1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Апрель 2025 г.

«Кубнинский» агрофирма — районти ăнăçлă аталанакан хуçалăхсенчен пĕри. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен аван тухăç илеççĕ киччĕсем, выльăх апачĕ çуллен çителĕклĕ хатĕрлеççĕ, сĕт сăвассин кăтартăвĕсене ÿстерсех пыраççĕ. Ку коллективри ĕçсене Владимир Рыбкин управляющи виçĕ çул ытла йĕркелесе пырать.

Мучар ял тăрăхĕнчи Киччĕ ялĕнче юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче 120 пуç пăру вырнаçмалăх тунă çĕнĕ витене уçрĕç. Объекта …

тĕплĕнрех
6 ноября 2020 г. 22:20

Иртнĕ эрнере ырă ĕç тăвакансен юхăмне аталантарассипе ĕçлекенсен Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕ пулнă. Республикăри Аслă шкулсен ректорĕсем студентсем ырă ĕç тăвассин аталанăвĕн тата волонтерсен корпусĕсен ĕçĕсен программисене пурнăçа кĕртни пирки каласа кăтартнă. Студентсен волонтерлăхне аталантармалли «Свои» программăна кĕнĕ Ульянов ячĕллĕ ЧПУ.

Чăваш Енри апат-çимĕç фончĕпе аграрин аслă шкулĕнче пĕлÿ пухакансем пурĕ 20000 апат-çимĕç наборĕ …

тĕплĕнрех
6 ноября 2020 г. 22:17

«Асамат кĕперĕ» ача садĕнче çак кунсенче кĕр уявĕ иртрĕ. Шăпăрлансем патне хăнана «Ылтăн кĕркунне» майĕпен шăвăнса кĕчĕ, хăйĕнпе асамлă пуянлăх илсе килчĕ вăл.

Юмахри пек илемлетнĕ музыка залĕнче «Непоседы» аслă ушкăнри ачасен савăнăçлă та кăсăклă представленийĕ пуçланчĕ.

«Ылтăн кĕркунне» пĕччен мар, хăйĕн тăванĕсемпе, кĕрхи уйăхсемпе, килме кăмăл тунă. Кĕрхи уйăхсем ачасене савăнăçлă, мыс-караллă вăйăсем выляттарчĕç, …

тĕплĕнрех
6 ноября 2020 г. 22:06

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе 2021 çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тунисен паттăрлăхне халаллаççĕ. Иртнĕ эрнере «Строителям безмолвных рубежей» ятлă республикăри акци пуçланнă.

Чăваш Енре хÿтлĕхсем тума халăха мĕнле мобилизациленине сăнарласа театрализациленĕ флешмоб пулнă юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче. Ку мероприятире районти культура çурчĕсемпе библиотекăсенче ĕçлекенсем те хутшăннă. Çав вăхăтри арçынсемпе хĕрарăмсем пек кивĕ пальтопа фуфайка …

тĕплĕнрех
6 ноября 2020 г. 21:16

Çурла уйăхĕн пĕрремĕш çурринче республикăра çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен профильлĕ смени ĕçленĕ. Кăçал ăна дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. В Контакте социаллă сетьре (https://vk.com/club196636350) çул-çÿрев хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă нумай усăллă видеороликсемпе, статьясемпе паллашма пулать.

Программăри «ЮИД», патшалăх автоинспекцийĕн историйĕпе тата «Пешеход», «Полицейские профессии», «Пассажир», «Транспорт», «Железнодорожная безопасность», «Дорожные знаки» тата ытти темăсемпе, çул-çÿрев правилисене пăхăнассипе чылай заняти иртнĕ. Çавăн …

тĕплĕнрех
6 ноября 2020 г. 21:09

Чăваш Енре уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ, çитĕнтернĕ тухăçа тăкаксăр пухса кĕртнĕ. Ял çыннисем, хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа, çулталăка ăнăçлă вĕçлессишĕн тимлеççĕ. Пирĕн районти ял хуçалăх ĕçченĕсем те маттур пулнă ку енĕпе.

«Акконд-агро фирма» обществăра вара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектар пуçне 38,4 центнерпа танлашнă, коллективăн сăвăм кăтартăвĕ те начар мар.

Малта пыракан хуçалăх …

тĕплĕнрех
30 октября 2020 г. 18:23

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет, республикăра 2021 çула çак пулăма халалланă май ăна паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен марафонĕ пуçланать.

Сыхлăх сооруженийĕсем вăрçă вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Арçынсем фронтра çапăçнă май вĕсене хĕрсемпе хĕрарăмсен вăйĕпе тунă: «кунта çынсем 40 градуслă сивĕре йывăр ĕçпе тарланă», «юн ал тупанĕсенчен …

тĕплĕнрех
30 октября 2020 г. 18:22

«Эреш» орнамент-фест Чăваш енри тĕрĕ ăстисене, культурăпа вĕрентÿ, наука сферисен представителĕсене, чăваш эрешне юратакансене иккĕмĕш хут пуçтарчĕ. Икĕ куна пычĕ фестиваль.

Республикăри фольклор коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе уçăлчĕ программа. А.Уляндина юрăç, «Ярды» фолк-ушкăн, Шупашкар районĕнчи «Сурпан» ташă ансамблĕ, «Каçал» тата «Шордан» фольклор ансамблĕсем сцена çине тухрĕç. Унтан «Ăстаçăсен марафонĕ» тĕрĕçсен конкурсĕ чăваш тĕррисен музейĕнче иртрĕ. …

тĕплĕнрех
30 октября 2020 г. 18:19

Кĕркунне — çулталăкăн асамлă тапхăрĕ. Малтан ун чухне ылтăн тĕс ху-çаланать таврара, йывăçсене чылайччен сăнаса пăхса тăрас килет. Çак илеме нумаях пулмасть Тăвайри «Радуга» шкулчченхи учреждение «Одуванчики» аслă ушкăна çÿрекенсем хăйсен куçĕ-семпе курса хĕпĕртерĕç. Л.В.Фомина воспитательницăпа пĕрле уçăлса çÿ-ренĕ чухне тавралăхăн улшăнăвĕсене сăнарĕç, кĕркуннепе çуллана танлаштарчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсенчен эрешсем ăсталарĕç. Вĕсен илемĕсемпе киленчĕç, çулçăсенчен …

тĕплĕнрех
30 октября 2020 г. 18:19

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне Раççейре юпа уйăхĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаççĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче пулчĕ. Иртнĕ юнкун ăна пирĕн районта та паллă турĕç. Çавăнпа çĕр ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн-че, продукцие тирпейлекен промышленноçра пултарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе, ырми-канми тăрăшулăхĕпе палăрнă работниксем район администрацийĕн пысăк залне пухăнчĕç.

Вĕсене район админис-трацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕ-сене вăхăтлăх пурнăçлакан …

тĕплĕнрех
26 октября 2020 г. 20:37