
Чăваш Республикинче 128 тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Кашнинех хăйĕн чĕлхи, культури, шăпи, тĕнче куравĕ, йăли-йĕрки. Çаксене, паллах, шута илмесĕр май çук, çавăнпа та пĕр-пĕрне кÿрентермесĕр, хисеплесе пурăнма тăрăшатпăр. Тăрмăш ялĕнче те тĕрлĕ халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Хăшĕсем качча килнĕ е авланнă, хăшĕсене кунта ĕçлеме янă та ялтах пурăнса кайнă, тен, ытти сăлтавсем те пулнă …
тĕплĕнрех
Ачасемпе çамрăксен Пĕтĕм Раççейри «Содружество-2020» наци VIII фестивалĕ чÿк уйăхĕн 1—5-мĕшĕсенче Владимир хулинче иртнĕ. Раççейĕн 18 регионĕнчен хутшăннă унта. Фес-тивале 2006 çултанпа йĕркелеççĕ.
Асăннă конкурсра Чăваш Республикипе пирĕн район чысне «Тайна» ансамбль хÿтĕленĕ. Ача-пăча искусствисен шкулне çÿ- рекен А.Андреева, Е.Васильева, Е.Владимирова, Я.Иванова, Р.Лукина (сăн ÿкерчĕкре) хăйсен пултарулăхне кăтартнă фес-тивальте. Вĕсене Галина Никонова преподаватель хатĕрленĕ. Нацин …
тĕплĕнрех
Иртнĕ эрнекун районти депутатсен Пухăвĕн çиччĕмĕш сасăлаври депутатсен черетлĕ ларăвĕ пулнă. Район пуçлăхĕ А.Шакин йĕркелесе пынă унăн ĕçне.
Ларăва Республикăри ял хуçалăх министрĕн заместителĕ М.Загребаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн консультанчĕ А.Алексеев, РФ обществăлла тивĕçтерÿпе патшалăх учрежденийĕсен работникĕсен канашĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ В.Харитонов, район прокурорĕ А.Данилов, ял тăрăхĕсемпе район …
тĕплĕнрех
Космапа Дамиан ячĕллĕ Мучар чиркĕвĕ таврара упранса юлнă чи ватă чиркÿ çурчĕсенчен пĕри. Ăна 1820 çулта прихожансен укçи-тенкипе кирпĕчрен хăпартнă. Православи чиркĕвĕ ялта маларах та пулнă, анчах вăл, 1795 çулта йывăçран тунăскер, ял çуннă чухне (1801 ç.) пĕтнĕ. XVIII ĕмĕр вĕçнеллех Мучарта чиркÿ пулнине архив докуменчĕ те çирĕплетет. Çапла Кивĕ Пуянкасси çынни Ефим Семенов хăйĕн …
тĕплĕнрех
АПК ветеранĕсен районти пĕрлешĕвĕ хăйĕн членĕсен пурнăçĕпе, кăмăл-туйăмĕпе тăтăшах интересленет. Çуралнă кунĕсемпе, юбилейсемпе саламласси те йăлана кĕнĕ.
Çак кунсенче Союз ертÿçи М.Я.Яковлев тата пĕрлешÿ членĕ-сем хăйсен ĕçтешне, нумай çул район администрацин пуçлăхĕнче тăрăшнă В.А.Ванеркене (сăн ÿкерчĕкре) çавра çулĕпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу сун- чĕç. Асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç.
Общество ĕçĕсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕç.
тĕплĕнрех
Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайловпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин СССР халăх артисткине Вера Кузьминана çуралнă кунĕпе саламланă.
Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал суннă Владимир Борисович паллă артисткăна. «Ентешĕр-сем сире яланах кĕтеççĕ, сирĕнпе тĕл пулма яланах хавас»,—тенĕ вăл чечек çыххи тыттарнă май.
Вера Кузьминична ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне шаннă ятпа саламланă, Тăвай …
тĕплĕнрех
Эдуард Сергеевич Ушаков Тăвай районĕн, уйрăмах Тăрмăш ялĕн историйĕсен паллă тĕпчевçи пулса тăрать. Вăл тĕрлĕ архив докуменчĕсене тĕпчесе ĕлĕк пулнă тĕрлĕ пулăмсене çутта кăларать. Паянхи куна вăл тĕрлĕ тематикăпа 20 кĕнеке пичетленĕ, Тăрмăш, Лачкасси, Амалăх ялĕсен историйĕсене çырса кăтартнă. Иртнĕ эрнере вăл Тăрмăшри библиотекăра юлашки çулсенче кăларнă çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ: «Чувашские дохристианские имена», авалхи чăваш …
тĕплĕнрех
Чăвашсен паллă çыравçи И.Е.Тăхти тата малтанхи профессиллĕ композиторĕсенчен пĕри В.П.Воробьев вĕреннĕ Элпуç шкулĕ 140 çул тултарчĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата мĕн чухлĕ паллă çын пĕлÿ илмен-ши çак шкулта! Ăслăлăх докторĕсемпе наука кандидачĕсем, çар çыннисем, промышленноç, ял хуçалăх, медицина, вĕрентÿ, культура сферисенче вăй хурса пысăк наградăсене, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вуншар та çĕршер ентешĕмĕр пĕлÿ тĕнчипе паллашма шăпах …
тĕплĕнрех
Тăвайри полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Александр Германович Федоров вырăнти пичетпе тачă çыхăну тытать. Кулленхи пурнăçра тимлĕ пулмаллине асăрхаттарать. Коронавирус сарăлнă вăхăтра мобильлĕ рейдсене хутшăнать. Чÿк уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Асăрханăр, ултавçăсем!» профилактика мероприятийĕ иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Хальхи статйинче вăл Интернет, телефон шăнкăравĕсем урлă палламан çынсенчен тавар сутас-туянас тенĕ чух район çыннисем те пысăк шар курни …
тĕплĕнрех
Этем кун-çулĕ, унăн шăпи... Вăл çак тĕлĕнмелле илемлĕ çĕр çинче хăварнă йĕр...
Çын хăй хыççăн епле те пулсан ырă ят хăварма пултарнă пулсан, ахăртнех, ахаль пурăнса ирттермен хăйне пилленĕ ĕмĕрне.
Çакăн пек шухăшсем çуралаççĕ пуçăмра, хамăрăн чи çывăх, пире, виçĕ ачине, кун çути панă анне çинчен аса илнĕ май. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче уйрăлса кайрĕ пирĕнтен …
тĕплĕнрех