1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.

Олег ЛОМОНОСОВ, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ:

Вĕрентекен хăйĕн вĕренекенĕ-сене паха пĕлÿ парассишĕн кăна мар, çавăн пекех вĕсенчен тĕрлĕ енлĕ аталаннă, шухăшлама тата тĕрĕс йышăнусем тума пĕлекен, яваплăха туйса тăракан, мал ĕмĕтлĕ те лайăх çын çитĕнтермелли пархатарлă тĕллеве пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлет.

Районти педагогсем хăйсен тивĕçне туллин те чыслăн пурнăçлаççĕ. …

тĕплĕнрех
13 августа 2021 г. 19:24

Пирĕн районти вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама 2021 çулта 45,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Тушкилти шкулта пĕлтĕрех юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Кăçал вара унта вĕренÿ класĕсенче, ытти пÿлĕмсемпе коридорсенче капăрлату ĕçĕсем тумалла, ăшă системине, пушар сигнализацине улăштармалла, фасада илемлетмелле. «СВГ» общество 18874074,70 тенкĕлĕх ĕçсем тума килĕшнĕ.

Кăçалхи тĕпрен юсакан объектсенчен чи пысăкки ку. …

тĕплĕнрех
13 августа 2021 г. 19:04

«Вĕренÿ» наци проектне Тăрмăшри вăтам шкулта мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни пирки Светлана Владиславовна Николаева директорпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

— «50 процент е ытларах юхăннă вĕренÿ организацийĕ-сене тĕпрен юсасси çинчен» программăпа килĕшÿллĕн 2020 çулта «Волгаремстрой» тулли мар яваплăхлă обществăпа 16088975,13 тенкĕлĕх контракт турăмăр,— сăмахне пуçларĕ ертÿçĕ.— Ăшăтакан, шывпа тивĕçтерекен …

тĕплĕнрех
13 августа 2021 г. 18:59

COVID-19 инфекци чирĕнчен вакцинаци тăвассине мĕнле йĕркеленипе вырăна тухса интересленнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.

Организаципе контроль ĕçĕсен, информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕпе Григорий Кукловпа пĕрле Сăхăтпуçĕнчи ФАПа çитсе курнă. Медицина ĕçченĕсемпе, прививка тутарма килнĕ çынсемпе тĕл пулса калаçнă. Чире хирĕç кĕрешессине лайăхлатассипе куллен ĕçлеççĕ пулин те, районта прививка тутармалли майсемпе туллин усă кураççĕ теме çук-ха. …

тĕплĕнрех
10 августа 2021 г. 18:19

Çухатусăр тата май килнĕ таран кĕске вăхăтра. Çакăн пек тĕллев тăрать ял ĕçченĕсем умĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса илессипе.

Ку вăхăт тĕлне республикипе 100 пин гектар ытла ?35 процент% пухса кĕртнĕ пулсан, пирĕн районта - 4410 гектар ?36 процент%. Çав вăхăтрах Андрей Моряков, Вячеслав Николаев, Валентин Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Акконд-агро фирма» АО, «Дружба» …

тĕплĕнрех
5 августа 2021 г. 17:29

Районти Общество канашĕ коронавирусран вакцинаци тăвас ыйтăва çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явнă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин Общество палатин, районти Общество канашĕн членĕ Николай Казаков, районти Общество канашĕн председателĕ Владимир Шакров (сăн ÿкерчĕкре),Тăвай больницин врач-эпидемиологĕ Алексей Петров, районти «Ял ĕçченĕ» хаçат редакторĕ Людмила Якку, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн аслă …

тĕплĕнрех
2 августа 2021 г. 12:36

Нумайранпа Тенеялĕнче тĕпленсе пурăнакан Надежда Константиновна Анисимова (сăн ÿкерчĕкре) Етĕрне хĕрĕ. Тăвай ене Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен направленипе ĕçлеме килнĕ вăл.

Тенеяль çамрăкĕпе Виталий Анисимовпа мăшăрланса, яланлăхах кунта юлнă, вырăнти ветпунктра ĕçленĕ, ытти ветеринарсемпе пĕрле халăхăн тата колхозăн выльăхĕсене пăхса тăнă, профилактика ĕçĕсене мала хунă. Эмелпе çеç мар, сиплĕ курăксемпе те пĕлсе анлă …

тĕплĕнрех
2 августа 2021 г. 12:32

Районта Эль кÿллине пĕлмен çын çук пулĕ. Çутçанталăк пуянлăхĕ вырăнне йышăнса Хĕрлĕ кĕнекене те кĕртнĕ ăна. 1968 çултанпа пĕлетĕп çак илемлĕ вырăна. Вăрмар районĕнчи Чупай шкулĕнчен 8 тата 10 классенчен вĕренсе тухнисем, икĕ класс ачисем, компаспа вăрман витĕр килтĕмĕр. Ун чухне кÿлĕ сарлакаччĕ, хырĕсем çÿллех марччĕ. Çав çавра кÿлĕ хĕрринче …

тĕплĕнрех
2 августа 2021 г. 12:25

Районта шкулсене кăçалхи вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме пуçланă.

Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пыракан комисси Чутейри, Тĕмерти, Мучарти, Тăвайри шкулсене, район центрĕнчи «Радуга», пĕрремĕшпе иккĕмĕш номерсемлĕ шкулчченхи учрежденисене çитсе курнă, юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă.

Канализаци, шывпа тата ăшăпа тивĕçтерекен системăсем, пушарпа терроризм хăрушсăрлăхĕн хатĕрĕсем мĕнле ĕçленипе интересленнĕ, …

тĕплĕнрех
30 июля 2021 г. 22:31

Нумаях пулмасть республикăра вакцинаципе çыхăннă ыйтусене хуравлама «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕренÿ министрĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, «Хула тĕп больници» сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Татьяна Маркелова çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.

Владимир Степанов республикăри коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва çивĕч, анчах та стабильлĕ тесе …

тĕплĕнрех
26 июля 2021 г. 9:52