Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне, çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, 1949 çултанпа паллă тăваççĕ. Хĕрарăмсен халăхсем хушшинчи демократиллĕ федерацийĕ Парижра йышăннă ăна. Раççейре кăçал çак уява 72-мĕш хут уявлаççĕ. Уяв тĕллевĕ — ачасен прависене хÿтĕ-лесси, çул çитменнисен проблемисене тимлĕх уйăрасси, ачасен обществăри пĕлтерĕшне палăртасси. «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелени» регион проектне 2017 çултанпа пурнăçа кĕртме пуçланăранпа парксемпе скверсен тата …
тĕплĕнрехПĕлтĕр Чăваш Ен правительстви килти хушма хуçалăхра ĕне усракансене укçан субсиди парса пулăшрĕ. Çакă кăçал та манăçа юлмарĕ — ял хуçалăх министерстви майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа граждансене ĕне тытма тухакан тăкаксене саплаштармашкăн республика бюджечĕн укçи-тенкинчен субсиди тÿлеме тытăнчĕ.
«2020 çулта пуçласа районта килти хушма хуçалăхсенче ĕне усракансене субсидисем пама тытăннă. Пĕлтĕр çак пулăшăва 33,1 пин хуçалăх …
тĕплĕнрехХалăхсем хушшинчи «Асăну сачĕ» акципе килĕшÿллĕн тăвайсем район центрĕнчи Ленин проспектĕнче 40 тĕп çăка лартрĕç. Пархатарлă çак ĕçе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, Тăвай ял тăрăхĕн представителĕсем, район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисем, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн специалисчĕ-сем, культура çурчĕн ĕçченĕсем пурнăçларĕç. Йывăç хунавĕсемпе, район территорине тирпей-илем кĕртме тата симĕслетме хутшăнса, «Агроторг» ООО («Пятерочка») тивĕçтернĕ.
тĕплĕнрехКăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерÿ парадне Енĕш Нăрваш каччи Василий Владимирович Данилов та хутшăннă. Вăл салтак тÿпине пурнăçлама 2020 çулхине кĕрхи призывпа тăнă.
Мускав облаçĕнчи Кантимировская ячĕллĕ 4-мĕш гварди танк дивизинче çар службинче тăрать вăл. Вĕсен пысăк подразделенийĕн-чен чи маттур 5 салтака парада хутшăнма суйласа илнĕ. Малтанах стройпа лайăх, пĕр тикĕссĕн утма …
тĕплĕнрехТăвайри «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ — Пĕтĕм Раççейри «Эколята — дошколята» проект участникĕ. Проектпа килĕшÿллĕн садикре экологи темипе «Чи лайăх стенд (кĕтес)» конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасене экологи пĕлĕвĕ парасси, культурипе вĕренĕвне аталантарса пырасси, çут çанталăк пуянлăхне, чĕрчунсемпе ÿсентăрансен тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарса упрама вĕрентесси, вĕсен пĕтĕмĕшле тавракурăмне ÿс- тересси, пултарулăхне малалла аталантарасси.
Конкурсра «Одуванчики» …
тĕплĕнрехПравительстви кăçал яла аталантарас ĕçе 220 миллиард тенкĕ ытла хывма хатĕрленни те çакна çирĕплетет. Çитес бюджет проектĕнче вара ял хуçалăх сфери приоритетлă ен пулса тăмалла. Иртнĕ эрнере Патшалăх Думинче отчет тунă май çакăн пирки РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, ял территорийĕсене аталантарас ĕçе патшалăха явăçтармасăр май çук. Ыйтусене комплекслă татса пама влаçăн …
тĕплĕнрехАнатолий Аксаков районта пулнăИртнĕ эрнере пирĕн районта ĕçлĕ визитпа РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ, Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Геннадьевич Аксаков, çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи Олег Юрьевич Моляков тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлович Семенов пулнă. Малтанах Анатолий Аксаков район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа тĕл пулнă. …
тĕплĕнрехСăн ÿкерчĕкре иртнĕ çул Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Ольга Иванована куратăр. Халĕ вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн студентки, харсăр волонтерсенчен пĕри.
Нумаях пулмасть Тăвай пики Чăваш наци телевиденийĕн «Ир пулсан» кăларăмăн хăни пулнă. О.Иванова çу уйăхĕнчи уяв кунĕсене Севастополь хулинче шыравçăсен «Асăну вахтин» экспедицийĕнче ирттернĕ. Хаяр çапăçу пынă сăртлă-туллă вырăнсенче …
тĕплĕнрехПирĕн ентеш Василий Семенов Тăрмăшра çуралнă. Халĕ Мускавра пурăнать, унтах ĕçлет. Шашкăлла выляс ăсталăхне Тăвай районĕнче туптанă. Хăйĕн спорт карьеринче нумай пысăк турнирсене хутшăннă, çĕнтерÿçĕ пулнă, пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Чăваш ятне «Раççей чемпионĕ» шайне çĕкленĕ. Чăваш Енре иртекен турнирсене çулленех хутшăнма тăрăшать Василий Геннадьевич.
Акă çу уйăхĕнче Вăрнарта тата Шупашкарта …
тĕплĕнрехПурнăç çулĕ таçта та илсе çитерет. Темĕн те куратăн, темĕн те илтетĕн. Сывлăх çирĕп, лайăх чухне ăçта каяс тенĕ, унта тухса утнă, мĕнле ĕç тума тĕллев тытнă — тунă. Нимĕн те ыратман чухне вăхăта хаклама пĕлместпĕр çав. Ĕмрипех çапла аван пулать пек туятпăр. «Çынсем япăх кăмăллă»,—тесе сăмахлатпăр вара пĕр-пĕринпе. Е тата сывлăх хуралĕнчи пĕр-пĕр учреждени …
тĕплĕнрех