
Пĕтĕм тĕнчери ялти хĕра-рăмсен уявне паллă турăмăр иртнĕ кĕçнерникун. Эпир пурте тенĕ пекех ялта çуралса ÿснĕ, çĕр çинче ĕçлесе пурăнатпăр, выльăх-чĕрлĕх çитĕн-теретпĕр.
Астăватăп-ха, 70-мĕш çулсенче çуллахи каникулта аннесемпе уя ĕçлеме каяттăмăр, çĕрулми, выльăх кăшманĕ çумлаттăмăр, купăста шăвараттăмăр. Уçланкăра утă хатĕрлеме юрататтăмăр уйрăмах. Каçсерен йĕтем çинче тырă типĕтме еплерех лайăхчĕ тата.
Халь пирĕн аннесем тах-çанах тивĕçлĕ …
тĕплĕнрех
Сельскохозяйственный комплекс АО «Фирма «Акконд-агро» и «АККОНДМОЛОКО» - одно из самых передовых и успешных предприятий полного цикла по производству молочных продуктов в Поволжье. От года в год в хозяйстве собирают отменные урожаи, растут надои и запускаются новые технологические линии, производящие натуральные и полезные молочные продукты «От Красули» и «Гармония дня».
Для поддержания стратегии развития сильного …

«Литературăллă Чăваш Ен: 100 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке» ятлă вулав референдумне Тăрмăшри библиотека та хутшăннă. Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалланă ăна. Чăваш Республикин наци библиотеки йĕркеленĕ ку мероприятие. Тăрмăшри библиотека вулавçисем те «Чăваш Енĕн литературăллă пуянлăхĕ: вуламалли 100 кĕнеке» сайт çинче хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Акă, Елена Павловна Егорова пĕр ĕмĕр вуланакан кĕнеке …
тĕплĕнрех
Районти ялсенче тавралăха тирпейлессипе субботниксем йĕркелерĕç. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен коллективĕ-сем пурте территорисене тасатма санитари кунĕсене хутшăнчĕç. Тăван çĕршыв Аслă вăрçинче пурнăçран уйрăлнисене асăнса лартнă палăксемпе обелисксен умĕсене ытларах тимлĕх уйăрчĕç. «Раççей шывĕ» акцие хутшăнса пĕвесене çÿп-çапран тасатнă. Субботниксене районта 400 çын хутшăннă, 10 техникăпа усă курнă.
тĕплĕнрех
Иртнĕ эрнере ял хуçалăх ĕçченĕн тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне паллă турĕç. Юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, кăçал 22-мĕш хут уявлаççĕ ăна Раççейре çуллен.
Республикăри агропромышленность комплексĕнче пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ, çĕнĕ фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ, потребительсен кооперацийĕ çирĕпленет. Ял хуçалăх продукцине сутмалли рыноксем анлăланаççĕ, экспорт ÿсет.
Пирĕн районти ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те кăçал тухăçлă тырпул …
тĕплĕнрех
Тăвайра пурăнакан Татьяна Александровнапа Валентин Алексеевич Алексеевсем пĕрле пурăнма пуçлани çур ĕмĕр çитнине уявларĕç юпа уйăхĕн вуннăмĕшĕнче.
Çемье пуçĕ çул-йĕр хуçалăхĕнче 44 çул вăй хунă. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист пулнă вăл. Унăн мăшăрĕ вара тивĕçлĕ канăва тухичченех ял хуçалăх производствинче тăрăшнă. Ĕçĕсенче палăрнăшăн вĕсем Хисеп хучĕсемпе ытти тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă, ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ …
тĕплĕнрех
Район центрĕнче тĕрлĕ магазин тивĕçтерет çынсене. Вĕсенчен пĕри — «Çĕнçырма çимĕçĕсем» ятлă.
Иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче уçрĕ вăл алăкĕсене. Çĕнĕлĕх пирĕнтен кашнинех интереслентерет ĕнтĕ. Пĕрре, тепре кĕрсе курать те туянакан, тавар хакĕсем тивĕçтерсен, сутуçăсем кăмăллăн калаçсан, тăтăшах унта çÿреме тытăнать вара. Аш-какайран туса хатĕрленĕ çимĕçсене кашни кун илсе килеççĕ иккен кунта. Ытти тавар та çителĕклех …
тĕплĕнрех
Çулсерен юпа уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери почта кунне уявлатпăр. 1874 çулта çак кун Пĕтĕм тĕнчери почта союзне йĕркеленĕ, 22 çĕршыв хушшинче Раççей те пулнă унта.
Паян Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн управленийĕнче 3000 çын ĕçлет. Пурĕ почта çыхăнăвĕн 375 уйрăмĕ тивĕçтерет, вĕсен 70 проценчĕ ялсенче ĕçлеççĕ.
Почтальонсенчен кашнине 875 çынлă участок шанса панă, 15 çухрăм куллен …
тĕплĕнрех
Мĕн тери илемлĕ, çутă хĕвеллĕ, çуллахи пек лăпкă кунсем парнелерĕ пире кĕркунне! «Пукрав ăшши» те хăйĕн вăхăтне «палăртса» хăварма манмарĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, шăпах çак тулăх тапхăрта çулсеренех ял хуçалăх ĕçченĕ-сен професси уявне паллă тăваççĕ. Чăннипех те пархатарлă тыр пулпа аш-какай, çĕр улмипе сĕт-çу, тата этеме кунсерен кирлĕ ытти апат-çимĕç продукчĕсем туса илекенсен ĕçĕ-хĕлĕ.
Агропромышленноç …
тĕплĕнрех
Тунтикун районти шкулчченхи учрежденисенче ĕçлекенсем тата вĕрентекенсем хăйсен профессиллĕ уявĕсене палăртма Тăвайри вăтам шкулти актовăй зала пухăнчĕç.
Вĕсене малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Ломоносов, вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Валентина Белова ăшшăн саламларĕç, педагог профессийĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç, сывлăх, телей, анлă тавракурăм, çирĕп пĕлÿ, коллективри ăнланулăх, пĕлес туртăмлă ачасем сунчĕç.
Ĕçре …
тĕплĕнрех