1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.

Кăçал фашистла Германие çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Европăри фашизма тата Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçни çинчен асăнни сăваплă. Чутей ялĕнчен 279 çын вăрçа тухса кайнă (тен, ытларах та), 147-шĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă е тыткăнра вилнĕ.

1945 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Совет Союзĕпе Япони хушшинче вăрçă пуçланнă. Забайкальск, 1 тата …

тĕплĕнрех
31 июля 2020 г. 20:36

Çирĕппĕнех çапла калама пулать: Чăваш Ен Пуçлăхĕн постне йышăнассишĕн иртекен суйлав кампанийĕ, çавăн пекех республикăн политикăпа обществăлла пурнăçĕ çине витĕм кÿ-рекен пĕр уйăха яхăн пынă пĕлтерĕшлĕ кампани иртнине республикăри хуласемпе ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ пĕлет. Сăмах кунта кандидатсем коммуникаци лапамĕсенче муниципаллă фильтр витĕр тухасси çинчен пырать.

Муниципаллă фильтр витĕр тухмалли процедурăна «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» …

тĕплĕнрех
25 июля 2020 г. 13:44

Асăрханă пулĕ район центрне килекенсем тата унта пурăнакансем Ленин проспектĕнче тата Чапаев урамĕнче утмалли çулсен (тротуар) айккисене чавнине. Икĕ эрне каялла пуçланчĕ çак ĕç. Унтан Тăвайри Ленин проспектĕнчи асфальтлă çулăн пĕр енчи тротуар патĕнче ĕç хатĕрĕсемлĕ çынсем вăй хума тытăнчĕç, хăйăр сарса якатма пуçларĕç.

Иртнĕ кунсенче харсăр арçынсем тимĕр бетон плитасене, растворпа цементласа, çирĕплетрĕç хăш-пĕр …

тĕплĕнрех
25 июля 2020 г. 13:43

Паян электронлă массăллă информаци хатĕрĕсем вăйлă аталаннă тапхăрта пурăнатпăр. Вырăнти пичет çын пурнăçĕнче яланхи пекех уйрăм вырăн йышăнать. Хаçат районта, республикăра, çĕршывра пулса иртекен çĕнĕ хыпарсене вăхăтра пĕлтерет, кăсăклă информацисемпе паллаштарать, обществăри хутшăнусене йĕркелеме пулăшать, пурнăç уттинчен юлмасăр халăхпа туслă çыхăну тытать.

Пирĕн районта вырăнти пичет кăларăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕ-семпе паллашма иртнĕ ытларикун Чăваш Республикин цифра …

тĕплĕнрех
25 июля 2020 г. 13:42

Тĕмерте пурăнакан ĕç ветеранĕ Петр Андреевич Воробьев — ялти арçынсенчен çулĕ-пе чи асли. Районта нумайăшĕ паллать ăна. Хăй вăхăтĕнче «Победа» хуçалăха нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, республикăра та палăрнă. Пенсие тухсан та тепĕр хут колхоз председателĕ пулма шаннă П.Воробьев вĕрентекене.

Унăн тивĕçлĕ, пархатарлă ĕçне наградăсем те хаклаççĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсемпе, «Ĕçри хастарлăхшăн», …

тĕплĕнрех
25 июля 2020 г. 13:41

Хамăн çинчен çырса кăтартассине «Çуралтăм» сăвăран пуçлатăп.

«Çуралтăм ăшă çуркунне.

Ак çупăрлать мана анне.

Хĕвелпеле ялтрать тĕнче,

Вăл савăнать манпа пĕрле...»

Анне манăн юмахсем калама, юрлама-ташлама юрататчĕ. Чăваш улăпĕ çăпатине хывса тасатнă хыççăн пĕчĕк сăртсем пулса юлнă имĕш. Сăнăсене питех те инçете, таçти аякри çĕрсем патне вирхĕн-терме пултарнă, тетчĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, çав сăнăсене çÿлелле питех …

тĕплĕнрех
25 июля 2020 г. 13:40

Хотите поспорить на эту тему? Тогда для начала нужно стать специалистом в этих областях. Опытные преподаватели, насыщенная деятельность и разные варианты специальностей и профилей ждут вас на Историко-географическом факультете ЧГУ имени И.Н. Ульянова, одном из старейших факультетов вуза.
На факультете готовят специалистов по нескольким уникальным направлениям. Студенты профилей «Физическая география и ландшафтоведение», «Экономическая и социальная …

тĕплĕнрех
20 июля 2020 г. 17:55

Пилĕк-ултă çул каялла кăна-ха Раççей экономикине цифрăласси çинчен IT-технологи специалисчĕсем çеç калаçнă. Анчах ĕнер кăна пурнăçланми тĕллев пек шутланнăскер, паян вăл çирĕппĕн пурнăçа кĕрсе пырать. РФ Правительстви «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программи йĕркеленĕ, çавăнтан пуçласа экономикăра тата социаллă сферăра цифра технологийĕсене ĕçе кĕртессине тивĕçтерессипе анлăн ĕçлеме тытăннă.

Паллă ĕнтĕ, Чăваш Ен экономика аталанăвĕн çак …

тĕплĕнрех
18 июля 2020 г. 10:59

Ĕçлĕ визитпа пирĕн районта Шупашкарти 31-мĕш номерлĕ шкулăн шырав ушкăнĕ пулчĕ. Д.Потапов вĕренекенпе унăн наставникĕ С.Чернова документсене, Сăр тăрăхĕнчи хÿтĕлев сооруженине тунисен асаилĕвĕсене тĕпченĕ.

Шупашкарти вĕрентÿ управленийĕ «Сăр тăрăхĕнчи паттăрлăх страницисем» масштаблă проект пĕтĕмлетĕвĕсене йĕркелеççĕ. Кăçал пуçланнă та вăл тепĕр çулччен тăсăлать, Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăç-лакан О.Николаев указĕпе килĕшÿллĕн …

тĕплĕнрех
18 июля 2020 г. 10:58

Регионăн пилĕк çуллăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн стратегийĕн проектне сÿтсе явнă май ирттернĕ ларусенче «Регионсен Аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕн» генеральнăй директорĕ Игорь Меламед программăна туса хатĕрлекен экспертсене мар, ытларах сĕнÿ-канаш паракансене мухтанă.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ аталану программине хак пама та çăмăлах мар. Тĕрĕссипе, Чăваш Ен историйĕнче пуçласа экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне истори, çутçанталăк, демографи, социокультура …

тĕплĕнрех
10 июля 2020 г. 22:01