
Районта 2021 çулхи пысăк тухăçшăн пыракан кĕрешÿ иртнĕ эрнерех пуçланнă ĕнтĕ. Çĕрĕçлекенсем кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ, сÿрелесе нÿрĕк хуплаççĕ, культиваци туса çĕр хатĕрлеççĕ, акаççĕ. Çапла апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне 1800 гектар çинчи кĕр калчисене тата 1020 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене удобрени парса апатлантарнă, курăксемпе кĕр калчисене пиншер гектар сÿреленĕ. Çĕртме сухине …
тĕплĕнрех
Юлия Михайлова Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Тăвай ялĕнче пурăнать. 1984 çултанпа пĕр улшăнмасăр 37 çул район больницинче юн тата ытти анализсем илекен лабораторире санитаркăра тăрăшать. «Типтерлĕ, хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлать»,—теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн, хĕрпе ывăлне аслă пĕлÿ пама пĕтĕм вăй-халне панă çирĕп кăмăл-туйăмлă хĕрарăм. Юлия Григорьевна вăрçă участникĕсен çемйинчен. Çак кунсенче …
тĕплĕнрех
Чăваш Енре ку çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçлани 80 çул çитнине халалланă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхĕччен чăваш халăхĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев рубежне тума хастар хутшăннă.
Манăн мăн асанне Феодосия Андреевна Полякова (Смирнова) çак ĕçе хутшăнакансенчен пĕри.
Вăл 1924 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Тĕвенеш ялĕнче чухăн хресчен …
тĕплĕнрех
Чернобыль инкекĕ пирĕн тавралăхпа, çут çанталăкпа çăмăлттайла, пĕр шухăшсăр тата чунсăр пулмалла маррине аса илтерсе тăракан сÿнми вучах пулса тăрать. 35 çул иртрĕ Чернобыльти атомлă электростанцире пĕтĕм тĕнчене кисретнĕ хăрушă инкек пулнăранпа, аварие пĕтернĕренпе. Анчах тата вун-вун çул хыçа юлсан та этемлĕхшĕн çак тÿрленми суран çаплипех чун-чĕрене ыраттарса тата ăша вĕçтерсе, хумхантарса тăрĕ.
Тăвай районĕн …
тĕплĕнрех
Раççей Президенчĕ Владимир Путин йăлана кĕнĕ йĕркепе Федераци Пухăвне - чăннипе вара, Раççей Федерацийĕн пур гражданĕ патне те - çулленхи Çырупа тухрĕ, унта вăл çĕршыври лару-тăрăва, шалти тата тулашри политикăн тĕп çул-йĕрĕсене палăртрĕ.
Президент Çырăвĕ вăл - программăллă документ, унта çĕршыв аталанăвĕн стратегиллĕ çул-йĕрĕсене çывăх малашлăх валли кăна мар, нумай çуллăха палăртнă, вăл Раççее тĕреклетсе …
тĕплĕнрех
Чăваш чĕлхи кунне халалласа Тăрмăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем ялти вăтам шкулти 7-8 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç (класс ертÿçисем - З.Григорьевапа Н.Разина). Культура çурчĕн ертÿçи Е.Матросова чăваш чĕлхин асамлăхĕ çинчен питĕ ытарлă каларĕ. Чăвашсем хăйсен çырулăхне ĕлĕкхи тĕрĕсенче те палăртнă, ăна вулама пултарнă.
Елена Николаевна асламăшĕн 1898 çулхи кĕпине ятарласа тăхăнса килнĕ, мĕншĕн тесен кĕпе çинче …
тĕплĕнрех
Пĕтĕм Раççейри «Архиври каç» акципе килĕшÿллĕн иртнĕ эрнере районта «Чĕмсĕр чикĕсем тунисене халалласа» çавра сĕтел иртнĕ. Тăвайри ача-пăчапа çамрăксен центрĕн пысăк та хăтлă конференцзалĕнче общественноç, ветерансен канашĕн представителĕсем, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем - «Следопыт» шырав отряд членĕсем паянхи актуаллă темăна сÿтсе явма пухăннă.
Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов сăмах илсе, …
тĕплĕнрех
Тăвайри тĕп библиотекăна районти таврапĕлÿçĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Мероприятие районти краеведсен канашĕн председателĕ В.А.Александров уçрĕ. Тăвай ен историйĕнчи халиччен пичетре пулман тата паллă мар фактсем пирки каласа кăтартрĕ Василиий Анатольевич. Хальхи таврапĕлÿçĕсен кăсăк та тивĕçлĕ ĕçĕсене ăшшăн асăнчĕ.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Ломоносов тухса калаçрĕ. «Таврапĕлÿçĕсем историри хăш-пĕр самантсене тĕрлĕ куçпа пăхаççĕ. Тавлашура вара тĕрĕслĕх …
тĕплĕнрех
Иртнĕ эрнеренпех Тăвай ялĕ хушшинчи тата Вăрмар енчи асфальтлă çулсене юсаççĕ. «СтройТЕК» ООО (хуçи А.В.Васильев) ĕçченĕсем, пысăк шăтăк-путăксене ятарлă «сивĕ» асфальтпа саплаççĕ. Малтанах унашкал шăтăк-путăка тасатаççĕ, вĕртерсе кăлараççĕ, кирлĕ пулсан газпа усă курса типĕтеççĕ те «сивĕ» асфальт хурса тикĕслеççĕ. Халĕ, çанталăк ăшăтса пынă май, вĕри асфальтпа усă курса та пысăк мар шăтăк-путăксене, çурăксене йĕркене кĕртме …
тĕплĕнрех
Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче тĕнче уçлăхне пуçласа Ю.А.Гагарин «Восток-1» караппа çĕкленнĕренпе 60 çул çитнине халалласа ятарлă выставка йĕркеленĕ.
Çак паллă кун, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5, 7, 10 класра вĕренекенсем космонавтсен кун-çулĕпе, космос историйĕпе паллашрĕç. Выставкăра кĕнекесем, тĕрлĕ вăхăтри хаçатсенчи статьясем, космонавтсен малтанхи отрядĕнчи сăн ÿкерчĕксем, космонавтсем çĕр çине …
тĕплĕнрех