытти те. Лапамра …
тĕплĕнрехПĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн район делегацийĕ «Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Т.Иванова ертсе пынипе «Хĕрарăм-лидер — 2020» республикăри конкурса хутшăннă. К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче иртнĕ вăл.
Чăваш енри хуласемпе районсенчи 35 хĕрарăм «Хĕрарăм — çулталăкĕн чи лайăх ертÿçи», «Чи лайăх çамрăк ертÿçĕ», «Ялти хĕрарăм-предприниматель», «Çемье ĕçĕ» номинацисенче çĕнтернĕ е …
тĕплĕнрехТăвай районĕ хăйĕн хальхи кун-çулне 1935 çултанпа йĕркелесе пырать тата пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче 85 çул тултарчĕ. Çапла 1935 çулта ВЦИК Президиумĕн постановленийĕпе Чăваш АССР территорийĕнчи районсене пĕчĕклетсе йĕркеленин шучĕпе тепĕр 7 çĕнĕ район туса хунă, вăл шутрах Канаш тата Вăрмар районĕсен шутĕнчен Тăвай районĕ те йĕркеленĕ, Тăвай ялĕ район центрĕ …
тĕплĕнрехПирĕн районти сыватупа про- филактика учрежденийĕсен йышне 72 койка-вырăнлă (22-шĕ кăнтăрлаччен пулмалли вырăн) больница, сменăра 200 çын йышăнакан поликлиника, 12 вырăнлă 6 врач амбулаторийĕ, стационарăн килти икĕ вырăнĕ, поликлиникăри пĕтĕмĕшле практикăллă врачăн уйрăмĕ, 18 ФАП кĕрет. Сывлăх сыхлавĕнче 218 çын ĕçлет, çав шутра 29 врач (26-шĕ тĕп больницăра) 118 медицина сестри тата тĕрлĕ ĕç-сене пурнăçлакан …
тĕплĕнрехУçă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе, калаçма юратнипе палăрса тăрать Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакан Зоя Михайловна Яковлева. Вăл тăван «Красный Октябрь» колхозра пилĕк авса пенсие тухнă, çуллен икĕ пай выльăх кăшманĕ, хăмла çитĕнтернĕ, хуçалăх уйĕпе йĕтемĕнче тăрăшнă. Кайран, тивĕçлĕ канăва тухсан, шкулта техничкăра ĕçленĕ чылай çул, унта та тăрăшулăхпа, çыпăçулăхпа, типтерлĕхĕпе палăрса тăнă. Çак паха енсем ăна пурнăç …
тĕплĕнрехЕлена Николаевна Алексеева — Кивĕ Пуянкассинчи сутуçă, нумайранпа «Тăвайри кооператив» потребобществăн куллен кирлĕ таварсен лавккинче тăрăшать. Хăй вăл Çăлпуç хĕрĕ пулнă, Тăвайри вăтам шкулта, ун хыççăн заочно йĕркепе Шупашкарти кооператив техникумĕн- че вĕреннĕ. Çавăнпа паян кун та райпо системинче вăй хунинчен тĕлĕнмелли çук. Пурнăçăн пысăк пайне суту-илÿ ĕçне чунне панă вăл, Раççей Федерацийĕн Центросоюзăн Хисеп …
тĕплĕнрех