1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Апрель 2025 г.

Районта сумлă ватăсене килĕсене кайса саламласси ырă йăлана кĕнĕ.

Тушкилте пурăнакан Нина Варфоломеевна Морякована çак кунсенче Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне çитернĕ. 90 çул тултарнă ятпа ĕç ветеранне район тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Владимир Михайловпа Александр Трофимов, çывăх çыннисем саламланă. Чĕрĕ чечек çыххипе, парнесемпе савăнтарнă. Вăл хăйне çакăн пек чысланăшăн чĕререн тав тунă.

Чăнах та, пысăк …

тĕплĕнрех
26 марта 2021 г. 10:13

Кашни çын çĕр çине çут тĕнчепе киленсе пурăнма çуралать, çутă малашлăха ăнтăлать, çĕр-аннемĕре хисеплесе мирлĕ ĕçпе çĕнĕ кунăн илемне савать. Пирĕн мăн кукаçи-кукамайсем те, мăн асаттесемпе асаннесем те çутă ĕмĕтсемпе пурăннă.

Анчах вăрçă... 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историйĕнче яланлăхах хурлăхлă кун пулса юлчĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех ыттисемпе пĕрле чăваш ывăлĕ-хĕрĕ те Тăван …

тĕплĕнрех
26 марта 2021 г. 10:07

Йывăр пулчĕ кăçалхи хĕл, юр çине юр çурĕ, çине-çине çил-тăман алхасрĕ, тултарман вырăн хăвармарĕ. Çулсене пăхса тăракансем уйрăмах канăç курмарĕç хĕл каçа: хĕвсе лартнă кĕртсемпе кĕрешрĕç, çулсене юртан тасатрĕç, хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапрĕç, пăрлаклă вырăнсене ирĕлме пулăшрĕç тата ытти те. Ĕçсен калăпăшĕ нумай хут ÿснĕ пулсан та, Тăвайран Канаш, Чутей тата Вăрмар еннелле тăсăлакан трассăсем, …

тĕплĕнрех
22 марта 2021 г. 11:15

Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕпе Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ вырăнта семинар йĕркеленĕ.

Енĕш Нăрваш шкулне Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçисем Г.Л.Никифоровпа Ю.Е.Анисимова килсе çитрĕç.

Шкулпа паллашнă хыççăн чăваш чĕлхи кабинетĕнче пиллĕкмĕш тата çиччĕмĕш классенче вĕренекенсемпе тĕлпулу иртрĕ. Пĕлĕве ÿстермелли канашлăва Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалларĕç.

1941 çулхи юпапа …

тĕплĕнрех
22 марта 2021 г. 11:11

Иртнĕ эрнере районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен пленумĕ пулнă. Унта обществăлла пурнăçра активлăх кăтартакансем пухăннă.

Малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Г.Куклов сăмах илнĕ, аслă ăрури çынсен харсăрлăхне палăртнă, пуçаруллă ветерансене ырăпа асăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен республикăри канашĕн Хисеп грамотине Г.Егорована панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Тавне - …

тĕплĕнрех
22 марта 2021 г. 11:06

Тăвайри культура çурчĕ умне нумаях пулмасть юртан тасатрĕç, уяврисене утса çÿреме меллĕ пултăр тесе яп-яка турĕç лапама. Иртнĕ шăматкун вара унта ирех шăплăх хускалчĕ. Суту-илÿ тумалли, вăйă-кулă, тĕрлĕ конкурс ирттермелли вырăнсене тирпейлеме, сĕтелсем вырнаçтарма, будкăсем лартма пуçларĕç тивĕçлĕ çынсем. «Сывă-и, çуркунне?» тата «Сывă пул, хĕл» тесе çырнисем те вырăн тупрĕç. Хĕл карчăкĕсем те нумай кăçал, …

тĕплĕнрех
22 марта 2021 г. 11:02

Нумаях пулмасть уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн сотрудникĕсем хăйсен профессионализмне ÿстерсе, саккунпа урлă пулнă çынсемпе ĕçлессине лайăхлатсах пыраççĕ. Çак тытăмра тăрăшакан сотрудниксене тата ветерансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, çăмăл мар службăра ăнăçусем, ырлăх-сывлăх, телейпе тăнăçлăх суннă.

Василий Валерианович Федоров Раççейĕн ФСИН тытăмĕнче Чăвашран …

тĕплĕнрех
22 марта 2021 г. 10:51

Михаил Антонович Медведев (15.11.1922-10.05.1996 ç.ç.) Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. Ялти шкул директорĕнче ĕçленĕ. Ачасене тĕрлĕ енлĕ ăс пама нумай тăрăшнă. Спорт енĕпе, радио-физика, çутçанталăк пулăмĕсене тĕпчеме, таврапĕлÿ, тĕрлĕ ĕçсене хăнăхтарнă. Шкулти музее чылай экспонатпа пуянлатнă, ял историне тĕпченĕ. Нишер çырминче шыв арманĕ пулнă вырăнтан авалхи пысăк чул-палăка чавса кăларнă, анчах ăна техника пулманран уçă вырăнта тĕпчеймен, …

тĕплĕнрех
22 марта 2021 г. 10:31

Об этом на встрече Главы республики с представителями региональных отделений политических партий рассказал руководитель Штаба общественного наблюдения Александр Белов.

«Задача Штаба – подготовить общественных наблюдателей на выборах. Надо подготовить более 2200 наблюдателей, по двоих на каждый избирательный участок. Вторая задача – информирование о ходе предвыборной кампании. Наблюдатели не просто должны сидеть и смотреть в потолок. …

тĕплĕнрех
17 марта 2021 г. 10:46

Тăвай районĕн 2020 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлура ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăри чылай ĕçчене хисеплĕ ят парса, тав хучĕпе тата грамотăсемпе чысланă.

Вĕсен хушшинче Любовь Михайловна Новикова та пулчĕ. Вăл асăннă предприятин сĕт-çу комплексĕнче скотникре тăрăшать, пĕр-икĕ çул çеç те мар, çак ĕçе чылайранпа …

тĕплĕнрех
12 марта 2021 г. 6:26