Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 76 çул çитнине паллă турăмăр. 1945 çулхи майăн 29-мĕшĕнче Верховнăй главнокомандовани ставкин 1109-5-мĕш номерлĕ ятарлă Директивĕпе килĕшÿллĕн 1-мĕш Белорусси фронтĕнчи тĕрлĕ çар пĕрлешĕвĕсенчен Германири уйрăм çар ушкăнне (ГСОВГ) тăвасси çинчен йышăннă. Асăннă çар ушкăнне йĕркелесе янă кун вара çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕ пулса …
тĕплĕнрехАчасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти çул çитмен çамрăксен социаллă реабилитаци центрĕнче пулнă. Унта «Атăлçири чи ăнăçлă çемье» конкурсăн регион тапхăрĕнче çĕнтернĕ çемьесемпе çавра сĕтел хушшинче тĕлпулу иртнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.НИКОЛАЕВ ачасене хÿтĕ-лемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламланă:
«Çакă ача-пăчан чи савăнăçлă та юратнă …
тĕплĕнрехÇĕртмен 1-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти çу уйăхĕн 24—30-мĕшĕсенче йĕркеленĕ малтанхи сасăлава пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннă республика çыннисен шучĕ рекорд шайĕн-че пулнă — 181 пин те 27 çын. Çĕнтерÿçĕсене халăх сасăласа палăртнă.
Малтанхи сасăлавăн тĕллевĕ мĕнре-ха? Суйлава хутшăнакан кандидатсен списокне хатĕрличчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти республикăра пурăнакансемпе канашлать: çынсем ытларах кама шанаççĕ? Чи …
тĕплĕнрехЧăваш Енре ку çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçлани 80 çитнине халалланă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхĕччен чăваш халăхĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хастар хутшăннă. Манăн хуняма, Клавдия Федотовна Федотова, çак çăмăл мар ĕçе хутшăннисенчен пĕри. «Кунта эпир окоп чавнă, хĕн-хур курнă»,—тенĕччĕ вăл темиçе …
тĕплĕнрехÇу уйăхĕнче Гатчина хулинче (Ленинград облаçĕ) «Педагог: профессия. Призвание. Искусство» ятпа Пĕтĕм Раççейри вĕрентекенсен иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Тĕрлĕ регионтан 230 çамрăк специалист хутшăннă унта. Чăваш Енрен çак чыса Çĕмĕрлери 1-мĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физика учителĕ Валентин Афанасьев тивĕç пулнă. Вăл пирĕн ентеш, Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.
«Сурский …
тĕплĕнрехРеспубликăри муниципаллă районсенчен чылайăшĕнче Сосновски пултăран (борщевик Сосновского) питĕ сарăлнă, вăл çĕнĕрен çĕнĕ лаптăксене çĕнсе илет, пĕр Етĕрне районĕнчех 78 гектар çĕре çак путсĕр çумкурăк ярса илнине палăртаççĕ, республикипе вара 300 гектара яхăн теççĕ. Вăл çынсемшĕн те, выльăх-чĕр- лĕхшĕн те, тавралăхшăн та сиенсĕр мар.
ЧР ял хуçалăх министерстви «Чăваш Республики …
тĕплĕнрех«Пĕтĕмпех фронт валли - пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» Çак девизпа вăй хунă Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче тылра ĕçлесе пурăнакансем. Çулталăк каялла тума тытăннă ĕçре паттăрлăх кăтартнă малтанхи çирĕм хула списокĕнче кăçал тепĕр вуникĕ хула хушăннă, унта Шупашкар та кĕме тивĕçлĕ пулнă.
Вăрçă çулĕсенче Чăваш Ен тĕп хули эвакуаципе хăрушă вырăнсенчен куçса килнĕ пин-пин çынна йышăннă, вунă ытла …
тĕплĕнрехКăçал пирĕн районта тăватă çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăваççĕ тата Тушкилти шкула юсаççĕ.
Асăннă объектсене пурне те республикăри адреслă инвестици программинче шута илнĕ тата укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ.
Юлашки çулсенче районта ку чухнехи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сахал мар фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем Чÿкçырминче, Çĕнçырмара, Сăхăтпуç- ĕнче тата …
тĕплĕнрехÇитес çулта хăтлăх кÿмелли общество лапамĕсемшĕн сасăламалли тапхăр çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет.
Сасăлав 21ĕgorodsredaĕru сайтра иртет. Портала республикăри 25 хула-районăн 75 дизайн-проектне вырнаçтарнă. Çав шутра Тăвай районĕн 2 проект: «Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи сквера хăтлăх кÿресси» тата «Тăрмăш ялĕнчи культура çурчĕ умĕнчи территорие хăтлăлатасси».
тĕплĕнрехТăвайри вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн «Шкула — герой ятне» патриотла проектне хапăл тунă. Общественниксен пуçарăвĕпе асăннă вĕренÿ учрежденине Совет Союзĕн Геройĕн Петр Харитонович Бухтуловăн ятне параççĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул тултарас умĕн ОНФăн Чăваш Енри активисчĕсем тата Тăвайри вăтам шкул коллективĕ Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранне, Совет Союзĕн Геройне Петр Бухтулова ĕмĕрлĕхе асăмлă тăвас …
тĕплĕнрех