Çухатусăр тата май килнĕ таран кĕске вăхăтра. Çакăн пек тĕллев тăрать ял ĕçченĕсем умĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса илессипе.
Ку вăхăт тĕлне республикипе 100 пин гектар ытла ?35 процент% пухса кĕртнĕ пулсан, пирĕн районта - 4410 гектар ?36 процент%. Çав вăхăтрах Андрей Моряков, Вячеслав Николаев, Валентин Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Акконд-агро фирма» АО, «Дружба» …
тĕплĕнрехРайонти Общество канашĕ коронавирусран вакцинаци тăвас ыйтăва çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явнă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин Общество палатин, районти Общество канашĕн членĕ Николай Казаков, районти Общество канашĕн председателĕ Владимир Шакров (сăн ÿкерчĕкре),Тăвай больницин врач-эпидемиологĕ Алексей Петров, районти «Ял ĕçченĕ» хаçат редакторĕ Людмила Якку, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн аслă …
тĕплĕнрехНумайранпа Тенеялĕнче тĕпленсе пурăнакан Надежда Константиновна Анисимова (сăн ÿкерчĕкре) Етĕрне хĕрĕ. Тăвай ене Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен направленипе ĕçлеме килнĕ вăл.
Тенеяль çамрăкĕпе Виталий Анисимовпа мăшăрланса, яланлăхах кунта юлнă, вырăнти ветпунктра ĕçленĕ, ытти ветеринарсемпе пĕрле халăхăн тата колхозăн выльăхĕсене пăхса тăнă, профилактика ĕçĕсене мала хунă. Эмелпе çеç мар, сиплĕ курăксемпе те пĕлсе анлă …
тĕплĕнрехРайонта Эль кÿллине пĕлмен çын çук пулĕ. Çутçанталăк пуянлăхĕ вырăнне йышăнса Хĕрлĕ кĕнекене те кĕртнĕ ăна. 1968 çултанпа пĕлетĕп çак илемлĕ вырăна. Вăрмар районĕнчи Чупай шкулĕнчен 8 тата 10 классенчен вĕренсе тухнисем, икĕ класс ачисем, компаспа вăрман витĕр килтĕмĕр. Ун чухне кÿлĕ сарлакаччĕ, хырĕсем çÿллех марччĕ. Çав çавра кÿлĕ хĕрринче …
тĕплĕнрехРайонта шкулсене кăçалхи вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме пуçланă.
Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пыракан комисси Чутейри, Тĕмерти, Мучарти, Тăвайри шкулсене, район центрĕнчи «Радуга», пĕрремĕшпе иккĕмĕш номерсемлĕ шкулчченхи учрежденисене çитсе курнă, юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă.
Канализаци, шывпа тата ăшăпа тивĕçтерекен системăсем, пушарпа терроризм хăрушсăрлăхĕн хатĕрĕсем мĕнле ĕçленипе интересленнĕ, …
тĕплĕнрехНумаях пулмасть республикăра вакцинаципе çыхăннă ыйтусене хуравлама «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕренÿ министрĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, «Хула тĕп больници» сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Татьяна Маркелова çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Владимир Степанов республикăри коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва çивĕч, анчах та стабильлĕ тесе …
тĕплĕнрехИюлĕн 22-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 1023 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене çапса илнĕ, йĕтемсене 1960 тонна çĕнĕ тырă кĕнĕ. Пĕр гектар пуçне вăтам тухăç 19,2 центнерпа танлашать.
Çĕнçырмари В.В.Николаев фермер та 78 гектар çинчи кĕрхи тулла çапса илнĕ иртнĕ кунсенче. Çул хĕрринче пулнă май, пăхмах тикĕс те хÿхĕм курăнатчĕ асăннă тырă …
тĕплĕнрехЧăваш Енри халăхăн пурнăç шайне ÿстерессине ЧР 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă. Асăннă программăпа экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕн-че, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре тата ытти сферăсенче кашни муниципалитетăн аталану планне çирĕплетнĕ. Тăвай районĕнче хальхи вăхăтра культурăри мĕнлерех ĕçсем пурнăçланаççĕ, малашлăхра мĕнле тĕллевсем тăраççĕ/ Çак ыйтусен хуравне тупма çак кунсенче республикăри культура, национальноçсен …
тĕплĕнрехТăвайри ятарлă программăсен заведующийĕ А.Федоров, экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ В.Шерне, профилактика тата надзор ĕçĕсен пайĕн сотрудникĕсем - В.Михайловпа Д.Григорьев, полици уйрăмĕн участковăйĕ Н.Шамбулин районта пушар хăрушсăрлăх правилисене, санитарипе эпидемиологи йĕркисене мĕнле пăхăннине Тĕмер ял тăрăхне тухса тĕрĕслерĕç.
Тăватă ялти 12 объектра пулнă рейд ирттерекенсем, 50 ытла памятка валеçнĕ, пысăк çитменлĕх-сем тупса палăртман. Çынсемпе …
тĕплĕнрехЧăваш Республикинче 1300 ытла почтальон ĕçлет. Вĕсенчен кашниех вăтамран 875 çын пурăнакан участока тивĕçтерет тата пĕр ĕç кунĕнче 15 çухрăма яхăн тăвать. Пĕр уйăхра Чăваш Ен почтальонĕсем организацисемпе уйрăм çынсене çырăнса илекен кăларăмсем, ахаль йышши тата заказлă çырусем, посылкăсем, счетсем, социаллă тÿлевсем çитерсе параççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ. Нимĕнле çанталăкпа çул-йĕре пăхмасăр куллен клиент патне çитеççĕ …