1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 19 Апрель 2025 г.

Чăваш Енре пуçласа Чăваш тĕррин кунне паллă турĕç. Шкула кайма хатĕрленекенсен «Б» ушкăнра ачасем тĕрĕпе çыхăннă занятире аваллăха çитсе, чăваш тĕррин элеменчĕсемпе, вĕсенчи ÿкерчĕксен пĕлтерĕшĕпе паллашрĕç. «Иртнисĕр малашлăх çук»,—теççĕ халăхра. Чăвашсен наци эрешĕсен искусствинче тĕрĕ тĕп тĕссенчен пĕри шутланать.

Амăшĕсем тĕрĕсен куравне алшăллисемпе, кĕпесемпе, сăмса тутрисемпе пуянлатнă.

Воспитатель Чăваш Енри, вырăнти ăстаçăсем çинчен каласа панă. …

тĕплĕнрех
11 декабря 2020 г. 18:31

Николай Спиридонович Ай-зман — паллă драматург, режиссер, актер, СССР писательсен союзĕн членĕ (1939), Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1940) çуралнăрапа раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче 115 çул çитет. Вăл 1905 çулта Шупашкар районне кĕрекен Вомпукасси (Алькеш) ялĕнче çуралнă.

Н.Айзман ялти шкултан вĕренсе тухсан художество пултарулăх коллективĕ йĕркелеме хутшăннă. 1926 çулта Шупашкарти музыка шкулне вĕренме кĕнĕ, тепĕр …

тĕплĕнрех
11 декабря 2020 г. 18:30

Кирек мĕнле ачаран та çут тĕнчери чи юратнă çын кам тесе ыйтсан: «Манăн анне»,—тет.

Чăнах та пурнăçра çапла пулĕ. Амăшĕ вĕт ачисене пĕтĕмпех парать: чун пуянлăхĕ, хÿтлĕхне, чăтăмлăхне.

Пирĕн ача сачĕн воспитанникĕсем те хăйсен юратнă çыннисене уявсенче саламлама юратаççĕ. Темиçе кун ĕнтĕ Т.Г.Шакина воспитатель ачасемпе вĕсен амăшĕсем çинчен калаçрĕ. «Эпĕ тата манăн анне» ятлă пĕчĕк …

тĕплĕнрех
11 декабря 2020 г. 18:28

Тăвай енри «АККОНДМОЛОКО» тулли мар яваплăхлă общество тă-ваттăмĕш çул ĕнтĕ тĕрлĕ сĕт продукципе тивĕçтерет çынсене. Районта кăна мар, республикăра пурăнакансем те кăмăллă пирĕн сĕт, хăйма, тăпăрч, кефир, пиçнĕ турăх, бифидок тата ытти продукци пахалăхĕпе. Лайăх кăтартусемпе палăрать тăтăшах коллектив.

Кунта Ирина Петровна Дмитриева аппаратчица тÿпи те пысăк. Вăл 2006 çулта «Акконд-агро фирма» обществăн коммерци уйрăмĕн …

тĕплĕнрех
4 декабря 2020 г. 11:21

Пĕтĕм тĕнчери ырă ĕç тăвакансен кунне çуллен раштав уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче уявлаççĕ.

Юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов Екатерина Юрьевна Осокинана, Никита Валерьевич Егорова, Александра Михайловна Иванована, Марина Николаевна Иванована, Оксана Юрьевна Соловьевана, Кристина Анатольевна Михайлована районăн обществăлла пурнăçĕнче активлă тăрăшнăшăн Тав çырăвĕ парса чысланă.

—Тăвай енри çамрăксем яланах хавхаланулăхпа, ыр кăмăллăхпа, пулăшма хатĕр пулнипе уйрăлса тăраççĕ. …

тĕплĕнрех
4 декабря 2020 г. 11:19

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне уявларĕç. Асăннă документа чăвашсем хаваспах йышăнчĕç. Халăх еплерех илĕртÿллĕ ĕç тунипе, унăн культурипе, йăли-йĕркипе, ĕненĕвĕпе пурне те паллаштарма пултартăмăр çапла майпа.

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçхине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ Чăваш тĕррин кунĕ. Ал ĕç асамçисен ячĕпе илемлĕ кĕвĕ-юрă янăранă. …

тĕплĕнрех
4 декабря 2020 г. 11:18

2020 çул пирĕншĕн чăннипех те паллă самантсемпе пуян. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ ятпа уявлатпăр.

"Асамат кĕперĕ" ача садĕн-че ĕçлекенсем хăйсен воспитанникĕсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприятие, тĕслĕхрен, халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачĕ» акцине хутшăнчĕç. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче шкулчченхи учрежденире «Никама та манман, нимĕн те манăçман» ятпа тематика эрни иртрĕ. Тăван çĕршывăн …

тĕплĕнрех
4 декабря 2020 г. 11:18

Тăвайри Ленин проспектĕнчи 54-мĕш çуртра çепĕç чунлă та пултаруллă, сăпайлă çынсем пурăнаççĕ. Ытларахăшĕ сывлăх сиплевĕнче вăй хунăран çак паха енсемпе палăрса тăнинчен тĕлĕнмеллиех çук пулĕ. Ытти профессисемпе çыхăннисенчен Владимировсен çемйин пуçарулăхĕпе тараватлăхне палăртас килет.

Çемье ăшшине, хăтлăхĕпе илемне упраканĕ, паллах, кил хуçи хĕрарăмĕ. Тăрмăш хĕрне Марина Анатольевнана (хĕр чухнехи хушамачĕ Антонова) мĕн ачаранах типтерлĕхе, тĕрлĕ …

тĕплĕнрех
4 декабря 2020 г. 11:17

Тăрмăш тăрăхĕнчен Афган вăрçине чылайăн хутшăннă. Иртнĕ çул совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа ветерансене, активистсенчен чылайăшне çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн асăнмалăх юбилей медалĕсем парса чысланă.

Тăрмăшри клубра çак кунсенче тепĕр 3 çынна медальсем панă. Вĕсен шутĕнче — Е.Г.Игнатьев (Мус-кавра вахта мелĕпе ĕçлет), В.А.Конов (Ленин ячĕллĕ хуçалăх водителĕ), …

тĕплĕнрех
4 декабря 2020 г. 11:15

Кăçал çамрăк шахматистсемшĕн те çăмăлах мар вăхăт пулчĕ. Питĕ шел, республика турнирĕсене çÿреймерĕмĕр. Уйрăмах, «Шурă ладья» турнира каяйманни çамрăк шахматистсен кăмăлне хуçрĕ. Унта хутшăнма «путевка» çĕнсе илнĕччĕ. Коронавирус чирĕ пире ура хучĕ. Апла пулин те ДЮЦри çамрăк шахматистсем пач та пуçа усмаççĕ. Малалла пысăк вăй-хăватпа талпăнаççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна шахматпа ДЮЦăн чемпионачĕ пулса иртрĕ. Уйрăмах …

тĕплĕнрех
4 декабря 2020 г. 11:14