
Нимĕç фашисчĕсен тамăкĕнчен халăхсене хăтарнă вăрçă ветеранĕсем çуллен сахаллансах пыраççĕ. Районта, акă, пурăнаканнисем те тăваттăн кăна. Пирĕн тĕп тивĕç вара - паттăрсен шăпине ытларахăшĕ пĕлтĕрччĕ тесе тăрăшасси.
Егор Семенович Семенов (19.041906-23.05.1992 ç.ç.) - Сăхăтпуç ялĕнчен. Ывăлĕ Николай каласа кăтартнисене вулакан умне уççăнрах кăларас терĕм.
Вăл мĕн ачаран ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, платниксен бригадирне çитнĕ. 1928-1930 çулсенче …
тĕплĕнрех
Йăлана кĕнĕ тăрăх, район шайĕнче йĕркеленĕ олимпиада çĕнтерÿçисем çуллен шкул чысне Пĕтĕм Раççей тата регион шайĕнче иртекен олимпиадăсенче хÿтĕлеççĕ. Вĕсен шутне пирĕн Тăвайри вăтам шкултан кăçал 4 ача кĕчĕ: Александра Борисова (10 класс), Ева Зудина (9 А), Александр Павлов (8 Б), Ангелина Ялугина (11 А) (сăн ÿкерчĕкре).
Чи малтанах, кăрлач уйăхĕнче, республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри …
тĕплĕнрех
Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнчи тĕлпулăва район тата администраци пуçлăхĕсем А.Шакинпа В.Михайлов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю.Ефимов, вăрçă тата йĕркелĕх органĕсен ветеранĕсен районти организацийĕн председателĕ Р.Гурина, полицин участокри уполномоченнăйĕ А.Петров тата ыттисем хутшăннă.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Егоров иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.
Кăçалхи çул пуçланнă тĕле икĕ ялта пурĕ 1370 çын пурăнать. Гагарин (300 …
тĕплĕнрех
Çулленех республикăра мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕчченхи тапхăрта туберкулез чирĕпе кĕрешмелли «Шурă ромашка» ятпа уйăхлăх иртет. Мероприятин тĕллевĕ - çак хăрушă чир çинчен çынсене ытларах ăнлантарасси, ăна тупса палăртса çийĕнчех сиплеме пуçласси.
Уйăхлăхпа килĕшÿллĕн пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Маргарита Ивановна Никитина райфтизиатр тата ача-пăча консультацийĕнчи Татьяна Семенова медсестра Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче пулчĕç. Малтанах ачасенне …
тĕплĕнрехВун-вун çул каялла пулса иртнĕ ку мыскарана мана хăй вăхăтĕнче хуçалăхпа строительство таварĕсемпе тивĕçтерекенте ĕçленĕ Çитăр Петрович каласа кăтартрĕ. Вăл вăхăтра укçа-тенкĕ пулсан та хăвна кирлĕ нумай япалана тупса илме май килмен, дефицит шутланнă вĕсем е, урăхла каласан, çителĕксĕр пулнă. Анчах çав япаласемех камшăн пур, камшăн çук иккен. Çитăр Петровичшăн …
тĕплĕнрех
Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче 15 çул ытла тăрăшать Валентина Мефодьевна Новикова. Килен-каянпа яланах сăпайлă, кăмăллă вăл, пулăшма тăрăшать.
Валентина Мефодьевна Шупашкарти педагогика институчĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломне илнĕ хыççăн 14 çул ачасене вĕрентнĕ. Тĕрлĕ обществăлла ĕçсенче пуçаруллă вăл: хĕрарăмсен районти совечĕн, суйлав комиссийĕн членĕ. Районти культура мероприятийĕсене ертсе пырас ăсталăхĕ пысăк, республикăри спорт ăмăртăвĕсенче район чысне …
тĕплĕнрех
Виçĕмкун Тăвайра районăн 2020 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тата 2021 çул валли тĕллевсем палăртнă.
Район администрацийĕн пысăк залĕнче иртнĕ канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Вячеслав Борисов, ЧР ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Марина Загребаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, район пуçлăхĕ Александр Шакин, администраци пуçлăхĕ Владимир Михайлов, район прокурорĕ, районти …
тĕплĕнрех
Тăвай енри кооператорсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, районти тавар туянакансене туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ, суту-илÿпе хатĕрлев ĕçĕсене çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ, çăкăрпа булка изделийĕсем пĕçереççĕ, çынсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн залĕнче пĕрле пухăнса 2020 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ «Тăвайри кооператив» потребобщество коллективĕ иртнĕ эрнекун. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ Ирина …
тĕплĕнрех
Сăн ÿкерчĕкре эпир Федор Филиппович Портнова куратпăр. Вăл Сăхăтпуç тăрăхĕнче кăна мар, районпа унăн тулашĕнче те паллă çын. Федор Филиппович 1905 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. Ял ачи пулнă май, ача чухнех çĕр ĕçĕпе тăрмашнă, çут çанталăка юратнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Каччă çулне çитсен ăна салтака илнĕ, Белоруссири Липель хулинче хĕсметре тăнă вăл. Салтак тивĕçне …
тĕплĕнрех
Тăвайри краеведени музейĕ ятарласа тунă çуртра (232 тăваткал метр) 1986 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Унăн пĕрремĕш директорĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александр Семенович Семенов пулнă. 1990 çулта «Халăх музейĕ» ята тивĕçнĕ вăл.
Çар Мухтавĕн залĕнче Павел Меркурьев художникăн район территорийĕнче тăшманран хÿтĕленсе окопсем чавнине кăтартакан диорами пысăк вырăн йышăнать. Кунтах фронтовиксен …
тĕплĕнрех