
Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче пирĕн çĕршывра танкистсен кунне паллă тăваççĕ. Германире I, II танк арми йышĕнче чăваш каччисем, çав шутра Тăвай тăрăхĕнчен те, чылайăн пулнă. Вĕсем хушшинче танк командирĕсем, механик-водительсем, наводчиксем тата ытти специалистсем хăйсене ырă енчен кăтартнă. Июнĕн 9-мĕшĕнче Германири Совет çарĕсен ушкăнне йĕркелесе янăранпа 75 çул çитнине паллă тунă, çавна май Тăвай тăрăхĕнчен те …
тĕплĕнрех
Хаçатăн иртнĕ номерĕсенче Татьяна Акимова биатлонистка Сочири тренировкăсене хутшăнни çинчен çырнă хыççăн Тĕмертен темиçе çын та шăнкăравларĕ. «Эпир хамăрăн Алексей Петров биатлонист çинчен пĕлесшĕн, Канашра пурăнаççĕ пулин те, çемйипе ялти хуçалăхне те пăхса тăраççĕ»,— интересленеççĕ çамрăксем.
Алешăн ашшĕпе амăшĕ Сергей Васильевичпа Альбина Алексеевна Тĕмерпе Кармал ялĕсенче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ, çавăн чухнехи туслăх …
тĕплĕнрех
Пĕлÿ кунĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансен пĕр ушкăнне Чăваш Республики Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисем парса чысланă. Вĕсен йышĕнче — Елена Витальевна Гаврилова — (Элпуçĕнчи вăтам шкул), Нина Александровна Максимова (Тăрмăш шкулĕ), Вероника Павловна Николаева (Тăвай шкулĕ), Наталья Николаевна Чернова (Тĕмер шкулĕ) учительсем, вĕрентÿ пайĕн информаципе аналитика центрĕн методисчĕ Алина Витальевна Орешникова. Пултаруллă вĕрентекенсене ĕçре ăнăçу, …
тĕплĕнрех
Чăваш Республикин 2020—2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă ĕçсем пурте Чăваш Енри халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе çыхăннă. Çирĕплетнĕ программăпа экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, ытти сферăсенче кашни муниципалитетăн аталану планне çирĕплетнĕ. Тăвай районĕнче хальхи вăхăтра мĕнлерех ĕçсем пурнăçланаççĕ, малашлăхра мĕнле тĕллевсем тăраççĕ? Çакăн çинчен каласа пама Олег Николаевăн районти …
тĕплĕнрех
«Анне, аннеçĕм!» Епле çепĕççĕн те ачашшăн шăранаççĕ çак сăмахсем, чунра лăпкăлăх, канăçлăх çуратаççĕ. Анне çумра пулсан пурнăç çулĕпе утăмлама çăмăл та хаваслă»,— çакăн пек пуçланă редакцие янă çырăвне Çĕнçырмари Алисăпа Оля Федоровасем.
Вĕсен амăшĕ Наталия Вячеславовна çак кунсенче 45 çул тултарнă. Пурнăçăн анлă та вăрăм çулĕпе хастаррăн та мал ĕмĕтлĕн утăмласа кун-çулне телей, савăнăç курса …
тĕплĕнрех
Çапла хуравларĕç Çĕнĕ Пуянкассинчи сутуçăсем ялти 94 çула кайнă Елизавета Демьянова çинчен. Тем сăлтавпа çак çул валли çырăнайман вăл хаçата. «Пĕр вулама хăнăхнă та район хыпарçине, почта илме тухсан «Ял ĕçченĕ» хаçатах алла илес килет, — тет ĕç ветеранĕ. Халĕ ялти лавкка урлă çырăннăран, урамра çынсемпе калаçатăп, лавккара кирлĕ таварне те суйлатăп».
Елизавета Федоровна …
тĕплĕнрех
Ĕлĕкхи «Сельхозтехника» пĕрлешÿ хыçĕн-чи кÿлĕ ватти-вĕттишĕн шыва кĕмелли мĕн тери меллĕ вырăнччĕ, ĕç хыççăн е канмаллире пулăçсем те йĕри-тавра ларса тухатчĕç, хур-кăвакалĕ те тăп-тăрă шывра ишсе киленетчĕ. Хуçисем пырса йыхăрмасан та тухма васкамастчĕç. Юлашки çулсенче кÿлĕ типсе пырать (сăн ÿкерчĕкре). Сентябрь тĕлнелле хĕрринчен типсе варрине пĕр çаврашка пек çеç тăрса юлать. «Пуллисем вилсе пĕтеççĕ ĕнтĕ»,—кулянаççĕ …
тĕплĕнрех
Паллă ĕнтĕ, Чăваш Республикин ертÿçи Олег Николаев 2021 çула Сăрпа Хусанти хÿтĕлев рубежĕсене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Ку ĕнтĕ ахальтен мар. Çитес çул çак хÿтĕлев сооруженийĕсене тума тытăннăранпа 80 çул çитет. Ку йышăну, чи малтанах, пĕтĕм халăхăн тылри паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалла тăвасси, иккĕмĕшĕнчен, хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесене, мăн кукаçисемпе кукамайсене калама çук йывăр вăхăтра, хĕллехи …
тĕплĕнрехСентябрĕн 1-мĕшĕччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çак вăхăтра яланхи пекех ачасене шкула хатĕрлеççĕ. Çакă, паллах, пăлхануллă та кăштах хумхануллă ĕç. Кăçал вара яланхи ăшталану çумне тата хушма тăрмашу хушăнать: ашшĕ-амăшне ачи-пăчи мĕнле майпа вĕренесси шухăшлаттарать. Занятисем хăнăхнă йăлапа шкулта иртеççĕ-и е каллех «дистанционка» çине куçĕç? Çак тата ытти ыйтусене эпир …
тĕплĕнрех
Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 5 çуллăх комплекслă программине чи кайран сÿтсе явнă ведомствăсенчен пĕри Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтĕлев министерстви пулнă. Ку вăл тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çирĕплетнĕ программăпа ытти сферăсенче — экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, культурăра паян тата çывăх çулсенче пурнăçа кĕртекен ĕçсем пурте юлашкинчен республикăри пурнăç шайне …
тĕплĕнрех