Çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕ вĕçленсе пырать. Ку вăхăтра ял ĕçченĕ-сем çулленех утçире вăй хураççĕ, курăк çулса пу-хаççĕ, паха утă, сенаж ха- тĕрлеççĕ.
«Акконд-агро фирма» АО ĕçченĕсем те çак хĕрÿ ĕçрен айккинче тăмаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлессипе çуллен ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Предприятин ĕне выльăх йышĕ сахал мар, çавăнпа тĕрлĕ апат чылай кирлĕ. Паянхи куна унăн фермисенче пысăк …
тĕплĕнрехСехметре интернационалла тивĕçне пурнăçласа Сăхăтпуç ялĕнчи аттен шăллĕ Николай Данилович Данилов хăйĕн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Вăл 1932 çулта çуралнă, çемьере пилĕк ача пулнă Данил асаттепе Анастасия асаннен. Николай ялта ытти ачасем пекех çитĕннĕ, ĕçрен хăраман.
«Хастар ывăлччĕ, ăслăччĕ»,—аса илетчĕ асанне, ассăн сывласа. Хăш чух куççульне шăлса илетчĕ. Ара, ывăлĕн пытарнă вилтăпри ăçтине те пĕлеймен, кайса …
тĕплĕнрехЕлена МАТРОСОВА, «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи:
Çĕршывăн Тĕп Саккунĕнче, Конституцире, чĕлхепе культура çинчен калакан статьяна улшăнусем кĕртни пирĕн пултарулăх коллективĕшĕн питех те çывăх. «Раççей Федерацийĕнче культура — унăн халăхĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕ. Патшалăх культурăна пулăшать тата сыхлать»,—тенипе килĕш-месĕр тăма çук. Пирĕн çĕршывра, республикăра, хамăр Тăрмăш ялĕнче те тĕрлĕ наци çыннисем туслă пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ, …
тĕплĕнрехЛюдмила МИХАЙЛОВА, пенсионерка, Чутей ялĕ:
Килти хуçалăхра ĕне усракансене выльăх пуçне шута илсе субсиди уйăрса панине çемьере ырласа йышăнтăмăр. Пирĕн хуçалăхра паянхи кун сăвакан 2 ĕне, кăçал пăруланă тына та пур, унран та ĕне тăвасшăн. Паллах, ĕне выльăха хĕл каçарма ансат мар. Мĕн чухлĕ апат хатĕрлемелле. Ĕне усранипе пулакан тăкаксен …
тĕплĕнрех«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерӳ тунăранпа — 75 çул» юбилей медальне Тĕмер ял тăрăхĕнчи тăватă ялтан 27 тыл ĕçченĕ тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри — Амалăхри Ольга Николаевна Максимова.
Вăл Тăвай хĕрĕ. Амалăхри вăрçă участникĕпе Василий Максимович Максимовпа Тĕмер шкулĕнче ĕçленĕ чухне çемье çавăрнă. Ольга Николаевна математика, мăшăрĕ çар ĕçне вĕрентнĕ.
Пулас мăшăрне, педучилище пĕтернĕ каччăна ĕçленĕ …
тĕплĕнрехЕ.ВАСИЛЬЕВА, пенсионерка, ĕç ветеранĕ:
Раççей Конституцийĕнчи тӳрлетӳсем нумай ыйтăва пырса тивеççĕ. Тĕпрен илсен вĕсен тĕллевĕ — халăх пурнăçне лайăхлатасси. Ман шутпа, ĕç çыннин ĕçне хисеплени, унăн ирĕкне хӳтĕлени çинчен калани пĕлтерĕшлĕ тӳрлетӳсен шутĕнче. Çавна май ĕçлекенсен шалăвĕ патшалăх палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмалла мар. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк …
тĕплĕнрехРаççей Президенчĕ Владимир Путин ачаллă çемьесене тимлĕх чылай уйăрать. Вăл черетлĕ йышăнура ача пăхнăшăн паракан пособин чи пĕчĕк виçине икĕ хут ӳстерме, 3375 тенкĕрен 6751 тенке çитерме каларĕ. Маларах палăртнă тăрăх, 3 çулчченхи ачашăн пособи парассине амăшĕн капиталĕн правине тивĕçмен çемьесене те апрель-июнь уйăхĕсемшĕн 5-шер пин тенкĕ тӳлеме сĕнчĕ. Çапла вара ăна Раççейри 3 çул …
тĕплĕнрехÇăва тухнă май автомобиль çулĕсем çинче те юсав ĕçĕсем пуçланнă.
Çапла акă «Канашри ДРСУ» ООО подряд организацийĕн юсав бригади «Аниш»—Нӳшкасси—Çĕнĕ Пуянкасси автомобиль çулĕсем çинчи путăк-шăтăксене хупланă тата çурăксене сапланă çĕрте тăрăшнă. Малтанлăха 385 тăваткал метр çинче пурнăçланă çак ĕçе, вĕри асфальтбетонпа, пĕчĕк фракциллĕ вак чулпа тата эмульсипе усă курнă.
Вăрмар енчи автоçула «Стройтех» ĕçченĕсем (сăн …
тĕплĕнрехСăмахăм кунта Тăвайри потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшакан Светлана Колотушкина çинчен пулĕ.
Амалăхра пурăнакан Светлана Николаевна район центрĕнче, вăтам шкул çывăхĕнчи суту-илӳ павильонĕнче ĕç-леме тытăннăранпа нумаях та вăхăт иртмерĕ темелле. Çавах та эпир, тавар туянакансем, сăнанă тăрăх, хăй çав тери правур пулнине çирĕплетме те ĕлкĕрчĕ. Таварсен ассортиментне пуянлатсах тăма тăрăшать сутуçă. Машинăпа илсе килни çеç мар, мĕн …
тĕплĕнрехАлексей СТЕПАНОВ, районти больницăн тĕп врачĕ:
—РФ Конституцине сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе кĕртме сĕнекен тӳрлетӳсене эпĕ те ырлатăп. Пирĕн медицинăна патшалăх пулăшăвĕпе яваплăхĕ питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл халăха пахалăхлă тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернин гаранчĕ пулса тăрать, уйрăмах çакă пирĕн пек пĕчĕк районсенче, пысăк мар ĕç укçиллĕ çĕрте питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Çĕршывăн …
тĕплĕнрех