Тăрăшса ĕçлесе хуçалăхăн ÿсĕмне хушаççĕ тесе çырнăччĕ эпĕ пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Тушкилти Дмитрий Юрьевич Алексеевăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем пирки. 2020 çула вĕсем аван кăтартусемпе вĕçленĕ: хуçалăхра сăвакан ĕнесен йышĕ хушăннă, сĕт туса илесси умĕнхи çулхи 180 тоннăран 234,6 тоннăна, аш-какай 3,9-тан 9,5 тоннăна çитнĕ. Сĕт хушăмĕ уйрăмах сулмаклă - 54,3 …
тĕплĕнрех
Çирĕм пĕр çул шăкăл-шăкăл, малашлăха ырă шанчăкпа пăхса пурăнаççĕ Чутейри Сергейпа Алина Кабартовсем. Кĕçĕн çырма урамĕнчи хĕрпе каччă 2002 çулта пĕр-пĕрне юратса йăва çавăрнă. Çулсем иртнĕ май çемьене виçĕ «çĕнĕ кайăк» вĕçсе кĕнĕ: 2 ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерет çак туслă мăшăр. Хăйсен вăхăтне ачисене халаллаççĕ вĕсем, килĕнче тăнăçлăхпа ырлăх пултăр тесе пĕтĕм вăй-халне параççĕ.
Асли …
тĕплĕнрех
Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухнă. Çак паллă пулăм Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Республика ертÿçи иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă, пурнăçăн тĕрлĕ сферинчи ыйтусене тарăннăн тишкерсе тухнă.
«Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайне ÿстересси»,-тÿрех палăртнă Олег Алексеевич.
Чи …
тĕплĕнрех
Чăваш патшалăх художество музейĕнче ЧАССР тата РСФСР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧАССР халăх художникĕ Н.К.Сверчков çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Телее туптамалла» курав уçăлать кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, 16 сехетре.
Никита Кузьмич - Чăваш Енри профессиллĕ сăнарлă искусствăна хываканĕ. Хăйĕн пурнăç çулĕнче вăл иртнĕ çулсемпе хальхи вăхăтри чăнлăхăн тĕп пулăмĕсене сăнарлакан чылай произведени хайланă. «Эпĕ …
тĕплĕнрех
Ку сăн ÿкерчĕкре Сăхăтпуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ Мария Птицына, Елизавета Касмыкова, Евдокия Чернова техслужащисем сăнланнă. Кашнин аллинчех чечек çыххисемпе хисеп хучĕсем. Шкулĕ хупăннă пулсан та, ĕçчен хĕрарăмсене ырăпа аса илеççĕ. Кам маларах, кам каярах пуçăннă çак ĕçе, виççĕшне те пĕр вăхăтра ĕçлеме тÿр килнĕ. Ĕçĕнче чи малти вырăнта пÿлĕмсене тасатасси, сивĕ вăхăтра классенчи …
тĕплĕнрех
«Чутейри вăтам шкултан Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем тăваттăн. Вĕсем - пирĕн шкул чысĕпе мухтавĕ. Маттур хĕрачасем ытти вĕренекенсемшĕн малашне те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулччăр,-терĕ шкул директорĕ Алина Гурина Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем - М.Козлова, К.Шамбулина, Л.Михайлова, В.Краснова çинчен».
Мальвина Козлова 9 класра «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Çулленех пур предметпа тенĕ пекех олимпиадăсенче тарăн пĕлĕвне …
тĕплĕнрех
Тĕмерти Петр Андреевич Воробьев çамрăклах хăрушă вăрçă нушине тÿснĕ. Аслисемпе тан колхозра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн Тĕмерти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ. Тăвай районĕнчи КПСС комитечĕн инструкторĕ пулнă.
«Победа» колхоз, унтан совхоз ертÿçинче тăрăшнă. Хуçалăхра та, шкулта та хăйĕн паха опытне çамрăк ăрăва панă. «Хисеп …
тĕплĕнрех
Çапла, ырă ят ĕçчене тарават. Хальхинче те акă Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2021 çулхи январĕн 20-мĕшĕнчи 4-мĕш номерлĕ Указĕпе «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăн техник-осеменаторне Венера Иванована «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Венера Геннадиевна асăннă обществăра 2009 çултанпа тăрăшать. Вăл ĕçе пĕлекен ăста специалист пулнине тата хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа тата …
тĕплĕнрех
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов ертсе пынипе пирĕн районта муниципалитетсен пуçлăхĕсен семинарĕ иртнĕ. Унта республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен, районсен тата хуласен администрацийĕсен, структура подразделенийĕсен строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ертÿçисем хутшăннă.
Енĕш Нăрваш ял террито-рийĕнче район тата администраци пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Михайлов çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ семинар участникĕсене. Хăнасем малтан …
тĕплĕнрех
Районти Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ аван аталанса пырать. Ĕçлекенсен йышĕ çулленех ÿсет. Темçе çул каялла 16 çын тăрăшнă хуçалăхра, халĕ 23 çын вăй хурать. Машинăпа ĕне сăвакан операторсем, çамрăк выльăхсене пăхакансем, ветврач, ферма заведующийĕ, скотниксем, механизаторсем, кладовщиксем, шут ĕçченĕ, хуралçăсем тата ытти те. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыраççĕ.
Николай Владимирович Богачев механизатор чылайранпа активлăх …
тĕплĕнрех