
Шăматкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕнче йĕркеленĕ тепĕр мероприятие хутшăннă. Вăл çар ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Пирĕн пата Раççей Геройĕ Евгений Германович Борисов, Юрий Иванович Григорьев тата Вячеслав Николаевич Чеботарев килнĕ.
Çавра сĕтел хушшинче вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассине, Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тунисен паттăрлăхне сÿтсе явнă.
Владимир Борисович сумлă …
тĕплĕнрех
Тăвайри «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи учрежденире пултаруллă воспитательсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Наталья Александровна Колоколова.
Ку ача садĕнче 2014 çултанпа, ăна уçнăранпа, ĕçлет Н.Колоколова. Аслă пĕлÿллĕ педагог. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психолога вĕренсе тухнă. Ĕçленĕ хушăрах çак аслă вĕренÿ заведенийĕнчех шкулчченхи учрежденире ĕçлекен воспитатель дипломне алла илнĕ.
Наталья Александровнана ачасем юратаççĕ, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет …
тĕплĕнрех
Нарăс уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Йăнтăрчă, Тенеяль, Улянкă ялĕсенче иртнĕ пухусем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ вĕсенче малтан.
Пĕлтĕр Йăнтăрчă ялĕнче 2 шыв башни улăштарнă, Тенеялĕнче шывпа тивĕçтерекен системăна çĕнетнĕ. Йăнтăрчăри - Гагарин, Улянкăри Терешковапа Чапаев ячĕллĕ урамсенчи çулсене тунă, ялсене кĕнĕ çĕрте стелăсем лартнă.
Кăçалхи проблемăсенчен пĕри - Йăнтăрчăри шыв системине йĕркене …
тĕплĕнрех
Муниципалитетсенчи ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă культура учрежденийĕ-сен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта пурĕ 75 заявка тăратнă, 41-шĕ муниципалитетсенчи культура çурчĕсенчен, 34-шĕ - культура ĕçченĕсенчен.
Пирĕн районтан Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ «Ялти чи лайăх культура çурчĕ» номинацие хутшăнма заявка тăратнă. Заявкăсене пăхса тухнă хыççăн çĕнĕпуянкассисем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.
Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ районти тата республикăри конкурссене хутшăнассипе лидер …
тĕплĕнрех
Надежда Григорьевна Ершова Тăрмăшри шкулчченхи учрежденире 35 çул ĕçлет, çав шутра коллектива чылайранпа ертсе пырать. Пĕтĕм чун хавалне парать пĕчĕк çынсене садикре яланах лайăх пултăр тесе, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытса тăрăшать ертÿçĕ.
Нÿшкасси ялĕнче кун çути курнă вăл, Элпуçĕнчи вăтам шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Аттестат панă хыççăн вĕрентекен пулма ĕмĕтленекенскер Канашри педагогика училищине çул тытнă, …
тĕплĕнрехЧăваш Енри аграрисем 2020 çула аван кăтартусемпе вĕçленĕ. Мĕнпур категорири хуçалăхсем ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин индексĕ 105 процентпа танлашнă. Республикăра 113,3 пин тонна (2019 çулхин 92,3 проценчĕ чухлĕ) аш-какай, 437,5 пин тонна (103,5 процент чухлĕ) сĕт, 292,3 млн штук (106 процент) çăмарта туса илнĕ. Çавăн пекех республикăра пурĕ 988,6 …
тĕплĕнрех
Топ-3 новых правил приема от Дмитрия Заграничного
Дмитрий Заграничный пока еще студент, но уже известен далеко за пределами вуза и даже региона. Он закончил школу в Батыревском районе Чувашии, бакалавр направления информатики и вычислительной техники, профсоюзный лидер, один из 100 лучших выпускников университета 2019 года, участник команды КВН «Сборная ЧГУ», побывавшей в эфире Первого канала. …
Алексей Навальныйăн регионсенчи штабĕсен ертÿçи Леонид Волков Ютубри Navalny Live программăра оппозиционер тусĕсем çывăх вăхăтра çĕнĕ протест акцийĕсем ирттерме хатĕрленменни çинчен евитлерĕ. Мĕнле апла? - тин çеç питĕ паттăр, тĕнчене çавăрса хума хатĕрччĕ вĕт-ха…
Волков ăнлантарнă тăрăх, кашни эрнере митингсене тухсан арестленисен, патак çинисен йышĕ кăна хушăнса пырĕ, штабсем ĕçлейми …
тĕплĕнрех
Иртнĕ çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлачăн 18-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Чăваш халăх поэчĕн П.П.Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас тĕллевпе, ăна халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем - 2021» регион фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата Самар, Ульяновск облаçĕсенчен пĕтĕмпе 235 ача хутшăнчĕ. Вĕсем П.Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ …
тĕплĕнрех
Тăвайри халăха социаллă хÿлĕх паракан центрăн мобильлĕ бригади тыл ĕçченĕсем тата социаллă хăрушлăхри çемьесем мĕнле пурăннипе интересленнĕ.
Бригада членĕсем - О.Ю.Егорова, Н.В.Ефимова тата А.В.Петрова çак кунсенче Тĕмерти ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе калаçнă. Пурĕ 6 тыл ĕçченĕпе тĕл пулнă. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсем çинчен аса илнĕ, ырлăх-сывлăх, юрату суннă ватăсене. Социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсемпе консультацисем панă тĕрĕслевçĕсем
тĕплĕнрех