Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче республикăри тата хамăр районти тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче сĕт туса илесси чылай ÿснĕ. Çак паха продукцие 309,5 пин тонна е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,7 процент нумайрах туса илнĕ. Асăннă тапхăрта ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 4408 килограмм е 7 процент ытларах сĕт сунă.
Пирĕн районта сĕт …
тĕплĕнрехКу вăхăт тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 5 пин гектар ытла çĕре сухаланă тата дискласа кăпкалатнă, халĕ ĕç малалла пырать. Çакă вăл çитес çулхи тырпул тухăçĕшĕн тăрăшса тăвакан тĕп мероприятисен шутне кĕрет.
Паянхи кун тĕлне камсем ытларах кăпкалатса хăварнă-ха çитес çул ял хуçалăх культурисем акса-лартса тумалли çĕр лаптăкĕсене? Кăсăклă-и? Кĕçех пĕлĕпĕр. …
тĕплĕнрех
Чăваш Енре Михаил Мишустин ĕçлĕ визитпа пулнă.
Правительство пуçлăхĕ Шупашкарти икĕ предприятире пулнă: малтан «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнне кĕрекен «Текстильмаш» предприятие çитсе курнă, унтан «Ростех» патшалăх корпорацийĕн «Технодинамика» холдингĕн «В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционер обществин ĕçĕпе паллашнă, унăн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.
Мероприятисене Раççей промышленноçпа суту-илÿ министрĕсем Денис Мантуровпа Антон Силуанов хутшăннă.
Михаил Мишустин Правительство çуртĕнче республика …
тĕплĕнрех
Нумаях пулмасть «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра «Тăвай районĕн энциклопедийĕ» пичетленсе тухрĕ. Ку — академиллĕ кăларăм. Ăна хатĕрлесе, пухса-йĕркелесе редакцилекенĕ В.Я.Шакров педагог-ветеран. Рецензенчĕ — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директор çумĕ, истори наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ — хамăр ентеш, Нÿшкассинче çуралса ÿснĕ Г.А.Николаев.
Энциклопеди район историйĕпе, обществăлла тата административлă тытăмĕпе, ял хуçалăх, промышленность предприятийĕсемпе, …
тĕплĕнрех
—Володя, тăхта-ха, пирĕн çăкăр илмелле, çак магазина кĕрсе тухам-ха,—чĕвĕлтетрĕ пĕчĕк пÿ-силлĕ хĕрарăм юнашар утакан мăшăрне чарса.
—Чей ĕçме печени те кирлĕ, Зоя,— йăл кулса сăмах хушрĕ арçын.
Вĕсене сăнанă май çывăхрах паллашас ĕмĕт çуралчĕ. Яланах пĕрле çÿ-реççĕ. Мăшăр кăвакарчăна аса илтереççĕ. Район центрĕнчи Ленин урамĕн-че хăтлă кил хуçалăх йĕркеленĕ Петровсем.
Çемье пуçĕ, Владимир Николаевич 1953 …
тĕплĕнрех
(к 130-летию со дня рождения Коричева Сергея Андреевича (1890-1961 г.г.)
Сергей Андреевич Коричев родился 1 октября 1890 г. в деревне Можары Карамышевской волости Чебоксарского уезда (ныне Козловского района Чувашской Республики) в бедной крестьянской семье.
Первые годы жизни Сергея Андреевича совпали с голодными 1891-1892 г.г., что сказалось на материальном положении семьи, которое и без того было …

Олег Николаев
Чăваш Ен Пуçлăхĕн
должноçне йышăнчĕ
Сентябрĕн 22-мĕшĕ тăван республикăшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлĕ. Çак кун Олег Алексеевич Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалласа савăнăçлă церемони пулчĕ. Вăл оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.
Унта Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан тата федерацин территорири власть органĕсен ертÿçисем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, …
тĕплĕнрех
Виçĕмкун райадминистрацин залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн çиччĕмĕш сасăлаври çĕнĕ йышăн пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Тăвай территори суйлав комиссийĕн председателĕ Валентина Белова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн консультанчĕ Анатолий Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ-сем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе территори комиссийĕн председателĕ В.Белова паллаштарнă, вăл çиччĕмĕш сасăлаври районти …
тĕплĕнрех
Иртнĕ шăматкун Чăваш Енри хуласемпе районсенче «Наци кросĕ — 2020» чупу кунĕ иртнĕ. Тĕп старт Атăл хĕрринчи пляж территорийĕнче пулнă. Унта 18 çултан аслăрах спортсменсем пухăннă. Çакнашкал пысăк спорт мероприятине пĕтĕм Раççейре ирттерме пуçласан пирĕн республикăра ăна 2004 çулта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Чăваш Енре пурăнакансене физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас тĕллевпе ирттернĕ ăмăртусене.
—Çанталăка пăхмасăр эпир, …
тĕплĕнрех
Тĕмер ялĕнче пурăнакан Иван Прокопьевич Краснов тыл ĕçченĕ 90 çулхи юбилейне паллă тунă.
Ĕмĕрне «Победа» колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕпе 6 ачине кун çути кăтартнă. Ялта пурте Красновсем çинчен ырă сăмахсем çеç калаççĕ. Иван Прокопьевича паллă кунпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов саламласа Раççей Президенчĕн Тав çырăвне вуласа пачĕ. Ялти ветерансен канашĕн председателĕ Светлана Ярхунова, клуб …
тĕплĕнрех