Шăматкун Тăвай ялĕнчи «Аль» спорткомплекс стадионĕнче ирех шăплăх хускалчĕ. Ачасемпе аслисем спорт тумĕ тăхăнса йĕлтĕрсем çине тăчĕç те хусканусем тума пуçларĕç. Физкультурăпа спорт юхăмĕнче активлăх кăтартнă Владимир Михайлович Лукин ячĕпе йĕркелекен чупăва тухма хатĕрленчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, унăн заместителĕ — вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, В.Лукин çемйи килсе çитрĕç кĕçех. Спорта юратакан, сывă …
тĕплĕнрехТенеялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Елизавета Васильевна Васильева кăрлачăн 15-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Юбиляра хăнасем чун-чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламларĕç. Ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Уськина Елизавета Васильевнана Турă пилленĕ кашни кунпа киленсе пурăнма, çывăх çыннисен ăшшине, юратăвне, пулăшăвне туйса тăма сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, телей сунчĕ. Раççей Президенчĕн саламĕпе, парнепе чысларĕ.
Елизавета …
тĕплĕнрехНиколай Павлович Петров Тăрмăшри культура çуртĕнчи «Тăрмăш» ушкăна купăспа хавхалантарса пырать. Халăх фольклор ушкăнĕ районта иртекен конкурссенче кăна мар, республика, регион шайĕнчи фестивальсенче те яланах малтисен шутĕнче.
Кунта, паллах, купăсçăн тÿпи те пысăк. Вăл кĕвĕленĕ «Туслăх юррине» эпир тĕрлĕ уявсенче шăрантаратпăр. Ялти туйсенче, юбилейсенче купăспа юрлаттарса-ташлаттарса савăнтарать халăха. Купăс калама ачаранах хăнăхнă, халĕ те юратнă …
тĕплĕнрех«ДЮСШ-ФСК «Аль» спорткомплексăн территорийĕнче юлашки çулсенче чылай хăтлăх ĕçĕсем пурнăçланчĕç. ГТО нормативне пама хатĕрленекенсем валли тунă площадкăна ватти-вĕтти пуçтарăнма пуçларĕ. Ытларах çамрăк çемьесене ачисемпе асăрхатăн кунта. Спорткомплекс йĕри-тавра хывăннă йĕлтĕр трасси çинче ?1,5 километр% юлашки кунсенче уйрăмах халăх йышлă. Халĕ кунта тĕттĕм мар. Унта-кунта тĕксĕммĕн çуталнă лампочкăсене иртнĕ кунсенче энергие перекетлекеннисемпе улăштарнă. Юр çуса, тустарса …
тĕплĕнрехЧăваш Енре пурăнакансем ир пуçласа каçчен пархатарлă ĕçсенче ырми-канми вăй хураççĕ. Ял ĕçне чунтан парăннисене, производствăра тăрăшакансене, вĕрентекенсене, сывлăх сыхлавĕнче, коронавируса хирĕç кĕрешсе, ырă тĕслĕх кăтартакансене, харпăр хăй тĕллевĕсене пурнăçлассипе тимленисене «Чăваш автономи облаçне 100 çул» медальпе чыслас ĕçе малалла туса пыраççĕ.
Тăвай енре те çак сума тивĕçнисен йышĕ ÿссех пырать. Нумаях пулмасть, ак, палăртнă …
тĕплĕнрехПĕчĕк сцена ăстисен пултарулăхне аталантарма «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи учрежденире «Театральная карусель» кружок ĕçленипе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Ачасем юмах итлеме, вулама юратаççĕ кăна мар, выляса кăтартма та хаваспах хутшăнаççĕ. Анне кунĕ тĕлне Лариса Фомина воспитатель хатĕрленипе «Аннене итлемелле» пĕчĕк постановка выляса панă «Одуванчики» ушкăна çÿрекенсем (сăн ÿкерчĕкре). «Шанса пĕтер, тен вĕсенчен хăшĕ те пулин хамăр ентеш …
тĕплĕнрехТăван культурăна, унăн йăли-йĕркисене хисеплеме мĕн ачаран вĕрентмелле. «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи учрежденире шăпăрлансене мăн асаттесемпе асаннесен ырă йăлисемпе паллаштарассине, ăна упраса хăварса пуянлатассине ятарлă ĕç планĕпе туса пыраççĕ.
«Культурное наследие Чувашии заботливо и бережно храним» республикăн наци проектне пурнăçласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ кунта, пĕчĕк артистсем чăваш юррисене юрласа районти конкурссенче пĕрре кăна мар палăрнă. Çак …
тĕплĕнрехДекабрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çул итогĕсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Журналистсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене регион ертÿçине видеоçыхăну урлă панă. Пресс-конференцие регионти, муниципаллă тата çавăн пекех федераллă массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă.
Пресс-конференци икĕ сехет ытла тăсăлнă. Çак вăхăтра Олег Николаев пĕтĕмпе 20 ыйтăва хуравланă. Журналистсем пандемипе кĕрешес, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисен тарифĕсем, …
тĕплĕнрех«Ял ĕçченĕ» хаçат район пурнăçĕпе унăн çыннисем çинчен аван çутатса пычĕ. Ялсенчи обществăлла корреспондентсем хаçатçăсене чылай пулăшрĕç вырăнти пичет кăларăмне пуян содержаниллĕ тума. Хальхи вăхăт- ра çынсем хăйсен шухăшĕсене электронлă майпа та пĕлтереççĕ. Компьютерпа пичетлесе редакцин электрон почти çине ярса параççĕ.
В.Лаврова (Мучар), Е.Матросовапа З.Григорьева, Л.Андреева, В.Сидоров (Тăрмăш), Е.Фомина (Нÿшкасси), …
тĕплĕнрехÇĕнĕ çул çывхарса килет. Çавна май çывăх тăванăмсене, ырă чунлă çынсене хаçат урлă тав туса уяв ячĕпе саламлас тетпĕр. Куккин Тушкилте пурăнакан ырă та туслă ачисене Галина Семеновнăпа Елена Семеновнăна, Любовьпа Надежда Семеновнăсене, Канадăра пурăнакан Валентина Семеновнăна, Виталий Семеновичпа унăн мăшăрне Тамара Николаевнăна, куккин мăнукне Владислав Харитонова, Шупашкарта пурăнакан Евдокия …
тĕплĕнрех