1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.

Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн-че «Енĕш Нăрваш ял энциклопедийĕ» ятарлă кĕнеке кун çути курнăччĕ.

Унăн авторĕ — ялти музей заведующийĕ Владимир Петров. Халĕ вара çак асăннă кĕнекене анлăлатса хушма кĕнекине кăларнă. Кунта малтанхи энциклопедири хăш-пĕр кăлтăксене тÿрлетсе тата чылай çĕнĕ материал кĕртсе пуянлатнă. Энциклопеди тиражĕ 100 экземпляр. Канашри издательство çуртĕнче кăларнă, 208 страницăллă. Энциклопедие кун çути …

тĕплĕнрех
18 сентября 2020 г. 20:04

1920 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Совет Союзĕн-че пĕрремĕш халăх çыравĕ иртнĕ. Вăл пĕтĕм çĕршывĕ-пех пулайман, хăш-пĕр çĕрте граждан вăрçи пынă. Апла пулин те, унăн кăтартăвĕ-сем тăрăх халăх шухăш-кăмăлне, психика тĕлĕшĕнчи сывлăхне, сусăрланнине, хĕрарăм е арçын, миçе çултине пĕлме май пулнă. Тата тепĕр вăл вăхăтри чи паллă пĕлтерĕш-çапăçусене хутшăннин опычĕ.

100 çул …

тĕплĕнрех
18 сентября 2020 г. 20:03

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев авăн уйăхĕн саккăрмĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Чи малтанах вăл Тăвайри талăкра 500 кубла метр таса мар шыва ĕçлесе хатĕрлекен станци тунипе паллашнă.

Строительство ĕçĕсем пирки «Елена» общество директорĕн заместителĕ Андрей Александров каласа кăтартнă. Ку калаçăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева, ЧР …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 20:05

Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине хатĕр-лесе пĕтернĕ кăна, ăна масштаблăн пурнăçлассипе ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ. Ытларах та, программăн хăш-пĕр положенийĕсене пурнăçа кĕртесси унăн проектне сÿтсе явнă тапхăртах пурнăçланса пычĕ.

Республикăна вăхăтлăх ертсе пыма Олег Николаева шаннă хыççăн хăйне евĕр лару-тăру пулса тăчĕ. Çакă республикăри политика лару-тăрăвне те лайăх витĕм кÿчĕ: аталану программине …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 20:04

Тăвай енре республикăри хĕрарăмсен канашĕн общество организацийĕн ертÿçине Наталья Николаевана райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке, районти хĕрарăмсен уйрăмĕн председателĕ Татьяна Иванова, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов ăшшăн кĕтсе илчĕç. Малаллахи тĕл пулу вăхăтĕнче тĕрлĕ предприятисемпе организацисенчи, ялсенчен килнĕ хĕрарăм активистсемпе калаçнă май, Наталья Алексеевна алĕç куравĕпе кăсăкланса паллашрĕ.

Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Татьяна Иванова кăçалхи …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 20:03

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Юрий Зорин Тăвай районĕнчи волонтерсемпе тĕл пулнă.

Вăл Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессишĕн сасăлав ирттернĕ вăхăтра ăнлантару ĕçне активлă хутшăннăшăн вĕсене тав тунă. Тав çырăвĕсемпе палăртнисем хушшинче — Екатерина Юрьевна Осокина, Марина Алексеевна Петрова, Николай Юрьевич Перцев, Станислав Олегович Данилов, Никита Валерьевич Егоров, Марина Николаевна Иванова, Оксана Юрьевна …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 20:02

Иртнĕ кунсенче «Тăвай район энциклопедийĕ» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Ăна хатĕрлекенсем — В.А.Ванерке, О.А.Ломоносов, А.М.Гаврилов, С.О.Данилов, Р.А.Егоров, П.И.Захаров, Г.П.Куклов, К.Ю.Никитин, В.В.Николаева, А.В.Семенов, Н.И.Сормов, В.Я.Шакров, О.П.Шакшина.

Тĕп редактор — составитель — Владимир Яковлевич Шакров. Кĕнеке тиражĕ — 1000 экземпляр.

Энциклопеди Тăвай районĕн историйĕпе, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономикине, обществăлла политикăна тата культурăна аталанма пулăшнă сумлă çыннисемпе паллаштарать. Кĕнекере …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 20:01

«Кунта Тăван çĕршыв Аслă вăрçин участникĕ, Тăван çĕршыв вăрçин II степень орден, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «Хастар ĕçшĕн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» медальсен кавалерĕ, Чăваш Ен ШĔМ пушар хуралĕн хисеплĕ ветеранĕ, шалти ĕçсен службин подполковникĕ Иванов Григорий Иванович (07.07.1927—16.12.2019) çуралнă тата пурăннă»,—тесе çырнă Асăну хăмине уçрĕç нумаях пулмасть. Ăна Улянкăри Григорий Иванович …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 20:00

Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче пирĕн çĕршывра танкистсен кунне паллă тăваççĕ. Германире I, II танк арми йышĕнче чăваш каччисем, çав шутра Тăвай тăрăхĕнчен те, чылайăн пулнă. Вĕсем хушшинче танк командирĕсем, механик-водительсем, наводчиксем тата ытти специалистсем хăйсене ырă енчен кăтартнă. Июнĕн 9-мĕшĕнче Германири Совет çарĕсен ушкăнне йĕркелесе янăранпа 75 çул çитнине паллă тунă, çавна май Тăвай тăрăхĕнчен те …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 19:59

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенче Татьяна Акимова биатлонистка Сочири тренировкăсене хутшăнни çинчен çырнă хыççăн Тĕмертен темиçе çын та шăнкăравларĕ. «Эпир хамăрăн Алексей Петров биатлонист çинчен пĕлесшĕн, Канашра пурăнаççĕ пулин те, çемйипе ялти хуçалăхне те пăхса тăраççĕ»,— интересленеççĕ çамрăксем.

Алешăн ашшĕпе амăшĕ Сергей Васильевичпа Альбина Алексеевна Тĕмерпе Кармал ялĕсенче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ, çавăн чухнехи туслăх …

тĕплĕнрех
11 сентября 2020 г. 19:58