Ĕнер республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Тăвай енре ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Вăл район тата администраци пуçлăхĕсемпе Александр Шакинпа тата Владимир Михайловпа тĕл пулнă малтан. Унта больницăн тĕп врачĕ Алексей Степанов хутшăннă. Вĕсем Çĕнçырмара, Чÿкçырминче, Сăхăтпуçĕнче, Улянкăра ФАПсем, Тушкилте врач амбулаторийĕ тума пуçлас ыйтусене пăхса тухнă, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ …
тĕплĕнрехРайонта коронавирус инфекцийĕнчен хÿтĕленсе массăллă вакцинаци тăвасси малалла пырать. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне прививкăн пĕрремĕш тапхăрне 983 çын, 740 çын пĕтĕм курсне тухнă.
Районĕпе пĕтĕмпе 339 çын ковидпа чирленине шута илнĕ. Чире пула кăçал 6 çын, иртнĕ çул 11 çын вилнĕ. Юлашки эрнесенче инфекциленнисен хисепĕ хăпарнине палăртрĕ тĕп врач çумĕ Т.Д.Игнатьева, 20 çынран иртнĕ. Вĕсен …
тĕплĕнрех«Ял ĕçченĕ» хаçатăн кăçалхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнчи номерĕнче Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакан Лаврентий Данилов таврапĕлÿçĕ пичетлесе кăларнă «Манăçми вĕрентекен» статья мана та хам енчен хушса çырас кăмăлăма хускатрĕ. Тĕрĕс ĕнтĕ, хамăра вулама-çырма вĕрентнĕ пĕрремĕш учителĕн сăнарĕ кирек камăн асăнче те яланлăхах асра юлать.
1960-1980 çулсенче ялти шкула çÿренĕ ачасем кĕçĕн классемпе ĕçленĕ Таисия Каримовна Тимакова, Анна …
тĕплĕнрех«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса, ачасен сывлăхне упрас тата вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе Элпуç шкулĕнче те чылай ĕç туса ирттерчĕç.
Вĕрентекенсем «Сывă çыншăн пурте ырă» ятпа классен сехечĕсенче наркотикла хатĕрсен, пирус, эрех-сăра сиенĕ çинчен калаçрĕç, викторинăсем, тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕç. Уйрăмах ÿкерчĕксен конкурсне ачасем хастар хутшăнчĕç. Шкулта вĕсен ĕçĕсенчен курав та йĕркелерĕç. Кĕçĕн классенчен 3-4-мĕшĕсем …
тĕплĕнрехИртнĕ эрнере Канаш хулипе Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов Октябрь выçăлккинче пурăннă Кирилл Егорович Егоровăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе докуменчĕ-сене йăмăкне, Нина Егоровна Иванована панă.
Н.Иванова - суту-илÿ сис-темин ветеранĕ, 1953-1991 çулсенче малтан ревизорта, бухгалтерта, унтан сутуçăра тăрăшнă. 62 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăм. Мăшăрĕ, Павел Иванович, «Новый путь» колхозра трактористра тăрăшнă, пенсие …
тĕплĕнрехТăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитет кĕçех. Пĕлтĕр пандемие пула юбилей парадне Раççейре онлайн мелĕпе ирттерчĕç. Кăçал вара çар çыннисем парадра утма хатĕрленеççĕ-ха, тренировкăсем тăваççĕ.
Шăп çак кунсенче пĕр кивĕ сăн ÿкерчĕк ал айне пулчĕ. Унта район ертÿçисенче вăй хунă Валерий Николаевич Павловпа Михаил Семенович Терентьев Тăвай енри сумлă хĕрарăмсемпе сăн ÿкерттернĕ, …
тĕплĕнрехКăçалхи май уявĕсем умĕн Тăвайри «Коммунальник» ОООна туса хунăранпа вунă çул çитрĕ. Асăннă обществăн пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ çынсен пурнăçĕпе хăтлăхĕшĕн тимлессипе, вĕсен ырлăхĕпе интересĕ-сене мала хурассипе çыхăннă. Çакна директорăн ĕç пÿлĕмĕнче вырнаçтарнă дипломсем, хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем сахал мар обществăн, кунта ĕçлекенсем вунă çул хушшинче Тăвай енре тата Тăвай ялĕнче пурăнакан çынсемшĕн …
тĕплĕнрехРеспублика шайĕнчи «Хунав» конкурс-фестивалĕн район тапхăрĕ çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Вăл 3 номинаципе иртрĕ: «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах». «Асамат кĕперĕ» ача сачĕн воспитанникĕсем «Асамлă юмах тĕнчи» номинацире «Çарăк» юмаха выляса муниципалитет шайĕнчи çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Постановкăн сценарине Галина Николаевнапа Лилия Радиевна воспитательсем туса хатĕрленĕ. Халĕ кунти пĕчĕк артистсем хăйсен пултарулăхне республика шайĕнче …
тĕплĕнрехРайонта 2021 çулхи пысăк тухăçшăн пыракан кĕрешÿ иртнĕ эрнерех пуçланнă ĕнтĕ. Çĕрĕçлекенсем кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ, сÿрелесе нÿрĕк хуплаççĕ, культиваци туса çĕр хатĕрлеççĕ, акаççĕ. Çапла апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне 1800 гектар çинчи кĕр калчисене тата 1020 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене удобрени парса апатлантарнă, курăксемпе кĕр калчисене пиншер гектар сÿреленĕ. Çĕртме сухине …
тĕплĕнрехЮлия Михайлова Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Тăвай ялĕнче пурăнать. 1984 çултанпа пĕр улшăнмасăр 37 çул район больницинче юн тата ытти анализсем илекен лабораторире санитаркăра тăрăшать. «Типтерлĕ, хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлать»,—теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн, хĕрпе ывăлне аслă пĕлÿ пама пĕтĕм вăй-халне панă çирĕп кăмăл-туйăмлă хĕрарăм. Юлия Григорьевна вăрçă участникĕсен çемйинчен. Çак кунсенче …
тĕплĕнрех